Хисеплӗ вулакансем!
Чăваш халăхне çутта кăларас енĕпе чаплă ĕçсем тунипе историне кĕрсе юлнă Иван Яковлевич Яковлев 2018 ҫулхи ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче ҫуралнӑранпа 170 ҫул çитет.
Ҫавна халаласа ирттернӗ викторинӑна хутшӑнма чӗнетпӗр. Викторинӑна 12 ҫултан пуҫласа 17 ҫула ҫитнӗ ачасем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Хуравӗсене Элӗкри тӗп библиотекӑна ака уйăхĕн 20-мĕшчен ҫак электронлӑ адреспа ҫитермелле – alik_bib@cbx.ru . Пӗтӗмлетÿ ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче пулать.
1. И.Я. Яковлев миҫемӗш ҫулта тата ӑҫта ҫуралса ÿснӗ?
2. И.Я. Яковлевӑн амӑшӗ мӗн ятлӑ?
3. 1856-1860 - мӗш ҫулсенче ӑҫта пӗлÿ пухнӑ?
4. Чӗмпӗр шкулне миҫемӗш ҫулта никӗсленӗ?
5. И.Я. Яковлев туса хатӗрленӗ пӗрремӗш «Букварь» хӑш ҫулта пичетленсе тухнӑ?
6. И.Я. Яковлев хатӗрленӗ чӑваш алфавичӗ миҫе саспаллинчен тӑнӑ, вӑл хатерленӗ алфавитпа миҫемӗш ҫулччен усӑ курнӑ?
7. Чӗмпӗрти Чӑваш шкулӗнче мӗнле предметсене Иван Яковлевич хӑй вӗрентнӗ?
8. Чӗмпӗрти Чӑваш шкулӗнче вӗреннӗ чӑвашсен паллӑ ҫыравҫисенчен камсене пӗлетӗр?
9. И.Я. Яковлев пурнӑҫӗпе ӗҫӗ - хӗлӗ ҫинчен калакан мӗнле хайлавсене астӑватӑр?
10. « Кӑнна Кушки… ӑна туран куратӑн
Ҫырмаллӑ ял; ял вӗҫӗнче ҫаран
Тахҫан кунта иккен тӑлӑх- туратӑн,
Кӗтÿ кӗтсе, вӑл ÿснӗ ачаран».
Ҫак йӗркесен автӑрне палӑртӑр.
11. И.Я. Яковлев Элӗк шкулне аталантарас енӗпе мӗнле ӗҫсем тунӑ?
12. Миҫемӗш ҫулта Элӗкри вӑтам шкула И.Я. Яковлев ятне панӑ?
13. И.Я. Яковлев миҫемӗш ҫулта вилнӗ тата анна+ ӑҫта пытарнӑ?
14. И.Я. Яковлев « Чӑваш халӑхне панӑ халалӗ» паянхи кун та пӗлтерешлӗ пулнине уҫса кӑтартӑр.