Елчĕкри библиотека система ĕҫченĕсем «Ман кĕтесĕм – Елчĕк ен» комплексла программăпа килĕшӳллĕн сурхури уявне ирттерчĕҫ. Мĕн-ха вăл СУРХУРИ? Никам пĕлмен, ăнланман сăмах пуххи? Ҫук! Пачах урăхла - ку вăл халăх пуянлăхĕ, историйĕ, халăх чун хавалĕ. Эпир манма пуҫланă пуянлăх, илем. Тĕрлĕрен кĕнекесенче вуланă тăрăх СУРХУРИ уявне тĕрлĕ ҫĕрте е раштавра, е кивĕлле ҫĕнĕ ҫулта , е крещенире уявлаҫҫĕ. Ҫак уява палăртма пĕр-пĕр ҫурта пуҫтарăнаҫҫĕ, юмăҫ пăхаҫҫĕ, юрăсем юрлаҫҫĕ, алă ĕҫ тăваҫҫĕ. Сурхури ĕлĕк «сурăх ыррине» асăнса, выльăх-чĕрлĕхе тĕрĕс-тĕкел пăхса усранăшăн тесе тав туса ирттернĕ уяв пулнă. Сурхурине тата кун вăрăмланнине палăртса уявланă. Уяв умĕн ачасемпе яш-кĕрĕм килтен киле ҫӳресе такмаксем каланă:
Сурхури! Сурхури!
Сурăхсем путек туччĕр-и!
Арăмсем ача туччĕр-и!
Хĕрсем хĕсĕр пулччăр-и!
Кĕрпе пур-и? Ҫу пур-и?
Тăвар пур-и?
Пире хăшне паратăр?
Тарават килхуҫи ачасене хирĕҫ тухса кĕтсе илсе, уяв ирттерме хăмла-салат….панă. Кăмăлĕ тулнă ачасем хуҫана тав туса, ырă сăмах каласа хăварнă:
Виҫĕ картара виҫĕ тĕслĕ
Выльăх-чĕрлĕх тытмалла пултăр;
Ĕнĕр хыҫҫăн тына-пăру чуптăр;
Кĕсрĕр хыҫҫăн тиха-хăм чуптăр;
Чун ҫумне чун хутшăнса пытăр…
Ҫапла каласа сурхури ачисем ҫаврăна-ҫаврăна килхуҫисем ҫине, сурăх-путексем, выльăх-чĕрлĕх ҫине пăрҫа сапса хăварнă. Халăхран пуҫтарнă ҫимĕҫсенчен пăрҫа шӳтерсе ăшаланă, йăвачă пĕҫернĕ, сăра тунă, хĕвелҫаврăнăш ăшаланă, кукăль хупнă. Ҫак ҫимĕҫсене сĕтел ҫине тирпейлесе хурсан, каҫ пуласпа каччăсем купăсĕсене янраттарса, хĕрсем тутăрĕсене вĕлкĕштерсе хĕр сăрине пухăннă. 93 ҫулхи Мария Грачева вулаканпа Людмила Зайцева вулавăш ĕҫченĕ пухăннисене пил парса, ваттисене асăнса йăва, пăрҫа ҫисе ҫамрăксене уяв пуҫласа пачĕҫ.. Ваттисен пехилĕ хыҫҫăн чăн хĕр сăри тапранчĕ:
Йĕтĕн акрăм пахчана
Евит пултăр патшана;
Пуҫларăм хĕр сăри те
Евит пултăр ваттисене, -
тесе шăрантарчĕҫ районти библиотека ĕҫченĕсемпе вулакансем. Иван Шурбин кĕввипе ташласа-юрласа ывăннă яш-кĕрĕм юмăҫ ячĕ, урамра вăйăсем вылярĕ. Хапха урлă ҫăпата ывăтасси, пăтавкка тăхăнса хапхаран тухасси, сурăх ури тытасси, решетке хӳмине алăсене сарса тытасси, чăх витине кĕрсе автан е чăхă тытасси, юр ҫине мĕлке ҫапăнасси, ман упăшка (арăм) мĕн ятлă? вăйăсем вулакансемшĕн те питĕ кăсаклă пулчĕ.
Чăваш халăхĕ, поэт калашле, ҫĕр пин юрă авторĕ. Ҫĕр пин юрă-ҫĕр пин ахах пĕрчи. Ăна сыхласа упраса, ялкăшса ҫунтарса хамăр пурнăҫа илемлетме тăрăшасси- библиотека ĕҫченĕсен тăван халăх умĕнчи тивĕҫĕ иккенне кăтартса пачĕҫ те ĕнтĕ Курнавăш, Аслă Пăла Тимеш, Тăрăм, Кĕҫĕн Таяпа, Лащ-Таяпа ял тăрăхĕн, Ҫирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕнчи Хăвăл Ҫырма ял библиотекин ĕҫченĕсем.