АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Леонид Илларионович Антонов

Леонид Илларионович Антонов 1939 çулхи авăн уйăхĕн 6-мĕшĕнче Красноармейски (Малти Трак) ялĕнче кун çути курнă. Хресчен çемйинче çуралнăскер, мĕн ачаранах çĕре, тăван тавралăха юратма хăнăхнă, çав туртăм унăн чĕринче яланлăхах кĕрсе вырнаçнă. Çартан таврăнсан ял хуçалăх институтĕнче аслă пĕлÿллĕ агроном дипломне илнĕренпех вăл çĕр ĕçĕпе юп курать.

Сăвă çырас туртăм унăн шкулта вĕреннĕ чухнех çуралнă. Унтанпа республикăра тухса тăракан хаçатсемпе журналсенче те пичетленеççĕ. 1982 çулта “Ялав” журналта пичетленнĕ “Кун-çул уттипе” сăвăсен ярăмне çулталăкра кун çути курнă сăвăсен чи лайăх ярăмĕ тесе хакланă. Сăвăçа çавăншăн лауреат ятне панă. Вăл — Раççей Федерацийĕн Писательсен Союзĕн членĕ.

Л. И. Антонов — районти Нестер Янкас ячĕллĕ преми лауреачĕ те. 1988 çулта поэтăн “Тулли пучах” ятпа сăвăсен кĕнеки пичетленсе тухрĕ.

Юлашки çулсенче сăвăçăн “Чун туртăмĕ — йăмраллă Трак”, “Çăлкуç сипечĕ” сăвăсен пуххисем район хаçачĕн хушма кăларăмĕсенче кун çути курчĕç.

  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика