Яльчикский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2015.01.15. Константин Иванова Патреккел ял вулавǎшěнче манмаççě

Патреккел ял вулавӑшӗнче Чӑваш Республикин президенчӗн М.Игнатьевӑн хушӑвӗпе «2015-мӗш çул - Константин Васильевич Иванов çулталӑкӗ» тесе палӑртнӑ май чӑваш поэзийӗн генийне халалласа «Хěрÿ чěреллě поэтǎмǎр» ятлӑ кӗнекесен куравӗ уçӑлчӗ. Куравпа пӗрлех вулавӑша пуçтарӑннӑ çамрӑк вулакансем «Çиçсе тӑракан талант» ятлӑ видеослайдпа та паллашма пултарчӗç. Вулавӑш ертӱçи Тамара Захарова мероприятине пуçтарӑннӑ çамрӑк вулакансене кашни видеослайд тӑрӑх сӑвӑçӑн иксӗлми таланчӗ çинчен тӗплӗн каласа ӑнлантарчӗ. Вǎл чӑваш халӑх поэчӗн, Василий Давыдов-Анатрин «Поэт пирӗн умра тӱпери çут çӑлтӑр пекех ялкӑшать. Унӑн ячӗ Тӑван çӗршыври аслӑ поэтсен ячӗсемпе пӗр ретре тӑрать», пушкӑрт халӑх поэчӗ Мустай Карим «Иванов вӑл – чӑваш чӗлхи ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнассине, чечекленсе, хӑватланса пырассине пӗлтерекен паллӑ» тесе каланǎ каларěшěсене те асǎнса хǎварчě. Видеослайдпа паллашнӑ хыççӑн вулакансем К.Ивановӑн пурнӑçӗнчи паллӑрах тапхӑрсене тепӗр хут аса илсе тухрӗç.

Сӑвӑç пултаруллӑхӗ – ӗмӗр кивелми пуянлӑх. «Чаплă поэтăмăр, Константин Васильевич Иванов хăйĕн пултарулăхĕпе те, ырă ĕçĕсемпе те пирĕн умра çуталса тăрать. Унран тĕслĕх илмелли нумай. Вăл пире хăйĕн çутă сăнарĕпе тăрăшса ĕçлеме, малалла ăнтăлса вӗренме, пултарулăха пур енлĕн аталантарса пыма йыхăрса, хавхалантарса тăрать», - терӗç вулавӑша пуçтарӑннӑ çамрӑк вулакансем. Чӑвашсен паллӑ поэчӗн,  Константин Ивановӑн пурнӑçӗпе ӗçӗ-хӗлӗ çинчен информаци технологийӗпе усӑ курса ирттернӗ мероприяти пурин кӑмӑлне те тивӗçтерчӗ. Вулавӑш ирттерекен «Силпи çǎлкуçěн таса сасси » литература акцийӗн программинче ку мероприяти пӗрремӗшӗ пулчӗ.

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика