Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2013.02.21 Тĕнчери халăхсен тăван чĕлхе кунĕ

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/

Тĕнчере чĕлхесем шутсăр нумай, пĕтĕмĕшле илсен 6 пине яхăн тĕрлĕ чĕлхе тесе палăртаççĕ. Кашни чĕлхе наци культурине палăртакан инструмент, чун-чĕм тата матери эткерне аталантарса сыхласа хăвармалли хатĕр пулса тăрать. Кашни халăх чĕлхи хăйне майлă, кунсăр пуçне тата нацин тĕнче ăнланăвне (менталитетне), йăли-йĕркине палăртакан мелсемпе уйрăлса тăрать. Чĕлхе çыннăн ăс-тăнне йĕркелет. Чĕлхене пĕлни çыннăн тавра курăмне майлаштарма, урăх çĕр-шывăн культурине тарăн курма пулăшать. Мĕн пур чĕлхене чĕлхе тесе йышăнни, кашнинех хисеплени пĕтĕм тĕнчере тăнăçлăх тума май парать. 1999-мĕш çултанпа ЮНЕСКО организацийĕн Аслă конференцийĕ пуçарăвĕпе кашни çулах нарăсăн 21-мĕшне чĕлхе культурин нумай нацилĕхне, унăн нумай енлĕхне тата нумай чĕлхелĕхне аталантарма пирĕн тивĕç пуррине аса илтерсе тăракан Тĕнчери халăхĕсен тăван чĕлхе кунĕ тесе паллă тăваççĕ.

 

 

        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика