Малотаябинский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2015.04.17 К.В.Иванов – чăваш поэзийĕн çǎлтарĕ

К.В.Иванов – чăваш поэзийĕн çǎлтарĕ
 

2015 çулхи çу уйăхĕн 15 - мĕшĕнче пысăк   уяв çывхарать. Çурхи тĕнче вăраннǎ вăхăтра чăваш сăвви-юррин кĕрнеклĕ ăсти К.В.Иванов çуралнăранпа 125 çул çитет. Унăн кун-çулĕ чĕрĕк ĕмĕртен те кĕскерех пулнă пулсан та, К.Ивановăн поэзири мухтавĕ мĕнпур хура-шура сĕнсе çĕкленчĕ, мĕльюн вулавçă чĕринче паян ырǎ вырăн тупрĕ.

К.В.Иванов – чăваш халахĕн мăнаçлăхĕпе мухтавĕ, çĕнĕ çыруллă сăмахлăха пуçараканĕ, хура халăха çутта туртаканĕ. Нумай енлĕ пулнă К.Ивановăн таланчĕ. Çыру ĕçĕнче тĕрлĕ енлĕ ăста – эпик, лирик, кулăшçă, фольклорçă, драматург, куçаруçă пулнă, çав вăхатрах вăл - талантлă музыкант, художник, педагог, редактор. Пĕтĕм çамрăк вăй-халĕпе, ырă ĕçĕсемпе вăл тĕксĕм тĕнчене çутатса хăварнă – этем ирĕклĕхне, тăнлăхне, ĕçне,телейне, тĕрĕслĕхне мухтанă.

2015 çула Чăваш Республикинче К.В.Иванов çулталăкĕ тесе палǎртнă. Константин Иванова халалласа Кĕçен Таяпари культура еçченĕсем тĕрлĕ мероприятисем ирттереççĕ. Ялти вулавǎшра «К.В.Иванов – чăваш поэзийĕн çǎлтарĕ» ятлă  пысǎк курав йĕркеленĕ. Кунта К.В.Ивановăн кĕнекисемпе, ун çинчен тĕрлĕ писательсем хакласа çырнă произведенисемпе паллашма пулать. Çавăн пекех вулавăшра активлă вулаканăн, Вениамин Кудряшовăн «Вилĕмсĕр «Нарспи» поэмăри сăнарсем» ятлă ÿкерчĕксен выставкине те йĕркеленĕ. Апрелĕн 17-мĕшĕнче культура ĕçченĕсем библиотекăра «Слакпуç юрăçи» ятлă литература каçĕ ирттернĕ. Литература каçĕнче вулакансем К.Ивановăн тĕрлĕ енлĕ таланчĕпе, унăн çăмăл мар кун-çулĕпе паллашрĕç.

К.Иванов пирĕн тăван культурăра яланах чĕрĕ, яланах çамрăк. Вăл-чăваш çамрăкĕсене сиплĕ вăй паракан çăлкуçĕ, вăл вĕсене çанă тавăрса ĕçлеме чĕнсе кашлакан юман вăрманĕ. К.Ивановăн произведенийĕсене вуласан çĕнĕ ĕмĕтсем çуралаççĕ, поэт калашле, «Малалла! Малалалла!» ыткăнас килет!

 

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика