Чувашская республика
Официальный портал органов власти
ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Уважаемый пользователь.

Данный сайт обновлен и вы находитесь на устаревшей версии. Чтобы просмотреть актуальную информацию, перейдите на новую версию сайта http://www.cap.ru/. Данная версия будет закрыта в ближайшее время. 

Спасибо за понимание.

2012.09.20 Паттăрсенчен пĕри – чăвашран

1812 çулхи сентябрĕн 7-мĕшĕнче Бородино сали патĕнче пысăк çапăçу пулса иртнĕренпе 200 çул çитрĕ. Вырăс çарĕн чаплă полководецĕ Михаил Илларионович Кутузов генерал (Бородино хыççăн генерал-фельдмаршал) çакăнта Франци императорĕ Наполеон Российăна илсе килнĕ тăшман эшкерĕсене пÿлсе лартнă. Бородино паттăрĕсем хушшинче Улатăр çынни Петр Андреевич Кикин полковник пулни çинчен те пĕлме тÿр килчĕ. Дворянсенчен вăл.

Петр Андреевич Кикин 1775 çулта Улатăрта çуралнă. Ашшĕ А.И. Кикин, отставкăна тухнă секунд-майор, хăй ĕмĕрне Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи именисенче пурăнса ирттернĕ.

Петр Кикина вунă çулта гвардие çырнă. Мускаври университетран вĕренсе тухсан, вăл службăна Семеновски гварди полкне кайнă, прапорщик званине илнĕ.

Наполеон император Раççее хирĕç похода тухнă тĕле Кикин полковника çитнĕ. Служба вырăнĕ – 1-мĕш арми штабĕн дежурнăй генералĕ. Штаб начальникĕнче ун хурăнташĕ – А.П. Ермолов генерал. Вăрçă тапрансан канăç пулман дежурнăй генерал ĕçĕнче. Кикин армие яракан пополнение дивизисемпе полксене салатнă, тылри ополчение тата стройра тăракан офицерсемпе салтаксене шута илнĕ, санитарипе тыл службине кирлĕ пек ĕçлеттернĕ. Вăрçăн малтанхи тапхăрĕнче, вырăс çарĕ анăçри чикĕрен Мускав патнелле пĕр вĕçĕм чакнă чух, тимлĕхпе пуçарулăх хаклă пулнă. Дежурнăй генерал арми штабĕн приказĕсене корпуссемпе дивизисене вăхăтра çитермесен, пиншер çын пĕр усăсăр пĕтме пултарнă.

Смоленск хули патнелле çитиччен вырăс çарĕ Наполеонпа çапăçман, 1812 çулхи августра çак хула патĕнче икĕ кун хушши хаяр вăрçă пынă. Каллех чакмалла. Ун чухне 1-мĕш арми кăшт çеç французсен аллине лекмен. Вăрмансем витĕр Мускавăн Пысăк çулĕ çине тухма тăрсан, малти отряд французсен Ней маршал корпусĕпе тĕл пулнă. Харсăр Тучков генерал хăйĕн 3 пин салтакĕпе 19 пин француза тапăннă, Лубино ялĕпе Валутина сăрчĕ тĕлĕнче çирĕпленсе ларнă. Пĕтĕм арми вăрмантан мăн çул çине тухиччен чăтмалла! Сехетсерен хаярланса пынă çапăçу. Каçалапа французсен йышĕ 50 пинрен иртнĕ. Вырăссем енче – 22 пин салтак. Ней Валутина сăртне туртса илнĕ, Лубино ялне пырса кĕнĕ. Тăшман халь-халь çĕнтерес пек пынă чух çакăнта 1-мĕш арми штабĕн офицерĕсем пырса тухнă. Тăшман картечпа пенĕрен вырăссем вăрмана тараççĕ! П.А. Кикин асли пулнă май офицерсене, параппан çапакансене тытса чарнă. Параппан сигналĕ: “Кунта пухăнмалла!” Пур енчен те чупнă кунталла вырăс салтакĕсем. Кикин шпагине йĕнĕрен кăларнă:

“Атакăна, марш! Ман хыççăн!”

Чăрсăррăн тапăнса, французсен атакине путлантарнă. Тытăçура Кикина куçран амантнă. Сурана çыхтарсан вăл каллех стройра юлнă.

Августăн 17-мĕшĕнче çара çĕнĕ командующи М. И. Кутузов пынă. Татăклă çапăçу ирттерме Бородино хирне суйласа илнĕ вăл. Икĕ пысăк çар сентябрĕн 7-мĕшĕнче çакăнта тĕл пулнă. Хăрушла чикĕçÿ-çапăçу пуçланса кайнă. Позицисене тĕрĕслесе, 1-мĕш арми штаб начальникĕ А.П. Ермолов генерал-майор, тĕп штабăн артиллери начальникĕ А.И. Кутайсов генерал-майор (çирĕм саккăрти çын) тата П.А. Кикин полковник Раевский генералăн батареи патне пырса тухнă.

Мĕн курнă-ха унта вĕсем; Французсем батарейăна çавăрса илнĕ иккен! Генералсем инçе мар тăракан Ĕпхÿ полкĕ патне васкавлăн çитнĕ.

– Малалла!

Пĕр батальон пуçĕнче Ермолов, теприн пуçĕнче Кутайсов, Кикин унпа юнашар. Полк Бонами генерал бригадине вирлĕн пырса çапнă, тăшмана сехĕрлентернĕ, каялла хăваланă. Çур сехет те пыман çапăçу, тăшман бригади пĕтнĕ. Çапăçу пирки арми командующийĕн адъютанчĕ çапла çырса хунă:

“Ревский батареи патне Ермолов генерал хăйĕн пĕтĕм штабĕпе чупса çитрĕ. Унпа пĕрле дежурнăй генерал Кикин, артиллери командующийĕ Кутайсов граф пулчĕç. Пульăсен çумăрĕ айĕнче Ермолов пехотăна йĕркелеме пултарчĕ. Вара эпир çак хаклă позицие каллех тытса илтĕмĕр. Кăшт çеç çухататтăмăр ăна... Ермолов генерала, Кикина тата мана амантрĕç, хăюллă Кутайсов граф пуç хучĕ”.

Бородино патĕнчи çапăçăва Кутузов вырăс çарĕн чаплă çитĕнĕвĕ тесе хакланă. Французсем кунта 58 пин салтак, 1600 офицер тата 47 генерал çухатнă. Вырăссем енчен 38 пин салтак, 1500 офицер тата 29 генерал вилнĕ.

Мускава хăварса Тарутино патĕнче позици йышăнсан, Кутузов 1-мĕшпе 2-мĕш армие пĕрлештернĕ. Тĕп штабăн дежурнăй генералĕнче Кикина хăварнă. Часах ăна генерал-майор туса хунă. Тăшмана каялла хăваланă чух Петр Андреевич малти отрядра пынă, çапăçăва пĕрре мар кĕнĕ. Паттăрлăхшăн ăна 3-мĕш степеньлĕ Георги хĕресĕ панă.

Петр Андреевич 1813-1814 çулсенчи вăрçă кампанийĕнче Хĕвеланăç Европăри çĕр-шывсене çитнĕ.

Укçа-тенкĕллĕ çын пулнă май Петр Андреевич 1820 çулта Петербургра художниксене хавхалантаракан общество йĕркеленĕ, ăна ертсе пынă. К.П. Брюллов, А.Г. Венецианов, А.А. Иванов тата ытти художниксене ăсталăха вĕренме чикĕ леш енне янă.

П.А. Кикин 1834 çулта вилнĕ. Ун сăнне Англи художникĕ Д. Доу ÿкернĕ. Вăл Эрмитажра 1812 çулхи ытти паттăрсен сăнĕсемпе юнашар упранать.

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика