Малотаябинский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2015.01.05 Литература çулталăкне – такǎр çул

Литература çулталăкне – такǎр çул
 

Раççей Президенчĕ Владимир Путин çитес çула Литература çулталǎкĕ тесе пĕлтерчĕ, Чǎваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев вара 2015 çулта вилĕмсĕр «Нарспи» поэма авторĕн К.В.Ивановăн çулталǎкне ирттерме указ кăларчĕ. Чǎваш юрри-сǎввин кĕрнеклĕ ǎсти К.В.Иванов çуралнǎранпа 125 çул çитет. К.В.Иванов – чǎваш халǎхĕн мǎнаçлǎхĕпе мухтавĕ, çĕнĕ çыруллǎ сǎмахлǎха пуçараканĕ, хура халǎха çутта кǎлараканĕ. Литература çулталǎкне халалласа Кĕçĕн Таяпари ял библиотекинче кĕнеке куравĕ йĕркеленĕ. Çĕне Çулта вулавǎша чи малтан Г.А.Изосимов вулакан килчĕ. Вǎл 15 çул культура керменĕнче вǎй хунǎ, халĕ тивĕçлĕ канура. Геннадий Александрович çĕнĕ кĕнекесемпе паллашрĕ, Çĕне Çулта тата кǎсǎклǎрах мероприятисем ирттерме сĕнчĕ. Виçе ача амǎшĕ Зоя Бахомова та Çĕнĕ Çулта вулавǎша васкаса çитрĕ, Литература тата К.В.Иванов çулне халалланǎ куравпа паллашрĕ. Зоя Бахомова кĕнекесем вулама юратать, хǎй те сǎвǎсем шǎрçалать. С.Агеева вулакансене çирĕп сывлăх, телей сунса кĕнекесем парнелерĕ. Çапла Культура çулталăкĕнчен Иванов çулталăкне çул уçăлчĕ.

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика