Большешемердянский территориальный отдел Ядринского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Николай Егоров: «Тĕп паллăсенчен тата тĕпреххи халăхăмăр пулмалла»

Тĕп уявсене - Республика кунне тата Акатуя - ирттерсе ятăмăр. Уяв уявах ĕнтĕ, халăха савăнăç кÿрет, кулленхи пурнăçри йывăрлăхсене вăхăтлăха та пулин манма пулăшать. Ку çеç те мар, чăвашлăхпа çыхăннă праçниксем халăхăмăрăн пуян культурине, йăли-йĕркине сыхласа хăварма витĕм кÿреççĕ. Кама мĕнле те, анчах Акатуй лапамне пухăннă чăвашсене курсан манăн чун хăпартланса кайрĕ, ыттисемпе пĕрле чăваш халăхĕн гимнне - «Алран кайми» юрра - юрламасăр та чăтаймарăм. Сцена çинче ташласа юрлакансене куç илмесĕр пăхас килчĕ. Кăçал Акатуйра ытти чухнехипе танлаштарсан халăх чылайрахчĕ. Вăйă карти те анлăрах та илемлĕрех туйăнчĕ.

Çапах çакна палăртса хăварар: кирек епле уявăн пахалăхĕ те режиссертан, мероприятие вăл еплерех йĕркеленинчен килет. «Шупашкар: 500 çул» канупа культура паркĕнче иртнĕ Акатуя ятарлă сценари тăрăх хатĕрлеменни сисĕнчĕ. Тепĕр çул çак ыйтăва татса парас шанăç пур.

Уявра тĕрлĕ çынпа паллашма, сăмахлама тÿр килчĕ. Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн чĕлхе пайĕн пуçлăхĕпе Николай Егоров ăсчахпа та темĕнччен калаçрăмăр. Май пур чухне нумайăшне кăсăклантаракан ыйтусен хуравне тупма ыйтрăм унран, шухăш-кăмăлне пĕлес терĕм. Николай Иванович хăйне евĕрлĕхпе уйрăлса тăрать. Хальхинче те вăл чăваш халăхĕн çи-пуçне тăхăннăччĕ. «Хăшĕ-пĕрисем пек шупăрпа мар иккен эсир?» - терĕм эпĕ сывлăх суннă май.

- Хальхинче хыс тăхăнтăм. Ĕлĕк вăл хура, симĕс, кăвак тĕслĕ пулнă /хăй хурипеччĕ. - Авт./. Кĕркуннепе хĕлле тăхăннă ăна, çулла вара шурă шупăрпа çÿренĕ.

- Паянхи уявран мĕн кĕтетĕр?

- Мĕн сыхланса юлнине курасчĕ. Акатуй урăхларах пулмалла та вĕт...

- Епле?

- Урхамахсемсĕр мĕнле пултăр Акатуй? Юлан утçăсен ăмăртăвне ирттермелле. Чăвашсен ачапча вăййи нумай, ĕлĕк уяв вĕсемсĕр иртмен. Тахçан авал, паянхи чăвашсен несĕлĕсем çеçен хир тăрăх куçса çÿренĕ чухне, Акатуй хăйне евĕрлĕ суйлав шутланнă. Ĕлĕкхи казахсене тĕслĕх вырăнне илсе кăтартам: çуркунне юр ирĕлсен, тюльпансем çурăлсан вĕсем курăк ÿссе пынăçемĕн çурçĕрелле куçнă. Хура кĕркуннепе каялла таврăннă. Выльăх кĕтĕвĕсемпе пур халăхĕ те мар, вăй питти арçынсем çеç кайнă. Çакă йăх пуянлăхĕ шутланнă-çке, ăна тăшмансенчен сыхламалла пулнă. Кĕтÿсене кам ертсе каяссине вара Акатуй татса панă. Уявра чупса, ухăран персе, кĕрешсе çĕнтерекенсене йăх пуçĕ туса хунă.

Сăмах май, 20 çул каялла Аркадий Айдак хăйĕн тăван тăрăхĕнче - Етĕрне районĕнчи Тури Ачак ялĕнче - Акатуй ирттернĕччĕ. Уява хатĕрленсе вăл маларах Бурят республикине ухă тума вĕренме ятарласа çын янăччĕ. Ăна пули-пулми япаларан хатĕрлеймĕн. 2-3 тĕрлĕ йывăç, çыпăçтарма пулă çилĕмĕ кирлĕ. Чăваш халăх музыка инструменчĕсем ăсталама та мастерской уçнăччĕ. Мĕншĕн калатăп-ха çакăн пирки? Чăн-чăн Акатуй ирттерес тесен нумай ĕçлемелле, çулталăк çеç те мар.

- Малашне Акатуя çÿллĕ шайра йĕркелеме шантараççĕ...

- Ĕçпе çирĕплетмесен сăмахпа çеç калаçнин усси çук. Чи малтанах наци культурине аталантарас тĕлĕшпе патшалăх шайĕнче ятарлă план тумалла. Эпир - 1 миллион та 460 пин çынлă халăх - çакăн чухлĕ çеç пуçтарăнтăмăр, сахал ку. Пĕтетпĕр вĕт капла, пирĕнтен нимĕн те юлмасть. Чăваш ялĕсене упраса хăварасчĕ, унта та паян лару-тăру япăхланчĕ. Вăл пĕтсен халăхăмăр та çĕр çинчен çухалас хăрушлăх пур. Çак кунсенче акă телекуравпа 400 пин çынлă якут халăхĕ хăйсен тĕп уявĕнче 36 вăйă картине /16 пинĕн/ тăнине кăтартрĕç.

- Сирĕн шухăшăрпа - ялти культура шайне ÿстерес, халăха пулăшас тесен мĕн тумалла?

- Агро тата этнографи туризмне аталантармалла. Ăна пĕлсе йĕркелени республикăна та тупăш кÿрĕ. Минтимер Шаймиев, хăй вăхăтĕнче Тутарстан Президенчĕ пулнăскер, тăрăшнипе Пăлхар хулине чĕртсе тăратрĕç, унта мечĕтсем, мулласем хатĕрлемелли институт тата ыттине çĕклерĕç. Эпир те, тăрăшсан, мĕн те пулин тăватпăрах ĕнтĕ.

- Çапах çак ĕçе мĕнрен пуçламалла-ха?

- Малтанласа юнашар вырнаçнă икĕ ял халăхĕпе ĕлĕкхи мĕнле те пулин уява ирттермелле. Пĕр ялта çеç кирлĕ чухлĕ çын пуçтарма йывăр. Хĕрарăмсем икĕ аркăллă кĕписемпе саппунĕсене, тĕрĕллĕ тутăрĕсене арчисенчен кăларччăр. Туй чухне капăр тăхăнмалла. Таврари ватăсенчен ĕлĕкхи уявсем пирки ыйтса пĕлмелле, хăйсем мĕн ас тунине каласа паччăр.

Унтан сценари çырмалла. Кирлĕ специалистсене Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институтĕнче хатĕрлеççĕ. Тепĕр тесен унта халăх пултарулăх, декораципе хушма искусство енĕпе ĕçлеме, этнокультура центрĕсене ертсе пыма, халăх музыка инструменчĕсемпе калама вĕрентеççĕ. Студентсене курс ĕçĕ çырма хушмалла: яла кайса, калăпăр, улах ларнине çутатса килччĕр. Тепĕр çул тепĕр уяв хатĕрлеме пулать. Чÿлмек лаççи, йывăçпа ĕçлекен мастерской лартаççĕ-и, сăра юхтараççĕ-и, çăкăр пĕçереççĕ-и, хăйсен ирĕкĕ. Çăлсене тасатсан, кĕперсене илемлетсен тавралăх картина çинчи пек пулать. Ытлашши укçа-тенкĕ тăккаламасăр та ĕçлеме май пур. Атăл тăрăх пăрахутпа килекен туристсене çав яла илсе каймалла, мĕн пуррине кăтартса çÿремелле. Хăнасем сăра ĕçсе пăхчĕр, апатланччăр, сăн ÿкерĕнччĕр /тÿлевлĕ/, открыткăсем, сувенирсем туянччăр. Ял халăхне укçа кансĕрлет-им?

- Николай Иванович, Акатуйпа Республика кунĕ патне таврăнар-ха.

- Манăн шухăшăмпа - ку вырăн меллĕ мар, лаптăкĕ пĕчĕк. Уява хула айккинче, улăхлă-çырмаллă çĕрте ирттерсен аван. Паллах, чи малтан сценарине хатĕрлемелле, режиссер та кирлĕ. Патшалăх пулăшсан аван та вĕт.

Республика кунне чăвашлатасчĕ. Хулари баннерсем çине те, тĕп сцена çине те «С Днăм Республики!» тесе çырнă. Хăш республикăн уявĕ ку? Хамăрăн тăк - мĕншĕн çакна палăртма вăтанатпăр? Тепĕр япала: Республикăмăрăн кунĕ тетпĕр пулсан тĕп символсене ытларах вырнаçтармалла. Хамăрăн Ялавăн тĕсĕсемпе усă курса капăрлатнă япаласем çеç пулни çителĕксĕр. Чăваш Гербĕпе Ялавне туса хунăранпа 20 çул çитрĕ. Ас тăватăр ĕнтĕ, çавна май Чăваш патшалăх ÿнер музейĕнче курав йĕркеленĕччĕ. «Гербпа Ялав çинчи тĕрри питĕ хитре, ăна галстук çине тĕрлеме пулать, тутăр хÿри çине лартсан парне пама лайăх», - тенĕччĕ ун чухне пĕри. Шухăша пурнăçа кĕртсен хамăрăн символсенчен тавар туни пулать-çке ку? Çакна та палăртам: хамăрăн Ялава темшĕн Республика тÿремне çеç вырнаçтарнă. Курăнмасть вĕт. Тĕп хуламăра пырса кĕнĕ çĕрте те вĕлкĕшмелле унăн, кашниех куртăр ăна.

Юлашкинчен акă мĕн калам: енчен те эпир Чăваш Республики тетпĕр пулсан - унти тĕп символсен тĕп символĕ халăхăмăр пулмалла. Хисеплемелле ăна, упраса хăварма тăрăшмалла, чăваш халăхĕсĕр республика пулас çук. 

 

Чувашская республиканская газета «Хыпар» («Весть») от 30.06.2012

 

 

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика