Большешемердянский территориальный отдел Ядринского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Валентин ГРИГОРЬЕВ "ЛАШАНА ХĔРЛĔ КĔНЕКЕНЕ КĔРТМЕ ИРТЕРЕХ-ХА "/ Хыпар, 05.06.2012

Чăвашстат юлашки виçĕ çулта ут йышĕ мĕн чухлĕ пулнине пĕлтернипе кăсăкланса паллашрăм. Савăнмалли çук: выльăх шучĕ çулсерен чакать. Çавна май вăталăх хĕрĕм пĕрремĕш класра вĕреннĕ чухне ыйтни аса килчĕ: «Атте, кала-ха, мĕн вăл качака?» Вĕрентекен сухаллă чĕр чуна ÿкерсе килме хушнă, анчах ун çинчен каласа ăнлантарман. Яла кайсах тăнă-ха Марине, качакана вара курман. Пурăна киле ачасем лаша пирки те çакнашкал ыйту памĕç-ши? Акă мĕн шухăша ячĕ мана.

Халăх ăна ĕлĕкренпех усрать. Тĕп ĕç вăйĕ те вăл, вĕсемпе утлă çар та йĕркеленĕ, циркра та унсăр май килмен. Пĕрлешÿллĕ хуçалăхсем йĕркеличчен урхамахсене çынсем килте тытнă. Тĕп ĕç вырăнĕ турта хушшинче пулнă. Лашасăр хресчен чухăн шутланнă. Пуянсене тăтăш пуç çапнăран ялта ăна хисеплесе кайман. Çавăнпа ытти выльăх пулмасан та вăй çитерсе лаша туянма тăрăшнă. Вăрмантан вутă-шанкă, уйран тата улăх-çаранран утă-улăм турттарнă - хĕле хатĕрленнĕ. Ваттисем ахальтен мар пулĕ: «Ут кÿлнĕ чух ĕне савăнса тăрать. Çав вăхăтрах лаша: «Йывăр ĕç ман çумран ĕмĕрне те хăпас çук», - тесе кулянать», - теççĕ.

Колхоз-совхоз тапхăрĕнче услам тăвасран-пуясран хăранă-ши - лаша тытма ирĕк паман. Кÿлмелли хатĕрсем те юлман - пĕрлешÿллĕ хуçалăх пуçтарса илнĕ. Хамăрăн мар вĕт тесе тирпейлĕ тытманран сÿсмен-пăяв, ытти те çулсерен çĕтĕлсе пынă, юрăхсăра тухнă. Халĕ вĕсене тупса илме те йывăр. Пуррисем те питĕ хаклă. Çакă та янаварсен йышне хушăнтарма ура хурать пулĕ.

Техника çитмен чухне колхоза аталантарма пысăк пулăшу панă вăл. Çав вăхăтра ăна хĕрхенмен, япăх çитернĕ. Чылай пайне конюхсем килне сĕтĕрнĕ. Питĕ ырхан хĕл каçатчĕç лашасем. Кÿлме те шикленеттĕмĕр. Турта хушшинчех чунĕ тухсан тÿлесе татайăн-и? Хĕлĕпех витере усранăран, çăва тухсан та улăх-çаранра тăлласа çÿретнĕрен тыткăнри салтаксем евĕрех туйăнатчĕç.

Вăрçă вăхăтĕнче те тылри чи йывăр ĕçсене вĕсем пурнăçланă. Тĕреклисене çынсем уй хапхине пухăнсах фронта ăсатнă. «Каяс çулăрсем такăр пулччăр», - тенĕ алă сулса. Тепри çывăх тăванне те, тен, ун пекех чыслăн ăсатмасть пулĕ.

Юлашки çулсенче хушма хуçалăхра лаша усрама ирĕк пани ял çыннин ĕçне чылай çăмăллатрĕ. Пурте техника туянаймасть, пулсан та унпа усă курма пĕлмест. Уйрăмах - çулланнисем.

Уйрăм çынсем ял хуçалăх предприятийĕсенчен 2-3 хут ытларах тытаççĕ. 2012 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне республикăра 4757 лаша шутланнă, анчах ку хисеп сахалланса пырать. 2011 çулхинчен - 8,4%, 2009 çулпа танлаштарсан 20 процента яхăн чакнă.

Чăваш Енри ял хуçалăх организацийĕсенче 2009 çулта 2508 лаша пулнă, кăçал - 1861. Куславкка тăрăхĕнче - 6, Çĕрпÿ енче - 4.

Фермерсем çаврăнăçуллăрах, укçа-тенкĕ енчен пуянрах - техника туянма вăй çитереççĕ. Çавăнпа ĕç выльăхĕ пирки ытлах шухăшламаççĕ. Республикăри 2600 фермер /хресчен/ хуçалăхĕ 2012 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне мĕн пурĕ те 261 лаша усрать. Çав вăхăтрах Улатăр, Красноармейски, Хĕрлĕ Чутай, Пăрачкав, Çĕрпÿ, Шупашкар районĕсенчи вак хуçалăхсен пĕр ут та çук.

- Пирĕн колхозăн та сахал вăл. Малашне кирлех те пулмĕ, - терĕ Етĕрне районĕнчи «Ленинская искра» хуçалăха нумай çул ертсе пынă Аркадий Айдак. - Анчах куçран çухатас марччĕ. Юлан утçăсен спортне аталантарни вырăнлă. Тупăш паракан отрасль пулмалла.

Аркадий Павлович иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенчех хуçалăхра юлан утçăсен спорт шкулне аталантарнине аса илчĕ. Спорт валли ятарласа таса ăратлă 35 лаша туяннă. Çамрăксем темиçе кунлăха походсене çÿренĕ, ипподромри ăмăртусене хутшăннă.

- Тĕлĕнеттĕм, - тет Аркадий Павлович. - Ăстасем йĕнертен хăрах ура çинче çакăнса тăрса лаша сиккипе пынă çĕртех курăк татса илетчĕç. Чăн-чăн джигитсем!

Шупашкар районĕнчи «Заимка» сиплев комплексĕ çумĕнче «Отрадный» клуб ĕçлет. Çамрăксем кавалеристсем евĕрех туяççĕ хăйсене, темĕн тĕрлĕ хăнăхтару туса тĕлĕнтереççĕ.

- Техника ĕмĕрĕнче çĕр улмине текех суха пуçпа лартас марччĕ, - теççĕ Канаш районĕнчи Уçырма çыннисем. Кунта - килĕрен пĕчĕк трактор е мотоблок. Районти чи пысăк ялсенчен пĕринче мĕн пурĕ те виçĕ çын ут усрать.

- Эпĕ те, Анатолий Васильев та хĕлле Канашри паркра ачасене катаччи чуптаратпăр. Шăнкăрав çакса, хитре тутăрсем çыхса. Кăштах укçа та тăватпăр, - тет Уçырмара пурăнакан Валерий Иванов.

Вырăну сан ăçта, урхамах? Турта хушшинче-и, ут спорчĕн шкулĕсенче-и, тен, канупа илĕртÿллĕ вăйăсен паркĕнче? Кирек ăçта пулсан та сана куçран çухатас марччĕ. Килес ăрусенчен: «Атте, каласам, мĕн вăл лаша?» - тесе каланине илтмелле ан пултăрччĕ. Ăна Хĕрлĕ кĕнекене кĕртме иртерех-ха.

Валентин ГРИГОРЬЕВ

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика