Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2003.06.17 Уявччен шутлă кунсем юлчĕç. "Хыпар"

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://chebs.cap.ru/

Ĕнер Правительство çурчĕн Пĕчĕк залĕнче Республика кунне хатĕрленсе ирттерес енĕпе ĕçлекен йеркелỹ комитечĕн ларăвĕ иртрĕ. Ăна ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ, йĕркелỹ комитечĕн председателĕ Н.Ю.Партасова ертсе пычĕ. Уявччен шутлă кунсем юлчĕç. Мĕн тунă–ха Республика кунне хатĕрленсе?

Чи малтанах МТВ–центр директорĕ Н.М.Герасимов асăннă центр территорийĕнче ирттерекен «Регионсен çыхăнăвĕсем чикĕсĕр» ярмарккă–курав пирки чарăнса тăчĕ. Çĕртме уйăхĕн 21–22–мĕшĕсенче йĕркелесшĕн ăна. Иртнĕ çулсенче вăл 1600 тăваткал метр йышăнакан лаптăкра вырнаçнă, кăçал 2100 тăваткал метр уйăрма палартнă. Хамăр республикăсăр пуçне тата 25 регионран хутшăнма кăмăл тунă. Ярмарккă–куравра çавăн пекех тĕрлĕ презентаци иртмелле. Промышленноç предприятийĕсенчен пуçласа кондитер фабрикисем таранах хайсен таварĕсемпе паллаштарĕç. 21–мĕшĕнчех, ярмаркка–курав уçăлнă кунах, Шăмăршă районне сăмах парĕç. Çакă ахальтен мар. Кăçал Республика кунне уявлама шăпах асаннă район тивĕçнĕ.

ЧР промышленноç министрĕ Ю.П.Волошин «Регионсен çыхăнăвĕсем чикĕсĕр» ярмаркка–курава Раççейри предприятисемпе пĕрлех Белоруссири тата Германири фирмăсем хутшăнасса пĕлтерчĕ. Культура программипе ЧР Культурăпа национальноçсен ĕçĕсен министрĕ О.Г.Денисова паллаштарчĕ. Йăлана кĕнĕ тăрăх «Атăлçи çăл куçĕсем» Фестивале Республика кунĕпе пĕр вăхăтра ирттереççĕ. Фестивалĕн вăйĕпе сумĕ куç умĕнчех ỹссе пырать. «Ахаль» «Атăлçи çăл куçĕсенчен» Раççей шайне çĕкленчĕ вал. Кăçалхи пирки вара Пĕтĕм тенче фестивалĕ теме те пулать. Шупашкара çак кун (фестиваль çĕртмен 23–мĕшĕнче каçхине 18 сехетре уçăлать) Италирен – 2, Германирен пĕр коллектив килсе çитмелле. Унсăр пуçне Раççейри 41 регионран тата Никама пăхăнман патшалăхсен пĕрлĕхĕнчи 3 республикăран коллективсем пулĕç. Хамăр республикăран 150 ушкăн хутшăнĕ. Пурĕ 250 коллектив, артистсен йышĕ 5 пине çитĕ.

Çак йыша мĕнле вырнаçтарса тухма палăртна–ха? Шупашкара илес пулсан артистсен тĕп выранĕсем Хĕрлĕ лапампа Юрă уйĕ пулса тăрĕç. Унсăр пуçне тата 15 вырăнта вĕсен концерчĕсем иртмелле. Çавăнпа пĕрлех Шăмăршă, Шупашкар, Çĕмĕрле районесенче, Канаш хулинче те «Аталçи çăл куçĕсем» «тапса» тăрĕç.

Шăмăршă районне итальянсене илсе кайма хатĕрленеççĕ. Ют çершыв çыннисемшĕн çакă уйрăмах кăсăклă пулĕ. Вĕсем Раççей «шăтăкĕнчи» халăхсен пурнăçне хăйсен куçĕпе курса хаклĕç. Пирĕншĕн вара çакă – тата пысак яваплăх. Хăнасен умĕнче намăс курас марри пирки–ха сăмахăм. Йеркелỹ комитечĕн членĕсене те питĕ канăçсарлантарать çак ыйту. Çавна май Шăмăршă район администраци пуçлăхе В.П.Фадеев районта Респулика кунне ирттерме хатĕрленсе пурнаçланă ĕçсем пирки каласа панине тимлĕ итлерĕç. Район центрĕнче çеç мар, тата темиçе ялта иртес уяв мероприятийĕсем. Таша–юрăпа çеç мар, ытти пысăк ĕçсемпе те асра юлĕ çак кун Шăмăршă халăхĕшĕен. Çĕнĕ урамра асфальт çул хута кайĕ, унта çут çанталăк газĕ çитĕ, районти тĕп библиотека тĕслĕх библиотека пулса тăрĕ.

 

         

 

Официальный сайт Правительства РФ Сайт Президента РФ Полномочный представитель Президента РФ

Национальное радио Чувашии

СМИ Чувашии

Интернет-вещание Чувашской Республики

 

Культурный провайдер Чувашии

 

 

 
       

 

www.yandex.ru
Система управления контентом
429500 Чувашская Республика, Чебоксарский район, п.Кугеси, ул. Шоссейная, д.15
Телефон: (8352) 62-27-38
Факс: (8352) 62-27-38, 6
E-Mail: chebs@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика