Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2014.07.23 Чăваш журналистикин тулли кун-çулĕ

Массăллă информаци хатĕрĕсем, вĕсен историйĕ тата профессири çитĕнĕвĕсем çинчен Чăваш Республикин Журналистсен союзĕн 90 çулхи юбилейĕ тĕлне хатĕрленĕ "Чăваш журналистикипе пичечĕн энциклопедийĕ" каласа кăтартать.

Содержанийĕпе тата калăпăшĕпе сумлă кăларăма халăх патне çитерес тĕлĕшпе мĕнле ĕçлени çинчен проект авторĕ тата ертỹçи ЧР Журналистсен союзĕн председателĕ Валерий Комиссаров каласа парать:

- Хăйĕн автономийĕн 100 çулхи тата тĕп хулин 500 çулхи юбилейĕсене паллă тума хатĕрленекен Чăваш Енĕн историне журналистсен материалĕсем урлă пăхма витĕмлĕрех. Республика пурнăçĕн чи хурлăхлă та савăнăçлă саманчĕсем, Андриян Николаевăн, Святослав Федоровăн, Надежда Павлован пурнăç çул çыравĕ, Шупашкар ГЭСне, промышленноç тракторĕсен заводне, "Химпрома" вĕсен аталанăвĕ - çав материалсенче çаксем тата нумай япалапа пулăм веçех пур. Çапла, регион журналистики регион пурнăçне çутатакан хăйне евĕрлĕ тĕкĕр вырăнĕнче.

Чăваш журналистикипе пичечĕн энциклопедийĕ - пирĕн республикăри журналистсен организацийĕн пĕрлехи ĕçĕ. Çак шайри справка-библиографи кăларăмне хатĕрлеме эпир 4 çул каялла шухăшлама пуçланăччĕ - кĕнекене пултарулăх союзне йĕркеленĕренпе 90 çул çитнĕ тĕле кăларасси çинчен ЧР Журналистсен союзĕн XVII съездĕнче йышăннăччĕ.

Чăваш журналистикин историне, вăл хальхи вăхăтра еплерех аталанса пынине сахал мар тишкернĕ. Çапах та çителĕксĕр. Çавна май чăваш журналистикин историйĕ çинчен кĕнекесем кăларма пуçларăмăр. Ку енĕпе ăнăçлă утăмсем тума май килчĕ: "Журналисты Чувашии" кĕнеке кăларнă (вăл Раççей Журналистсен премине илме тивĕçлĕ пулчĕ), чăвашсен тĕп хаçачĕн 100 çулхи юбилейне халалланă "Чăвашсен пĕрремĕш хаçачĕ "Хыпар" 1906-2006" (авторĕсем А.П.Леонтьевпа И.М.Матросов) кĕнеке кун çути курчĕ. "Чăваш Ен" патшалăх телерадиокомпанийĕн юбилейĕ тĕлне те кĕнеке пичетленсе тухрĕ. Тăваттăмĕш проект, 2007 çулта пичетленсе тухнă "Районные и городские газеты Чувашии" 2 пин экземпляр тиражпа кун çути курнăскер, питĕ хăвăрт саланчĕ.

Сăмах май, 2007 çулта Чăваш кĕнеке издательствинче Раççей Журналистсен союзĕ саккас панипе "Раççей Журналистикин энциклопедийĕ" икĕ томпа пичетленнĕ. Ăна журналистсен Мускавра иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери конгресне халалларĕç. Халĕ Чăваш Ен журналистикин йĕркеленĕвĕпе аталанăвĕн историйĕ çинчен çакнашкал энциклопеди пирĕн республикăра та пур.

Кĕнекене 2400 яхăн статья, 1400 ытла сăн ỹкерчĕк тата ытти иллюстраци кĕртнĕ. СССР тата Раççей Журналистсен союзĕсен членĕсен, чăваш кăларăмĕсен пĕрремĕш редакторĕсен, фронт корреспонденчĕсен, пичет ветеранĕсен, Чăваш Енри массăллă информаци хатĕрĕсен редакцийĕсен ертỹçисемпе сотрудникĕсен, журналистсемпе полиграфистсен биографийĕсене илсе кăтартнă. Кĕнекере çавăн пекех массăллă информаци хатĕрĕсемпе, полиграфи отраслĕпе çыхăннă пайăр пулăмсем, объектсем çинчен каласа панă.

Энциклопедире Раççейĕн ытти регионĕнче тухса тăракан чăваш кăларăмĕсем пысăк вырăн йышăннă. Республика тулашĕнче пурăнсан та чăваш халăхĕ хăйĕн чĕлхипе культурине сыхласа хăварма тăрăшать, тăван чĕлхепе вулама ăнтăлать. Энциклопедие хатĕрлекенсемпе "Канаш" (Чĕмпĕр), "Сувар" (Хусан), "Тăван" (Тюмень), "Урал сасси" (Пелепей, Пушкăртстан) хаçатсем кăмăлтанах çыхăну тытса ĕçлерĕç. Энциклопеди ентешлĕхĕсене, общество организацийĕсене кăсăклантаратех тесе шухăшлатăп. Раççейĕн нумай субъектĕнче чăвашсен наци культура пĕрлешĕвĕсем ĕçлеççĕ, вĕсен хушшинче Мускаври, Санкт-Петербургри, Самар, Тюмень облаçĕсенчи, Тутарстанпа Пушкăртстанри общество пĕрлешĕвĕсем пысăк вырăн йышăнаççĕ. Пирĕн ĕçе вĕсем тивĕçлипе хакласса шанатăп.

Словарь статйисене хаçат-журнал, телеканалсен, радиостанцисен редакцийĕсем, информаципе реклама агентствисем, полиграфи предприятийĕсем, пичет ветеранĕсем, журналистсем тăратнă документсемпе фактсене, материалсене тĕпе хурса хатĕрленĕ. Çавăн пекех ЧР Журналистсен союзĕн съезчĕсен материалĕсемпе, регион энциклопедийĕсемпе, справочниксемпе, журналистсен пуххисемпе, аса илĕвĕсемпе, архив материалĕсемпе тата ыттипе те усă куртăмăр.

Кĕнекене хатĕрленĕ май Чăваш Республикин Журналистсен союзĕн проекчĕсен тĕп редакторĕсем - ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ В.И.Зырянов, республикăри журналистсен Çемен Элкер ячĕллĕ премийĕн лауреачĕ Н.А.Осипова сахал мар ĕçлерĕç. Журналистика ветеранĕсем, наука ĕçченĕсем, массăллă информаци хатĕрĕсен ертỹçисем, журналистсем тата ыттисем те пысăк пулăшу кỹчĕç.

Энциклопедие хатĕрленисем Чăваш Республикин, Раççейĕн ытти регионĕн массăллă информаци хатĕрĕсен, полиграфи предприятийĕсен, ЧР ертỹлĕхне, ЧР Журналистсен союзĕн хастарĕсене, пичет ветеранĕсене, ЧПУ преподавателĕсемпе студенчĕсене, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн, ЧР Патшалăх архивĕн, Культура министерствин, Информаци политикин министерствин ĕçченĕсене кĕнекене хатĕрлеме пулăшнăшăн тав тăваççĕ.

Кĕнекене 3 пин экземплярпа кăларнă. Энциклопеди журналистсене, полиграфистсене, кĕнеке кăларакансене, культура ĕçченĕсене, ăсчахсене, политиксене, аслă шкулсен преподавателĕсене, студентсене тата тăван ен историйĕпе, унăн культурипе кăсăкланакансене пурне те интереслентерессе шанатăп.

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика