Большешемердянский территориальный отдел Ядринского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Юрий МИХАЙЛОВ "Тавралăха ешĕллентернĕ, çырма çулне пÿлнĕ"

Етĕрне районĕнчи «Ленинская искра» колхоз хăйĕн тĕп пуянлăхне - çĕре - шыв эрозийĕнчен сыхлас тĕлĕшпе паха опыт пухнă.

Унпа Раççей Федерацийĕн культурăн тава тивĕçлĕ тата ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Аркадий Айдак паллаштарать.

- 1964 çулта мана хуçалăха ертсе пыма суйларĕç, - терĕ Аркадий Павлович. - Пур çĕрте те уй-хире шырлан çурса кĕнĕ, вырăн-вырăнпа çынсен пахчи патнех çитнĕ. Эрози сухалакан çĕрĕн 80 процентне сиен кÿретчĕ. 1968 çулта Мăн Шемертен ялĕ патĕнче колхозпа райцентра çыхăнтаракан çула татма темиçе метр çеç юлчĕ. Шырланĕ тарăн мар, анчах ăна мĕнле чармаллине пĕлместпĕр. Телее, эпĕ колхоз активĕн «Полеводство» кĕнекинче çырмара шалча çапнине кăтартакан ÿкерчĕксем пичетленине аса илтĕм. Унăн сад çитĕнтерме вĕрентекен пайне эпĕ шкул çулĕсенчех вулама юратнă. Киле хăвăрт çитсе /вăл урăх колхозра/ 1942 çулта Шупашкарта кун çути панă çав хулăн кĕнекене тупрăм. Унта çурса пыракан çырмана мĕнле чармалли çинчен тĕплĕн çырса кăтартнă. Вара А.Артемьев ертсе пынă çул-йĕр бригади шалча çапса, çатан пек картласа шырлан тăршшĕпех пĕвеленчĕк турĕ. Вăйлă çумăр вĕсене татса каясран питĕ хăрасаччĕ. Çук, йĕркеллех пулчĕ. Пĕвеленчĕксем юшкăнпа хăвăрт тулма пуçларĕç. 1969 çулхи çуркунне шалча тăррисем çеç курăнатчĕç. Çулла çак ĕçе тепĕр хут турăмăр. Пĕчĕк шырлана çийĕнчех чарнăран пысăк инкек кÿреймерĕ, лупашка пулса юлчĕ. Ун тăрăх халĕ те шыв юхать. Çеремленнĕскер тимĕр-бетонран тунă шыв сиккинчен те шанчăклă.

- Кун пирки тĕплĕнрех чарăнса тăрар-ха.

- Çурса пыракан вырăна урлă йывăç шалча çапса тухатпăр: икĕ рет, юнашар. Хушшине çатрака, хăмла тата люцерна, çĕр улми аври тултарса таптатпăр. Шалчасене пĕр-пĕрин еннелле пралукпа туртăнтарса çыхатпăр. Юшкăн витĕр юхса тухаймасть, пĕвеленчĕк тĕпне ларать. Уйри пĕвеленчĕксене симĕслентерме юшкăн тăпри çине ÿхлĕм /костер/, кушак хÿри /тимофеевка/ вăрри сапсан лайăх. Çапла тусан шыв çĕмĕреймест.

Çырма тĕпĕнчи пĕвеленчĕксене ларнă юшкăна хăвапа çирĕплетрĕмĕр. Унăн хуллине Сăр юхан шывĕ хĕрринчен кăрлач-нарăс уйăхĕсенче касса тракторпа турттартăмăр, силос шăтăкĕсене хутăмăр, юрпа, улăмпа, тислĕкпе витсе упрарăмăр. Çур аки хыççăн хунавсене тăршшĕпех пĕвеленчĕксенчи юшкăна пусарса чикрĕмĕр, папкисене курăнмалла тăваттăмăр. Вара хăва çу каçипе 1,2-1,5 метр таран питĕ çăра çитĕнет, çырмана яланлăхах çирĕплетет.

Çырма-çатрана йăмра та нумай лартнă. Ял çыннисем унăн турачĕсене пуш уйăхĕнче хатĕрлесе нÿхрепсене хуратчĕç е юрпа витетчĕç.

- Пĕвеленчĕксем туса, йывăç лартса эрози çулне пÿлме çăмăл мар. Ĕçре камсем тăрăшнă-ха?

- Пĕтĕм ял-йыш. 300-е майлă гектар вăрмантан 45-шне тÿлевсĕр лартнă. Кашни 100-шер йывăç çитĕнтернĕ. Çуллен ĕçе 8-20-шер колхозникран тăракан 5 звенона явăçтарнă. Уйрăмах В.Максимов, А.Кркалевский, Т.Прокопьев, М.Артемьев ушкăнĕсем нумай вăй хунă. 1980 çул тĕлне çурса пыракан пĕтĕм çырма тĕпне шалчасемпе çирĕплетсе тухрăмăр. Чылай çĕрте иккĕмĕш тата виççĕмĕш хут пĕвелеме тиврĕ.

Пĕве нумай турăмăр. Пĕрремĕшне мана хуçалăха ертсе пыма суйличчен колхоз председателĕ пулнă Ф.Муравьев пĕвелеттернĕ. Кайран çак ĕçе манăн çум В.Беляков ертсе пычĕ. Пĕвесем тăпрана тытса хăварас, выльăха шывпа тивĕçтерес, пулă ĕрчетес, хăмлана, çĕр улмипе пахча çимĕçе шăварас, çĕр айĕнчи шыв шайне хăпартас, сывлăша нÿрĕрех тăвас, шыва кĕмелли вырăн йĕркелес тĕлĕшпе питĕ кирлĕ.

- Хăвасене тата ăçта çитĕнтернĕ?

- Çыранран çĕр шуса ан антăр тесе кÿлĕ хĕррине - хăва, йăмра, тирек, сăрт сĕвекĕнче хурăн, çăка, юман, пилеш, ытти йывăç лартнă.

Хăшĕ-пĕри Чăваш Ен сăн-сăпатне çырма-çатра тĕксĕмлетет тенине пĕрре çеç мар илтнĕ. Çак шухăш тĕрĕс мар. Пĕвесем пĕвелесен, кÿлĕсем тусан, вăрман лартса çитĕнтерсен кашни ял таврашĕ хăйне евĕр хитреленет, микроклимат лайăхланать. Çак ĕçе республикипех тусан Чăваш Ен Атăлçин эрешлĕ кĕтесĕ пулса тăраять.

- Юхан шыв çырана самаях ишĕлтерет. Сăтăртан мĕнле упранмалла?

- Ку ыйтăва пирĕн патра тахçанах татса панă. Маларах палăртнă шалчасемпех, хăвасемпех. Малтан хум çапнипе çыран ишĕлекен вырăна шалчасем çапса тухмалла. Сарлакăшĕ-урлăшĕ 60 см. Çак тăваткалсене хăмла, люцерна аври е çатрака тултарнă. Пралукпа шалчасене çыхса, вĕсене тепĕр хут çапса антарса пусарнă. Вара çуркунне пуçтарăннă юшкăна куçĕсем курăнмалла хăва таптаса лартнă, çырана тухакан хăва тăррине тăпрапа витнĕ. Ку вăл пирĕн ноу-хау, нимĕнле литературăра та вуласа пĕлменскер.

- Чăваш хресченĕн инкекĕсенчен пĕри - сухалакан çĕрĕн пулăхлă сийне шыв юхтарни. Эрозие хирĕç мĕнле кĕрешмелле?

- Эпир уйран тăпра юхнине чарассишĕн ĕç нумай турăмăр. Виççĕшне çеç асăнатăп. Пĕрремĕшĕ. Акакан çĕрĕн 45 процентне нумай çул ÿсекен курăк йышăнчĕ. Вăл шутра 1300 гектар майлă - çырма-çатра хĕрринче.

Иккĕмĕшĕ. Республикăна ертсе пынă И.Прокопьев пулăшнипе 1985 çулта колхоза икĕ эрнелĕхе экскаватор арендăна илтĕмĕр. 125 гектар çинче 5 рет канав чавтартăмăр. Сарлакăшĕ - 0,6, тарăнăшĕ 1,6 метр. Унта хăмла, çĕр улми аври, кивĕ улăм чышса тултартăмăр. Канав айккине пĕр е икĕ рет йывăç лартрăмăр.

- Пĕр канавĕ тепринчен мĕн сарлакăшĕнче пулмалла?

- Ку тайлăм чалăшĕнчен нумай килет. Пирĕн ретсем пĕр-пĕринчен 220-290 метрта пулчĕç. Канавсене пула шыв çырмана юхма пăрахрĕ, вăл çĕр айне сăрхăнчĕ. Каярахпа çак ĕçе тепĕр 600 гектар çинче пурнăçларăмăр: çĕрĕн пулăхлă сийне уйра тытса хăвартăмăр.

Юлашкинчен ку енĕпе колхозăн тĕп агрономĕнче нумай ĕçленĕ Н.Атласовăн пуçарăвне асăнам. Вăл республикăра чи малтан питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç турĕ - кĕрхи тырра пĕр çулхи клевер хыççăн акма пуçларĕ.

Çак ĕçсем ял хуçалăх культурисен тухăçне ÿстерме пулăшрĕç. Çăл куçсем йышланчĕç, вăйланчĕç. Пĕтĕмлетсе каласан тавралăх лайăхланнине хамăр куçпа куртăмăр. Ирсенче тавралăха тĕтре хупăрлать, сывлăм вăйлă ÿкет. Нÿрĕ сывлăш мĕн пур культурăшăн, уйрăмах хăмлашăн, лайăх.

Чи малтан йывăç лартас ĕçе 1966 çулта Яракасси ялĕ çывăхĕнче, Неметке варĕнче, пуçланă. Хунавсене В.Яковлева бригадир куç пек сыхларĕ. Малтанхи çулсенче 2-4 гектар çинче лартнă. Каярахпа çулталăкра 5-6 гектара çитертĕмĕр. 1973 çулта - 27, 1974 çулта - 20. Юлашки çулсенче 4-мĕш участок пуçлăхĕ В.Антонов йывăç нумай ларттарчĕ.

- Шел, сирĕн паха опытпа питех усă курмаççĕ.

- Хальхи вăхăтра хуçалăхсен умĕнче йывăрлăх питĕ нумай. Çавăнпа ертÿçĕсем эрозипе кĕрешме, йывăç-тĕм лартма алă çитереймеççĕ пулĕ. Пирĕн вăхăтра пурнăç урăхларахчĕ-ши?..

- Çут çанталăк улшăннăçемĕн чĕр чун тĕнчи пуянланчĕ-и?

- Вĕсен хисепĕ ÿсрĕ тата тĕсĕ хушăнчĕ. Ку вĕçен кайăкăн, шыв-шурăн, уй-хирĕн, вăрманăн мĕн пур чĕрĕлĕхне пырса тивет. Тĕрлĕ çĕртен хир сысни, Европа пăланĕ, сăвăр, хăнтăр илсе килсе ĕрчетрĕмĕр. Паллах, вĕсем пирĕн колхоз сумне пысăклатрĕç. Иртнĕ вăхăтрипе танлаштарсан тăван ен питĕ улшăнчĕ - ешĕлленчĕ, илемленчĕ. Çакăншăн чун савăнать. Хăй вăхăтĕнче эпир, пирĕн районти «Выльский» совхоз, «Заветы Ильича» колхоз тата ытти чылай хуçалăх тунă ĕçе кашни ял тăрăхĕнчех пурнăçлама пулать. Ку енĕпе ырă улшăнусем тăвасса шанас килет.

 Юрий МИХАЙЛОВ калаçнă.

Илья КЛОЧКОВ сăн ÿкерчĕкĕ

Чувашская республиканская газета «Хыпар» («Весть») от19.04.2012

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика