Большешемердянский территориальный отдел Ядринского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Юрий МИХАЙЛОВ "Хак ыйтăвне сÿтсе явмаллах"

Тавар сутса тăвакан тупăш ял хуçалăхне аталану çулĕпе сулмаклăн утма май памасть. «Эпир çуллен пин гектар майлă пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем акса çитĕнтеретпĕр, - каласа парать Çĕрпÿ районĕнчи «Броневик» общество директорĕ, экономика наукисен кандидачĕ Юрий Гаврилов. - Элеваторсем кашни килограмм тырра 5-6 тенкĕпе йышăнсан тупăш самаях илĕттĕмĕр. Çурла-юпа уйăхĕсенче вăтамран 2,5-3,5 тенкĕпе çеç йышăнаççĕ - пысăк услам тăваймастпăр. Юрать-ха, Çĕнĕ çул хыççăн хакланчĕ. Шел, унччен нумайăшĕн сутма тиврĕ. Хуçалăхсен налук тÿлемелле, пенси фондне кĕмĕл куçармалла, электричествăшăн, газшăн, çунтармалли-сĕрмелли япаласемшĕн, саппас пайсемшĕн тÿлемелле, ĕç укçи памалла...»

Хресченшĕн тырă - тупăш илмелли тĕп çăл куçсенчен пĕри. Федерацин Ял хуçалăх министерстви кашни çул интервенци фондне килограмне 4,3-5,6 тенкĕпе пухасси çинчен йышăну кăларать. Тыр-пул йышăнакан «Чăваштырăпродукт» АО тата республикăн Апат-çимĕç фончĕ чăваш аграрийĕсемшĕн - интервенци фончĕ вырăнĕнче. Вĕсем кăçал хаксене ял çыннине тивĕçтермелле тăвасса шанас килет. Хресченĕн машина-техника паркĕ кивĕ. Лайăх услам илсе трактор, сеялка е ыттине туянччăр.

Кашни килограма 4,5-4,8 тенкĕпе сутсан кăна хуçалăх ăна çитĕнтернĕ чухне пулакан мĕн пур тăкака саплаштараять. Тирпейлекен предприятисем вырма вăхăтĕнче тата çулталăк вĕçĕнче нумай хуçалăхран çакăнтан йÿнĕрех йышăнаççĕ - тăкак кăтартаççĕ. Аграрисене ку хакпа аталану çулĕ çине тăма йывăр. Техника никĕсне тĕреклетеймеççĕ. Тăкака саплаштаракансем те пысăк тупăшпа мухтанаймаççĕ: машина çителĕклĕ илеймеççĕ, хуçалăх умĕнчи ытти ыйтăва татса параймаççĕ.

Патăрьел районĕнчи «Малалла» эртел ертÿçи Михаил Петров темиçе канашлу-пухура Правительствăран техникăна, çунтармалли-сĕрмелли япаласене, электричествăна, газа йÿнетме ыйтрĕ. Çăмăллăхлă йĕркепе Чул хула облаçĕнчен ÇСЯ /çунтармалли-сĕрмелли япаласем/ турттаратпăр-ха. Аван. Анчах вĕсем çав-çавах ял ĕçченĕсен тупăшĕн курăмлă пайне нумай «çăтаççĕ». Кун пек пулмалла мар. Пысăк пайĕ хуçалăхăн пурлăх никĕсне тĕреклетме каймалла.

Ялта электричествăпа газ тăкакне саплаштарма та кĕмĕл чылай пĕтереççĕ. «Хака хуçалăхсене пĕлтермесĕрех ÿстереççĕ, - терĕ Канаш районĕнчи «Восход» общество директорĕ Вячеслав Петров. - Нимĕн те тăваймастпăр, кашни уйăхра тенĕ пекех пысăклатнă хакпа счет тăратаççĕ. Парăмран тухса пĕтейместпĕр».

Акара, вырмара саппас пайсене те хаклатаççĕ. Вĕсене сутакан фирмăсем хĕрÿ тапхăрпа усă курса кĕсьене нухратпа тултараççĕ. Хресчен ирĕксĕрех туянать: трактор-комбайна ĕçсĕр лартаймастăн.

Техника туса кăларакан тата хресчене пулăшу кÿрекен предприятисем кашни уйăхра тенĕ пекех тавар хакне хăпартаççĕ. Вăл халĕ ял çыннишĕн туянма май çук япала пек туйăнать. Тыр-пул пухса кĕртмелли чи йÿнĕ комбайншăн 2,5 миллион тенкĕ кăларса хумалла.

Чăн та, юлашки çулсенче машина-техника паркне çĕнетес тĕлĕшпе ырă улшăну пур. Вăл сахăр кăшманĕ пухмалли комбайнпа ытларах пуянланнă. Пĕлтĕр 120 ытла трактор, 60 ытла комбайн илсе килнĕ. Лизинг мелĕпе, кредитпа темиçе çул усă куратпăр - сисĕмлĕ ÿсĕм тăваймастпăр. Апла пулсан çак меслет çеç çителĕксĕр. Ял çыннине продукцирен тупăш ытларах илме май туса парсан лизинг, кредит кĕтмĕччĕ.

Компанисем ял хуçалăх техникине хăйсене тивĕçтерекен хакпа сĕнеççĕ. 1992 çулччен ăна аграрисен тăкакне тĕпе хурса палăртнă. Патшалăх хака йĕркелеме çирĕм çул хутшăнмасть. Машина туса кăларакансем хăйсен таварне хресчен продукцийĕпе танлаштарсан хăвăртрах тата нумайрах хаклатрĕç. Вĕсен хушшинчи уйрăмлăх шутсăр пысăкланчĕ. Çавна пула та аграрисем йывăрлăха лекрĕç: промышленноç таварĕ сахал туянчĕç, производство калăпăшĕ чакрĕ, тавар сахалрах туса илчĕç. Сухаламан çĕр пысăкланнине хуçалăхсем çĕнĕ техникăллă пулайманнипе, хресчен парăмран татăлайманнипе, патшалăх пулăшăвĕ çителĕксĕррипе ăнлантармалла.

Чăваш хресченĕ машинăпа тивĕçтерекен заводсемпе тупăшаймĕ. Тирпейлекен предприятисене витĕм кÿрсе тупăш ытларах илсен те тем пекехчĕ. Ку ĕмĕрте вĕсем сутлăх хака хăпартрĕç пулин те хресчене сĕтрен, ашран, тырăран, пахча çимĕçрен услам нумайрах илме памарĕç, çавна пула вăл машина-техника паркне çĕнетеймерĕ.

Сутлăх хак çав-çавах ÿсмест. Сăмахран, пĕлтĕрхипе танлаштарсан сĕтĕн чакса пырать. Етĕрне районĕнчи «Ленинская искра» колхоза нумай çул ертсе пынă Аркадий Айдак «Хыпарта» тирпейлекен предприятисем йÿнĕпе йышăннине хытă сивлерĕ. Унăн шухăшне ял ĕçченĕсем ырласа йышăнчĕç, сĕт-çу завочĕсен директорĕсем Аркадий Павлович сĕнĕвне шута илессе шанаççĕ. Çав вăхăтрах республикăри Агропромышленноç союзĕпе Сĕт союзĕн ертÿçи Николай Малов, хак политикине ял çыннисем майлă йĕркелеме пултаракансенчен пĕри, редакцие хăй мĕн шухăшланине пĕлтерме васкамасть.

Продукци хакĕ хресченшĕн - тĕп ыйту. Ăна ял çыннин шухăшне тĕпе хурса татса парсан выльăх шучĕ ÿсĕ, хресчен тупăш ытларах илĕ. Пирĕн сутлăх хак Раççейĕн вăтам кăтартăвĕнчен нумай пĕчĕкрех. Ытти регионти аграрисем сĕте, аша, тырра хаклăрах сутса услам нумайрах тăваççĕ. Пирĕн мĕншĕн сахалрах илмелле?

Сĕт-çу завочĕсем монополипе усă курса хресчене сахалрах тÿленĕрен тупăш ытларах кураççĕ. Ăна хăйсен производствине сарма хываççĕ. Калăпăр, Етĕрнери çĕнĕ корпус тутарать. Ку унăн апат-çимĕçне туянакансемшĕн лайăх. Анчах уншăн сĕт сутакансем савăнмаççĕ. Пĕтĕмлетсе каласан, хаксене хресчен кăмăлне шута илсе çĕнĕрен пăхса тухма вăхăт çитнĕ. Ыйтăва татса пама республикăн Ял хуçалăх министерстви, Патшалăх Канашĕн тивĕçлĕ комитечĕ, Агропромышленноç тата Сĕт союзĕсем хастар хутшăнасса шанас килет.

 Юрий МИХАЙЛОВ

Чувашская республиканская газета «Хыпар» («Весть»)  от24.05.2012

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика