Яльчикский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2015.05.27. «Чӗлхемҫӗм, эс чӗрӗлӗх ҫӑлкуҫӗ»

Чӑваш чӗлхи – тӑван чӗлхе, Эс – чун пахи, эс – чун уҫҫи. Чӑваш чӗлхи – тӑван чӗлхе, Пин чӗлхерен чи ҫепӗҫҫи!

Ака уйӑхӗн 25 –мӗшӗ чӑвашсемшӗн пысӑк уяв. Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнӑ кунне халаласа ирттерекен уява кашни вулавӑшрах, кашни шкултах анлӑ паллӑ тӑваҫҫӗ. Патреккел ял вулавӑшнче ӗҫлекен Тамара Захарова та ҫак кун хӑйӗн вулаканӗсемпе тӗрлӗ ӗҫ туса ирттерчӗ. 1-3-мӗш класра вӗренекенсене И.Я.Яковлев калавӗсемпе паллаштарчӗ, ун хыҫҫӑн Халал сӑмахӗсене вуласа тишкерчӗҫ, Аслӑ Вӗрентекенӗмӗрӗн кун-ҫулӗ ҫинчен презентацисем курса тӗплӗнрех каласа пачӗҫ. «Тӑван чӗлхе асамлӑхӗ» ятлӑ кӗнекесен вернисажӗпе те хаваспах паллашрӗҫ ачасем. Кӑҫалхи ҫул литература тата К. В. Иванов ҫулӗ пулнине шута илсе «Нарспи» поэма авторӗн кун-ҫулӗпе паллашрӗҫ, «Нарспи» сӑвва илемлӗ вуласа тыткӑнларӗҫ, вернисаж-курава тӑратнӑ ачасен ÿкерчӗкӗсемпе паллашрӗҫ. Аслӑрах класра вӗренекенсем вара тӑван чӗлхе, К.Иванов пултарулӑхне ҫутатса паракан рефератсем ҫырма вӗренчӗҫ. Юлашкинчен пурте пӗрле вулавӑшра туса хатӗрленӗ «Эп сана калам-ха, вулаканӑм  пӗр сӑмах» ятлӑ презентацин страницисем тӑрӑх хамӑр тӑрӑхри ҫыравҫӑсен Г.Л.Енейкинапа В.А.Кириллован ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашма пултарчӗҫ. Çак мероприяти ачасене чǎваш чӗлхи чǎнахах та пуян иккенне тепӗр хут туйма май пачӗ, вěсен чӗрисенче çак туйǎма çирӗплетрӗ.

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика