Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2014.03.07 Хатĕрленỹ ĕçĕсем малалла пыраççĕ

Шупашкар хули 550 çул тултарнине, Чăваш автономине туса хунăранпа 100 çул çитнине уявлама хатĕрленес ĕçсем малалла пыраççĕ.

ЧР Экономика министерстви укçа-тенкĕпе çыхăннă ыйтусене татса парас тĕллевпе Мускавра ĕçлĕ тĕл пулусем ирттерет, çав хушăрах Шупашкарта тĕп хулана хăтлăх кỹрес ыйтусене пăхса тухаççĕ.

Çулсем

Пĕлтĕр Шупашкарта çулсене реконструкцилессипе чылай ĕç тунă, раштав уйăхĕнче МТВ-центр патĕнче çĕр айĕпе каçса çỹремелли вырăн тума пуçланă. Мускав кĕперне реконструкцилес тĕллевпе проектпа смета докуменчĕсене хатĕрлеççĕ.

Çав хушăрах çул-йĕр çинчи хăрушсăрлăх çине тимлĕх уйăрассине те вăйлатнă. 846 çул палли лартнă, 18 светофор çĕнетнĕ, çул урлă каçмалли вырăнсене каçхи çутăпа тивĕçтернĕ. Çапла туни аварисем пулассине чакарма пулăшать.

Кил картишĕсем, ача лапамĕсем

Çуртсенче тата кил картишĕсенче капиталлă юсав ĕçĕсем ирттерме пĕлтĕр 87,8 млн тенкĕ янă, 528,1 пин тăваткал метр кил картишĕнче юсав ĕçĕсем ирттернĕ, 268 ача лапамĕсенче йĕрке тунă.

Çĕнĕ йĕркесем

Малашне Шупашкар хулине хăтлăлатма çĕнĕ йĕркесем йышăннă. Унта автостоянкăри чарăнусем, йытăсене уçăлтарса çỹремелли вырăнсем çинчен тĕплĕн çырса кăтартнă. Çуллахи тата хĕллехи вăхăтра урамсене мĕнле тасатмаллине, уявсенче мĕнле илемлетмеллине те пăхса тухнă.

Предприятисемпе офиссен, учрежденисемпе лавккасен территорийĕсене кам тата ăçта çити тасатмаллине те палăртса хăварнă. Йĕркене пăхăнманнисене тата пăсакансене штрафсем кĕтеççĕ.

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика