Малотаябинский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2013.03.05 Сăмах асамçи

Пуш уйĕхĕн  5-мĕшĕнче чăвашсен паллă поэчĕ, прозаикĕ, куçаруçи тата критикě Митта Васлейě çуралнǎранпа 105 çул çитет. Василий Егорович - пирěн халǎхǎмǎрǎн чысě, унǎн чапě, унǎн нихçан чакми мухтавě. Вǎл хаварнǎ литература эткерě- чǎваш ǎс-хакǎлěн иксěлми пуянлǎхě. Митта Ваçлейěн пултарулǎхěпе паллашма пуçтарǎнчěç Кěçěн Таяпа вулавǎшне унǎн ǎсталǎхĕпе кǎсǎкланакансем. Вулавǎш ертÿçи Агеева С. «Сǎмах асамçи»литература сехетĕнче Василий Егоровичǎн çǎмǎл мар пурнǎçĕпе, унǎн пултарулǎхĕпе паллаштарчĕ, информаципе культура центрĕ çумĕнчи «Çамрǎк сǎвǎçсем» пĕрлешÿри ачасем унǎн сǎввисене, «Тайǎр» поэмǎри сыпǎксене вуларĕç. Митта Васлейĕн пурнǎçри маттурлǎхĕ, чун-чĕрин хевеллĕ хĕлхемĕ, ун чĕлхин чǎн илемĕ вулакансен чĕринче яланах упранĕ, унǎн сǎввисемпе поэмисем, очеркĕсемпе калавĕсем вулакансене чун тулли савǎнǎç кÿрĕç, вǎй-хал парса тарĕç.


Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика