Батыревский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2013.04.16 Чуна хускатакан, чĕрене ыраттаракан диктант

Патăрьел районĕнчи Сăкăт шкулĕн 8 класĕнче вĕренекенсем тăван чĕлхе урокĕнче диктант çырчĕç.

Диктант тексчĕ Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Хуракасси шкулĕнчи пушарта çунас вилнĕ ачасемпе вĕрентекенсем çинчен пулчĕ.

Хăрушсăрлăх техникине пăхăнман пирки 106 ачапа 4 вĕрентекенĕн пурнăçĕ пĕр шелсĕр татăлнă. "Ку кун ачасем ял варринчи йывăç шкула пуçтарăннă. Шкулта концерт хатĕрленĕ. Пиччĕшĕсемпе аппăшĕсем концерта шкула çӳремен йăмăкĕсемпе шăллĕсене те илсе пынă. Çав вăхăтра юнашарти физика пӳлĕмĕнче хăрушла шартлатса çурăлнă сасă илтĕнсе кайнă хыççăнах ачасемпе, вĕрентекенсемпе тулнă зала тавраллах çулăм çавăрса илет. Шалтисем кам чӳрече патне, хăшĕ алăк патне талпăннă, анчах хăшĕ ăçта — нихăшĕ те нимĕн те ăнланман..."

 Çак хăрушă ĕç пулса иртнĕренпе çур ĕмĕр ытла пулин те, паянхи  пек чĕрене витерет.  Пушар çын пурнăçĕшĕн мĕн тери хăрушă иккенне ачасем лайăх пĕлеççĕ. Вут-кăварпа питĕ асăрхануллă пулмаллине, вăл çынсен тимсĕрлĕхне каçарманнине пурин те асра тытмалла.

Система управления контентом
429350, с.Батырево, пр.Ленина, д.5
Телефон: 8(83532) 61-3-15
Факс: 8(83532) 61-2-15
E-Mail: batyr@cap.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика