Чувашская республика
Официальный портал органов власти
ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Уважаемый пользователь.

Данный сайт обновлен и вы находитесь на устаревшей версии. Чтобы просмотреть актуальную информацию, перейдите на новую версию сайта http://www.cap.ru/. Данная версия будет закрыта в ближайшее время. 

Спасибо за понимание.

2014.06.24 Йывăр вăхăтра _ ача сачĕ

 

Çуралакан ача тĕнчене çĕнĕ пурнăç илсе килсе савăнăçпа шанчăк парнелет. Патшалăх ачасене ỹстерме пур енлĕ пулăшса пырать. Ашшĕ-амăшĕ ĕçленĕ хушăра ача-пăчана çутă та илемлĕ, пысăк та ăшă, тирпейлĕ ача сачĕ йышăнать. Ялсенче те паян чĕвĕлти ачапча хăтлă çуртсене пысăк кăмăлпах çỹрет.

Иртнĕ ĕмĕрĕн 20-мĕш çулĕсенче уессенчи пысăк ялсенче выçлăхпа аптракан нушаллă халăха пулăшас тĕллевпе ачасем валли ятарлă учрежденисем йĕркеленĕ. Чăваш Республикин историйĕн патшалăх архивĕнче упранакан документсенче Аслă Патăрьел ялĕнчи ача сачĕ 1920 çулхи çĕртме уйăхĕн 26-мĕшĕнче уçăлни паллă. 12 аршăн тăршшĕ пĕр пỹлĕмлĕ çуртра вăрăм саксемпе сĕтелсем лартнă. Кил хуçи хуçалăхра усă курмалли япаласем панă. Пĕрремĕш çул ача садне 4-7 çулхи 37 ача вырнаçтарнă. Ашшĕ-амăшĕ чун тĕпренчĕкĕсене 8 сехетрен пусласа 15 сехетчен шанчăклă алăсене шанса хăварнă. Çуллахи вăхăтра ачасем ытларах выляма уйăрнă картишĕнче вăхăт ирттернĕ, воспитательсемпе пĕрле çут çанталăк пулăмĕсене сăнанă, таврари илемпе киленнĕ. Кĕркуннепе хĕллехи вăхăтра вара тĕксĕм те тăвăр пỹлĕмре кансĕртерех пулнă, апатне те, çăкăрне те çакăнтах пĕçернĕ. Чĕрĕ вутă çунтарнипе час-часах пỹлĕме сĕрĕм тухса çамрăк ачапчан пуçне минретнĕ. 1921-1922 çулсенчи документсемпе паллашнă май çакна палăртмалла, ача сачĕн ертỹçи Марфа Хитрова ирĕклĕрех пỹлĕмлĕ пỹрт тупас шутпа нумай çĕре çитнĕ, тăрăшни вара кăлăхах, ялта пысăкрах çурт тупăнман. Ятарлă пĕчĕк сĕтел-пукан, кĕнеке-тетрадь, теттесем, пỹлĕме çутатмалли хатĕрсем сахал пулни ĕçлекенсем умне йывăрлăхсем тăратнă. Вĕсем ачасен ашшĕ-амăшĕсенчен пулăшу ыйтнă. Лешсем хирĕçлемен, анчах та çителĕклĕ укçа-тенкĕ çукран ача садне пулăшайман. Çил-тăманлă, сивĕ кунсенче сада çỹрекенсен шучĕ чакнă, сăлтавĕ паллах - ăшă тум-тир, атă-пушмак çитменни. Ачасене çăкар, çĕр улми, пăтă çитернĕ, хушăран рациона какай, çăмарта тата сахăр хушнă. Кивĕ çуртри пỹлĕме ăшăтма вутă çителĕксĕр пулни, хуçалăхра кирлĕ япаласем - савăт-сапа, çăвăнмалли хатĕрсем пулманни пысăк чăрмав кỹнĕ. Тен, çавна пулах ачасем тăтăшах чирленĕ. Вăл вăхăтра медицина пулăшăвĕ те çителĕксĕр пулнине пĕ-летпĕр.

Архив докуменчĕсем тăрăх ача сачĕ уçăлнă çул А. Ялуков, С. Миронова, М. Яковлева ертỹçĕ пулса ĕçленĕ. Малалла 19 çулхи Карзанова Серафима Георгиевна вăй хунă. Вăл Буинскри хĕрарăмсен гимназинче 3 класс вĕренсе тухса шкул çулне çитмен ачасемпе ĕçлеме вĕрентекен курса пĕтернĕ. Ача садне аталантарас ĕçре Хитрова Марфа Емельяновна, 20 çулхи чăваш хĕрĕ, Улатăр хулинче хĕр ачасене вĕрентекен гимназинче 7 класс, кайран çак хуларах педагогика институтĕнче 2 курс пĕтернĕскер тăрăшнă. Унсăр пуçне çуса-тасатса, апат пĕçерсе, çурта сыхласа тăракан София Крылова, Мария Нурусова, Анна Губанова, Ульяна Кудрявцева ĕçленĕ. Документсенче ача сачĕн ертỹçисем хăйсене тивĕçнĕ шалу укçинчен ỹкерчĕксемпе илемлетнĕ вырăс юмахĕсем, калавсемпе сăвăсен пуххи, нумай тĕспе сăрламалли ỹкерчĕксем илни паллă. 1922-мĕш çулхи отчет тăрăх ача-пăча тĕнчине 70 яхăн хĕр тата арçын ача çỹренĕ, документсенче вĕсен хушамачĕсем сыхланса юлнă. Ку ушкăнра ытларах чăваш ачисем, вырăс тата ытти халăхран тухнисем. Вĕсен хушшинче тăлăх ачасен шучĕ те чылай.

Йĕпреç уесĕнчи халăха вĕрентес пайне тăратнă докладра ĕçлекенсемпе шкул çулне çитмен ачасен хушшинчи çыхăнăва сăнласа панă. Тин çеç пĕлỹ илнĕ çамрăксем хăракан, ютшăнакан, тỹрккес ачасене кунти пурнăçпа паллаштарнă. Кашни кун çỹрекенсем ĕçлекенсем патне хăнăхса çитнĕ, вĕсем патне туртăннă, хăйсене çирĕпрех, хăюллăрах тытнă. Амăшĕн ăшшине курайман тăлăх ачасем ача садĕнче кăмăллă та çепĕç хĕрсем çумĕнче ачашланнă. Воспитательсем ачасен тавçăрулăхне шута илсе вĕсен тавракурăмне пĕчĕкренех аталантарас енĕпе нумай ĕçлени курăнать. Тĕрлĕ вăйăсем шутласа тупса шăпăрлансене савăнтарнă, ташлама-юрлама вĕрентнĕ, спектакльсем лартнă. Унсăр пуçне ачасене ĕçе хăнăхтарассине пысăк вырăна хунă, касса çыпăçтарма, ỹкерме вĕреннисĕр пуçне вĕсем пỹлĕме тирпей-илем кỹнĕ, савăт-сапа çума пулăшнă. Вĕрентсе ỹстерекенсем ачасемпе ытларах калаçма тăрăшнă, юмах-халапсемпе паллаштарнă, сăвă-такмак калама, сас паллисене уйăрма вĕрентнĕ.

Ача-пăча тĕнчине хаваслăрах, илемлĕрех тăвас шутпа кунта ĕçлекенсем тĕрлĕ уявсем ирттернĕ. Документсем хушшинче 1922-мĕш çулхи январь уйăхĕнче ача садĕнче Çĕнĕ çул уявне кĕтсе илни паллă. Ачасем çак куна питĕ тĕплĕн хатĕрленнĕ, пỹлĕме хутран каснă теттесемпе хитрелетнĕ, чăрăш çине шăрпăк арчинчен касса кăларнă пĕчĕк тĕлĕнтермĕш кĕлеткесем, йывăç турпасĕсем çакнă. Кашни ача хайĕн ĕçĕшĕн мăнаçланнă, аслăраххисене кăтартнă. Ачасене савăнăç парнелеме халăхран пуçтарнă укçапа 35 çурта, 10 кĕрепенке йĕкел, 5 кĕрепенке тырă туяннă. Кĕтнĕ уяв илемлетнĕ пỹлĕмре вырăсла пĕрремĕш "Ленивый больной" спектакль кăтартнипе пуçланнă. Унта вылякансем, паллах, ачасем. Ытларах хĕн-хурпа асап курнă ашшĕ-амăшĕ хăпартланса ачисен пултарулăхĕпе паллашнă. Айванскерсем куракансене йывăр пурнăç çинчен мантарса ялкăшакан савăнăç çăл куçĕ, çĕк-ленỹллĕ кăмăл парнеленĕ.

Ашшĕ-амăшĕ ача сачĕн пĕлтерĕшĕпе пахалăхне хакласа вĕ-рентỹ пайĕн ĕçченĕсенчен çĕнĕ ача-пăча çурчĕсем уçма ыйтнă. Тепĕр çул Аслă Арапуç ялĕнчи 100 ытла ача ятарлă çурта çỹреме пуçланă.

В. ХАРИТОНОВА

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика