Большешемердянский территориальный отдел Ядринского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Юлия МАРЕЕВА «Валак» таса шывпа тулчĕ /Хыпар 21.07.2012

image #2557Етĕрне тăрăхĕ аваллăхпа пуян. Çакна Лапракассинче уçăлнă «Валак» этнографи паркĕ те çирĕплетрĕ. Унăн ячĕ ял историйĕпе çыхăннă. 9 ĕмĕр каялла ку тăрăхра вăрман кашланă, йĕри-тавра шурлăхлă тарăн çырмасем пулнă.

Çак вырăна Мелешпе Милентей тĕне кĕмен чăвашсем куçса килнĕ. Вĕсем тарăн çырмара кил-çурт çавăрнă. Унта çăл куç тапса тăнă имĕш. Каярах валак тунă. Пурăна киле ыттисем те çăл куç çывăхне куçса килнĕ. Ытла та пылчăклă пулнăран Лапракасси тенĕ. Яла пĕр енчен кăна кĕме май пулнă, ытти енчен шурлăхпа хура вăрман хупланă.

Унтанпа самаях вăхăт иртнĕ. Халĕ Лапракасси ялĕн сăн-сăпачĕ палăрмаллах ырă енне улшăннă: çынсем çут çанталăк газĕпе усă кураççĕ, ял хушшипе - асфальт çул.

20-30 çул каялла çеç-ха Валак çырми ял çыннисемшĕн çÿп-çап тăкмалли вырăн пулнă. Ял хастарĕсем район Пухăвĕн депутачĕн «Агроремтехсервис» ТЯО директорĕн Петр Васильевич Петровăн пуçарăвне ырланă. Вăл çăл куçа тирпейлесе валака çĕнетме сĕннĕ. Ялти ватă-вĕтĕ те çак ĕçрен аякра юлман. Чăвашсен ырă йăлипе нимелле тăрăшнă. Несĕлсем пĕрремĕш утăмсем тунă вырăн çĕнĕрен вăй илнĕ. Валак тăрăх каллех сиплĕ шыв шăнкăртатма тытăннă. Каçсерен Лапракассинчи Нарсписемпе Сентнерсем валак патне васкаççĕ.

«Валак» этнографи паркне уçнă самант Лапракассисемшĕн кăна мар, Етĕрне районĕшĕн чăн-чăн уяв пулчĕ. Ăна чи аслă апос­толсен Петр­па Павел кунĕнче уçни те ăнсăртран мар. Кунта сăваплă çăл куçра шыва кĕмелли вырăн тата часавай хута кайрĕ. Турă Амăш ячĕллĕ çăл куçа Етĕрне районĕнчи чиркÿсен пачăшкисем сăвапларĕç.

Сергий атте ял халăхне пархатарлă ĕçшĕн тав турĕ. «Ленинская искра» колхоза нумай çул ертсе пынă Аркадий Айдак этнографи паркĕнче авалхи чăвашсен паллисене упраса хăварма пултарнине палăртрĕ. Культура çурчĕн директорĕ, «Виръял» ансамбль ертÿçи, парк йĕркелес ĕçе ертсе пыраканĕ­­сенчен пĕри Лев Иванов ял-йыша тав тунă май кунта малашне те ĕç чарăнмасса пĕлтерчĕ.

Çак ĕç-пуç 2005 çултах пуç­ланнă. Культура ĕçченĕсем Нина Долгова ертсе пынипе «Çăл куç - пурнăç пуçламăшĕ» проект хатĕрленĕ.

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика