Малотаябинский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2015.04.25 Чăваш чĕлхи – чĕкеç чĕлхи

Чăваш чĕлхи – чĕкеç чĕлхи
 

Пирĕн республикăра чăваш чĕлхи вырăс чĕлхипе танах патшалăх чĕлхи шутланать. Пуян  та çепĕç чĕлхен халăха пĕрлештерекен вăйĕ ÿссех пырать.

Ака уйăхĕн 25 – мĕшĕнче пĕтĕм чăваш халăхĕ чăваш чĕлхи кунне уявлать. «Чăваш чĕлхи – чĕкеç чĕлхи» - çакăн пек ят панă Кĕçĕн Таяпари библиотекăра ирттернĕ тăван чěлхене халалланă уява. Уяв тĕллевĕ: çамрăк ăрăва тăван чĕлхе пуянлăхĕпе, унăн йали-йĕркисемпе паллаштарасси, тăван чěлхене юратма, хисеплеме вĕрентесси.  Çак пысăк уявра ялти вулавăшра тěрлĕрен кăсăклă мероприятисем хатěрленĕ. Чи малтанах кĕçен класра вěренекенсем (ертÿçи Г.Зиновьева) «И.Я.Яковлев – чăваш Улăпě» литература композицийĕпе паллаштарчěç. Илемлě чăваш кĕписене тăхăннă шăпăрлансем хăйсен хаваслă юрри-ташшисемпе куракансене савăнтарчěç. Аслăрах ăрурисем вара чăваш чěлхи епле пуян, илемлĕ, асамла пулнине хăйсен янăравлă юррисемпе уява пуянлатрĕç. Çавăн пекех вĕсем çамрăк вулавçăсене тĕрлĕ халăх тумне тăханнă пуканесемпе, чăваш тĕррипе илемлетнĕ алтутрисемпе паллаштарчĕç.Вулавăш ертÿçи С.Агеева вулакансене кĕнеке тишкерĕвĕсемпе паллаштарчĕ. Ялти культура ĕçченĕсем чăвашсен йăхран-йăха куçса пыракан йăли-йĕркисем,чăваш чĕлхин пуянлăхĕ çинчен пĕчĕк ăмăрту ирттерчĕç. Уяв пурне те пысăк савăнăç, çĕкленÿллĕ туйăм парнелерĕ. «Эй, тăван чĕлхемĕр! Вăрман пек пуян, хир пек уçăмлă эсĕ! Сан иксĕлми хăватупа таса илемÿ çултан çул палăрса пытăр. Ирĕклĕ çĕр-шывра ирĕклĕн янăра! Тайма пуçăм сана!» - çак сăмахсемпе уява вĕçлерĕç тăван чĕлхене сума суса пуçтарăннисем. Тăван чĕлхе çынсене пĕрлĕх туйăме парсах тăтăр, наци культурин аталанăвне паха витĕм кÿтĕр.

 

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика