Бахтигильдинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

ИГНАТЬЕВ ПЕТР КУПРИЯНОВИЧ

Игнатьев Петр Куприянович          ( Сенин Петти) 1909 çулхи августǎн 21-мěшěнче Патǎрьел районěнчи Шетмě ялěнче çуралнǎ. 8 çула çитсен ялти шкула çÿре пуçланǎ. Шкула çÿренě вǎхǎтрах ача хǎй нумай вулама юратнипе тěлěнтернě. Ялти шкултан вěренсе тухсан Патǎрьлěнчи икě сыпǎклǎ шкула вěренме кěнě. Ун хыççǎн Петр Куприянович учитель пулса Первомайски районěнчи Тǎрмǎшра, Мǎратра, Пашьелěнче 1934-мěш çулччен ěçленě. 1934 çулта ǎна Шупашкара обкома ěçлеме чěнсе илеççě. Анчах унта вǎл пěр çулталǎк анчах ěçлет, ǎна каялла чěнсе илеççě те Шурут ялне шкул директорне лартаççě. Шкулта вǎл директор пулса 1940 çулччен ěçлет. 1941 çулта ǎна Турхан шкулне куçараççě. Анчах нумаях ěçлеме тивмест, 1941-мěш çулта нимěç фашисчěсем пирěн çěршыва тапǎнса кěрсен, Петр Куприянович Сиява окоп чавнǎ çěре политрук пулса кайнǎ. Унтан вǎл 1942 çулта январь уйǎхěнче фронта тухса кайнǎ.  Çав çулах пěр çапǎçура ураран аманать, госпитальтен тухсан каялла хǎй вырǎннě каять. Петр Игнатьев Ржев хулине илнě çěрте çапǎçать. Çак хула патěнчех вǎл тепěр хут, снаряд ванчǎкě лекнипе , пěр харǎсах 12 çěртен аманать, тÿрех госпитале хураççě. Темиçе уйǎх асапланнǎ хыççǎн вǎл госпитальтен тухать. Анчах та Игнатьев П.К. урǎх вǎрçǎ вутне кěреймест, ǎна салтака юрǎхлǎ марри çинчен хут параççě. Вǎрçǎран аманса таврǎннǎ учителе ял çыннисем Киров ячěллě колхоза ертсе пыма суйланǎ.  Ку ěçре вǎл 1952- мěш çулччен ěçлет. 1952-1962- мěш çулсенче вǎл шкулта ачасене вěрентсе пурǎнать. Литература ěçěнче вǎл ытларах шǎпах çак çулсенче анлǎн палǎрать, нумай калав тата « шетмě тǎрǎхě» ятлǎ историллě очерк çырать. Хǎй те çырать, ачасене те çак ěçе явǎçтарать. Вǎл ертсе пынипе шкулта  « çамрǎк хунав» кружок вǎй илсе ěçлеме тытǎнать. Ачасем хǎйсем алǎ вěççěн çырса журнал кǎлараççě.

        1962 çулхи августǎн 16-мěшěнче пěр хушǎ чирлесе выртнǎ хыççǎн Петр Куприянович вилсе каять.

  Петр Куприяновича çапǎçури ěçсемшěн «Слава» орденпа тата « За победу над Германией», колхозри ěçсемшěн «За доблестный труд» медальсемпе наградǎланǎ.

   Шкулта Петр Куприянович хǎйěн хěрне Ульǎна халаласа çырнǎ поэма, поэма вěçěнче Сенин тесе алǎ пуснǎ.
  çак поэмǎри хǎш-пěр сыпǎксем:

         

Уля ( поэма)

 

  1. ИРХИНЕ

Ульяна чап-чакǎр куçлǎ;                                          Е улма çуса парать-и

Çи-пуçě те тап-таса, пичě уйǎх пек,                       Е кǎвайт йǎтса кěрет;

Шур çÿçле-                                                                Е урай шǎлса каять-и

Пěтереймěн ырласа.                                                 Пур çěре те ěлкěрет

 

Амǎшě ǎна пÿрен те,                                              Аппǎшне кěтсе тǎмарě

Нимěнрен те тиркемест;                                       Апатланчě пěчченех

Эсě хěрěм, шкула çÿрен те,                                  чупса килчě те Тамара

Ěçрен ютшǎнтǎн темест                                        Кайрěç саккǎр çитсенех

 

Аппǎшě çыврать-ха сассǎр,

Вǎл çеç амǎшпе пěрле

Ирхине, питне çусассǎн

Тутǎр çыхнǎ та хěрле

 

  1. КЛАСРА

Звонок пулчě. Чанкǎртатрě.                             Класěпех лешсем,ав, хатěр

васкатать-мěн вǎл класа.                                   Ǎмǎртсах ответлеме

Тит Иванч çитрě хыçранах                              Хǎнǎхман мěн катǎр-кěтěр

Кǎмǎллǎн кулкаласа                                         Хатěрпе шкула килме

 

Тит Иванч пек ыр учитель                              Пěринчен тепри хǎватлǎ

Урǎх çук пуль таврара                                     Ответлеççě-çке хǎйсем

Хǎй пěрмай ятуллǎ китель                              Уншǎн «пиллěк» те «тǎваттǎ»

Тǎхǎнса çÿрет вара                                           çырǎнаççě паллǎсем.

 

Сывлǎх сунчě, саламларě

Ытарми ачисене

Унтан тин ыйтма пуçларě

Киле панǎ ěçсене

 

 

 

 

Система управления контентом
429365 Чувашская Республика Батыревский район д.Бахтигильдино,ул.Школьная,д.40
Телефон: 8(83532) 6-50-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика