Большешемердянский территориальный отдел Ядринского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Валентин ГРИГОРЬЕВ, Юрий МИХАЙЛОВ "Чăваш тĕнчин чапĕпе мухтавĕ Аркадий Айдак пирĕнтен уйрăлчĕ… "

Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Чăваш Республикин Хисеплĕ гражданинĕ, Раççей Ял хуçалăх министерствин «Агропромышленноç комплексĕн аталанăвне тÿпе хывнăшăн» ылтăн медальĕн кавалерĕ Аркадий Павлович Айдак ĕнер сарăмсăр вилсе кайнă. Республика аграрийĕшĕн пысăк çухату. Чăваш Ен халăх унăн тăванĕсемпе пĕрле чун-чĕререн кулянать. Аркадий Павловичпа пĕрле вăй хунă, çывăх пĕлнĕ тус-юлташĕ ыратăва пĕрле пайлать.

 

Чăваш Республикин аграри ветеранĕсен пĕрлĕхĕн çумпредседателĕ Петр Ивантаев:

- Çывăх тус-юлташăм Аркадий Павлович пурнăçран ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайнишĕн чунăм ĕсĕклет. Пирĕн республикăшăн çеç мар, тăван çĕр-шывшăн питĕ пĕлтерĕшлĕ çынччĕ. Вăл çине тăнипех Чăваш Енре Хресчен союзĕ йĕркеленнĕччĕ. Ăна тепĕр хутчен чĕртсе-çĕнетсе ура çине тăратасшăнччĕ. Чăваш ялне упрассишĕн чунне пама хатĕрччĕ.

Çуркунне аграри ветеранĕсен пĕрлĕхне йĕркелерĕмĕр. Пархатарлă çак ĕçе Аркадий Павлович хастаррăн кÿлĕнчĕ. Паянхи кун ял хуçалăхĕнче питĕ кирлĕ çынччĕ те çав, питех те шел, чĕри вăхăтсăр тапма чарăнчĕ.

Леонид СОФРОНОВ, Етĕрне районне ертсе пынăскер:

- Ял хуçалăхĕнче пысăк çитĕнÿ туса çĕр-шывĕпех чапа тухнă Аркадий Айдак пурнăçран уйрăлнă текен хыпара ниепле те чун-чĕре йышăнаймасть. Çĕртме уйăхĕн 7-мĕшĕнче кăна вăл 75 çул тултарчĕ. Юбилейне Тури Ачакра пĕтĕм ял-йышпа пухăнса паллă турăмăр, ăна ыррине çеç сунтăмăр. «Ленинская искра» колхоз председателĕ Аркадий Айдак республикăра, ССР Союзĕнче ăмăртса малти вырăнсене йышăннăскер, ял хуçалăх культурисене çитĕнтерес, выльăх ĕрчетес, çĕр эрозийĕпе кĕрешес енĕпе пысăк опыт пухнăччĕ. Ăна Мускаври влаç коридорĕсенче те лайăх пĕлнĕ. Вăл 1964-2007 çулсенче «Ленинская искрăра» туса хăварнă ĕç пысăк та курăмлă. Республикăра йĕркелекен ăмăртусенче çуллен малти вырăнсене йышăнатчĕ. Колхоз производствине сулмаклăн ĕçлеттерме кирлĕ объектсене пурне те тутарчĕ: машина-техника паркĕсем, складсем, кĕлетсем, тăрăллă йĕтемсем, тырă, хăмла типĕтмелли комплекссем, выльăх фермисем... Пĕр фермăра кăна 1000 пуç ытла ĕне усранине ас тăватăп. Каярахпа унта çуллен 900 пуç ĕне выльăх самăртрĕç. Çакнашкал ферма темиçе ялта хута янă. Сăра вĕретекен цех уçрĕç. Ăна республикăра кăна мар, ун тулашĕнче те сутнă. Аркадий Павловичăн ырă тĕслĕхĕпе хальхи вăхăтра усă курсан тем пекехчĕ. Кашни ĕнерен çулталăкра вăтамран 6800-7000 килограмм сĕт сунă.

Тури Ачак ял тăрăхĕнчи 14 ялта социаллă вун-вун объект - культура çурчĕсем, ача сачĕсем, сыватмăшсем, лавккасем, аптекăсем - ĕçе кĕртрĕ. Пур яла та асфальт çулпа çыхăнтарчĕ, кашнине çут çанталăк газĕ çитерчĕ. Вăл туса хăварнă ырă ĕç манăçа тухмĕ.

Евгений Яранский, Етĕрне район администрацийĕн пуçлăхĕ пулнăскер:

- Аркадий Павлович Айдакăн пурнăçĕ сасартăк татăлчĕ. Усал хыпар чĕрене ыраттарать. Ăна ниепле те ĕненес килмест. Мана 1987 çулта Етĕрне районĕнчи «Герой» колхоза ертсе пыма суйласан Аркадий Павлович çĕр ĕçĕнче тата эрозипе кĕрешес енĕпе паха опыт пухнине пĕлтĕм. Каярахпа унпа «Геройра», «Пучахра», «Заветы Ильичара», «Выльскире», ытти хуçалăхра усă курчĕç. Паха опыт республикипех сарăлчĕ - пĕве пĕвелесе, тайлăм вырăна йывăç-тĕм лартса çĕр эрозийĕпе ăнăçлă кĕрешме вĕрентĕмĕр. Вăрман тăрăхĕсем тыр-пул тухăçне ÿстерме пулăшрĕç. Унăн шухăш-тĕллевĕ тÿрре тухрĕ.

Вадим НИКОЛАЕВ, «Чăваш бройлерĕ» АО генеральнăй директорĕ:

- Республика агропромышленноçĕн историйĕнче пысăк йĕр хăварнă Аркадий Айдак пирĕнтен уйрăлса кайнине ниепле те чун-чĕре йышăнмасть. Паян ял хуçалăхĕнчи йывăрлăхсене çĕнтерессишĕн вăй хуракансене усăллă сĕнÿсем паратчĕ, чăрмавсене çĕнтерме пулăшатчĕ. Çуркунне тирпейлекен предприятисем ял хуçалăх организацийĕсенчен, фермерсенчен, килти хушма хуçалăхсенчен йышăнакан сĕте йÿнĕлле илнине сивлесе хăйĕн шухăшне «Хыпар» хаçатра, республика шайĕнче иртнĕ пухура пĕлтерчĕ. Заводсен ертÿçисене сĕтшĕн хаклăрах тÿлемелле тесе чĕнсе каласа хăюлăх кăтартрĕ. Çакăншăн ăна çĕр-çĕр çын тав турĕ. Нумай çынна, çав шутра мана та, хăй вăхăтĕнче ырă сĕнÿ чылай панă вăл. Тавах сана, Аркадий Павлович, çакăншăн. Санăн çутă ĕçÿсем халăх асĕнчен нихăçан та тухмĕç.

Алексей Леонтьев, «Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕ-тĕп редакторĕ:

- Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче 6 çул «Коммунизм ялавĕ» /халĕ «Хыпар»/ хаçатăн ял хуçалăх пайĕнче ĕçлерĕм. Çав хушăра «Ленинская искра» хуçалăхпа унăн ертÿçи Аркадий Павлович Айдак ĕçĕ-хĕлĕпе те паллашнă, нумай материал кăларнă.

Пĕрремĕш паллашу хăйне евĕр пулчĕ. Мăшăрăм Светлана Тури Ачакран. Пĕррехинче унпа Етĕрнерен Тури Ачака утатпăр. Тĕттĕм, çил-тăман. Çур çул пек иртсен умра УАЗик чарăнчĕ, водитель пире ларма сĕнчĕ. Унпа юнашар лараканни Айдак пулнă. Ун хыççăн Аркадий Павловичпа темиçе çĕр хут та тĕл пулнă. Ялта пушшех те: кĕтÿ кĕтнĕ, утă çулнă тата ытти çĕрте...

Юлашки хут виçĕ эрне каялла тĕл пултăмăр. «КИЛ» альманах валли анлă интервью хатĕрлеме çуркуннех калаçса татăлнăччĕ. Аркадий Павловичпа пылпа чей ĕçрĕмĕр. Манран кăштах каçару ыйтнăн вăл çапларах каларĕ: «Кĕрхи ĕçсене вĕçлетпĕр те интервью патне таврăнатпăр». Шел, паллах, пирĕн çак ĕç пулса тухаймарĕ.

Тĕнчипе паллă аграрник пирĕнтен уйрăлса кайни - питĕ пысăк çухату. Çак çухату хакне паян ăнланса илейĕпĕр-ши? Самана каять, тăван çĕре чунран юратнă çынсен самани... Аркадий Павлович Айдак пек йĕркелÿçĕсем-ертÿçĕсем татах пулĕç-ши? Шанатăп: пулаççех вĕсем, мĕншĕн тесен чăвашăн çĕр ĕçченлĕхĕ, хресченлĕхĕ çухалман-ха.

 Валентин ГРИГОРЬЕВПА Юрий МИХАЙЛОВ

ыйтса пĕлнĕ 

Чувашская республиканская газета «Хыпар» («Весть»)  от 11.09.2012

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика