Малотаябинский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2013.05.20 «Поэзи çăлтăрĕсем - 2013» - илемлĕ вулакансен фестивалĕ

Çу уйăхĕн 17-мĕшĕнче Елчĕкри тĕп библиотекăра районти шкул ачисемпе вěрентекенсем  хушшинче «Поэзи çăлтăрĕсем - 2013» илемлĕ вулакансен  фестивалĕ иртрĕ.

 «Поэзи çăлтăрĕсем » фестивале поэзие юратакан, ăнланакан, чунпа туякан пултаруллă çамрăксене, вěрентекенсене  тупса палăртас, хавхалантарас тĕллевпе йĕркеленĕ.

Хутшăнакансене çакăн пек ушкăнсемпе пайланă:

1. 1- 4 кл. вĕренекенсем;

2. 5 – 7 кл. вĕренекенсем;

3. 8 – 10 кл. вĕренекенсем;

4. вěрентекенсем.

«Поэзи çăлтăрĕсем » фестивале Кĕçĕн Таяпари вĕренекенсем,  поэзие юратакансем те хутшăнчěç. 

«Чăваш поэчěсен   çут çанталăк темипе çырнă сăввисене илемлĕ    вуласси»  номинацире Павлова Анжелика (2 класс) тата Колбасова Светлана (3 класс)  хутшăнчěç.

 «Автор хайлавĕ» номинацире 5 – 7 кл. вĕренекенсем хушшинче Бахомова Кристина тата Изосимова Татьяна хутшăнчěç. Кристина 3-мĕш вырăн йышăнчě. Çак номинацирех 8 – 10 кл. вĕренекенсем хушшинче Иванова Элина (8 кл.) 2- мĕш вырăн йышăнчě. Вěрентекенсем ушкăнĕнче Иванова А.А. 2- мĕш вырăн йышăнчě.

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика