Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новогодняя ПАМЯТКА УГПН МЧС России по ЧР родителям учащихся (на чувашском языке)

 

Хисеплĕ ашшĕ-амăшсем!

 

Çĕнĕ çул уявĕ çывхарать. Ешĕл, илемлĕ ёлкă тавра ташлани, выляни нумайлăха ачасен ăсĕнче юлать. Анчах ачасен савăнăçне пушар тĕксĕмлетме пултарать. Çавăн пек инкек  сиксе ан тухтăр тесен пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене пăхăнмалла:

·    ăшăтакан приборсенчен, теле-радиоаппаратурăран ёлкăна айккинерех çирĕп вырнаçтарса лартăр. Меллĕ пулма тата асăрханма ёлкăна çурт-йĕртен ирĕккĕн тухса кĕме чăрмантармалла мар лартмалла;

·        ваткăран, хутран тата целлулоидран хатĕрленĕ теттесем, типнĕ чăрăш лăсси, шăрпăкран, çуртаран, бенгали çуттинчен тивсе кайма пултараççĕ. Çавăнпа хăвăрт тивсе каякан хатĕрсенчен тунă теттесемпе ёлкăна илемлетмелле мар;

·        ёлкă çывăхĕнчи бенгали çуттине çутма, фейерверкпа, шартлакпа /хлопушка/, çуртасемпе усă курма, уçă çулăмпа çутатма юрамасть;

·        ёлкăна çутатма заводра туса кăларнă электроярăмсемпе /электрогирлянда/ кăна уса курăр;

·        ачасене хăйсене теллĕн иллюминаци çутма ирĕк ан парăр, вĕсене çулăмран хÿтĕлекен хатĕрпе сăхтарман ваткăран тата марльăран тунă костюмсем ан тăхăнтартăр;

Ас тăвăр, синтетикăран   хатĕрленĕ искусственнăй ёлкăсем пушар тĕлĕшĕнчен хăрушă тата çуннă чухне çын сывлăхĕшĕн сиенлĕ наркăмăшлă япаласем кăлараççĕ.

Вут-çулăм тухнине асăрхасанах çийĕнчех пушар хуралне 01 номерпе шăнкăравласа пĕлтерĕр, çынсене эвакуацилĕр те çулăма ал айĕнчи хатĕрсемпе сÿнтерме тытăнăр.

Маларах асăннă йĕркесене пăхăнсан уяв хаваслă лайăх кăмăлпа иртĕ.

         Çĕнĕ çул ячĕпе!

 

 Патшалăхăн пушар сăнар управленийĕ
        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика