Авăн уйăхĕн 11-мĕшĕнче Етĕрне районĕнчи Тури Ачак ял çыннисем хăйсен мухтавлă ентешне Аркадий Павлович Айдака юлашки çула ăсатрĕç. Ял хуçалăх производствин талантлă йĕркелÿçипе сыв пуллашма Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Шупашкартан çитнĕ сумлă делегаци, Аркадий Павловича чĕререн хисеплекенсем, вырăнти шкул ачисем хутшăнчĕç. Культура çуртĕнче граждан панихиди иртрĕ.
Малтанах Етĕрне район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Кузьмин Аркадий Айдак кун-çулĕпе паллаштарчĕ, кирек мĕнле должноçра та чунне парса вăй хунине, принциплă пулнине, хăйĕнчен тата пăхăнса тăракансенчен çирĕп ыйтнине палăртрĕ. Пултаруллă ертÿçĕ ăста ертсе пынипе юлса пыракан «Ленинская искра» колхоз çĕр-шыв таранах паллă хуçалăх пулса тăнине каларĕ. Аркадий Павлович пуçарнипе тунă ырă ĕç - çĕр-çĕр.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Аркадий Айдак чăннипех те паттăр та мухтавлă Улăп-чăваш пулнине палăртрĕ. Канăç паман шухăшĕсене вăл вăй-халне шеллемесĕр çирĕппĕн пурнăçа кĕртнĕ, ял хуçалăх производствине йĕркелеме интенсивлă çул-йĕр суйласа илнĕ.
- Аркадий Павлович ялăн социаллă пурнăçĕпе экономикине йăлтах халăх ырлăхĕшĕн тĕллевлĕ аталантарнă, - терĕ Михаил Васильевич. - Унăн авторитечĕ питĕ пысăк, ырă ĕçĕсем пурнăçра яланлăхах юлĕç.
Аркадий Айдак яланах яваплăха туйса вăй хунă, экологи енчен таса хуçалăх йĕркеленĕ. Нумай хуçалăх ертÿçи кунта килсе унăн пуян опычĕпе паллашнă, ĕçре анлă усă курнă. Тĕп шухăшĕсем паян Раççей Федерацийĕн патшалăх политикине никĕслеççĕ. Чи малтанах ял хуçалăх территорийĕсенче комплекслă тата çирĕп хуçалăх туса хума палăртнине асăнмалла.
Аркадий Павлович хăй вăхăтĕнчех укçа перекетлес тĕллевпе çемье фермисем йĕркеленĕ, вырăнтах тирпейлекен цех уçса бизнеса çул панă.
Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Малов, Етĕрне район пуçлăхĕ Александр Краснов, республикăри АПК ветеранĕсен çумпредседателĕ Петр Ивантаев, ыттисем те Аркадий Айдакăн вышкайсăр ĕçне пысăк хак пачĕç.
Ĕмĕчĕ-тĕллевĕ пысăкчĕ чăн-чăн çĕр çыннин. Раççей Пĕтĕм тĕнчери суту-илÿ организацине кĕнĕ хыççăн чăваш ялне, чĕлхипе культурине, йăли-йĕркине сыхласа хăварса малалла аталантарас шухăш канăç памастчĕ. Шел, вилĕм унăн çутă ĕмĕчĕсене яланлăхах татрĕ.
Мăшăрĕ Людмила Андреевна ырă самантсемпе пурнăçĕн юлашки кунĕсене аса илчĕ.
Аркадий Айдак вăйлă та çирĕп çын пулнă. Ÿксе аманнă хыççăн сыватмăша вырттарсан йывăр суранĕсен ыратăвне чунĕ тухичченех тÿсĕмлĕн чăтнă.
- Тата нумай çул пурăнмаллаччĕ вăл, - терĕ Людмила Андреевна. - Кунсерен çăл шывĕпе сапăнатчĕ, сывă пурнăç йĕрки тытнă, спортпа туслăччĕ. Аркадий Павлович сасă хăпартса курман. «Çын çинчен нихăçан та усал ан шухăшла, çак шухăш пуçра ан та пултăр», - тетчĕ.
Аркадий Айдака Тури Ачак ял масарне пытарчĕç.
Валентин ГРИГОРЬЕВ
Чувашская республиканская газета «Хыпар» («Весть») от 13.09.2012