Чувашская республика
Официальный портал органов власти
ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Уважаемый пользователь.

Данный сайт обновлен и вы находитесь на устаревшей версии. Чтобы просмотреть актуальную информацию, перейдите на новую версию сайта http://www.cap.ru/. Данная версия будет закрыта в ближайшее время. 

Спасибо за понимание.

2012.07.14 Савăнăç шевли вылятăр (Хыпар)

Чăваш халахĕ хăйĕн ырлăхĕпе, çепĕçлĕхĕпе, ăш пиллĕхĕпе тата нушана лекнисене пулăшма хатĕррипе яланах палăрса тăнă. Çакна çирĕплетекен тĕслĕхсенчен пĕри - "Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн" ыр кăмăллăх марафонне ентешĕмĕрсем çӳллен пуçаруллă хутшăнни.

Сăваплă юхăмăн тĕллевĕ - пултаруллă çамрăксене пулăшмашкăн, сусăр ачасене, тăлăхсене тата ашшĕ-амăшĕн хуттисĕр юлнисене медицина пулăшăвĕпе тивĕçтермешкĕн укӳа-тенкĕ пухас тĕлĕшпе общественноçа тимлĕрех пуласси çинчен аса илтересси. Тĕрĕссипе, республикăра пурăнакансенчен кашниех ыр кăмăллăх акцине хăйĕн тӳпине хывма тăрăшать - ют ачасем пулма пултарайманнине, вĕсем пурте пирĕн иккенне аван ăнланатпăр.

Ку енĕпе Красноармейски тăрăхĕнчи халăхăн ăнтăлавĕ те пысăк: районти предприяти-организаци, уйрăм çынсем марафон пухмачне 130 пин тенкĕ хывнă.

"Ядринмолоко" АУО хастарĕсем вара ăна 100 пин тенкĕлĕх пуянлатнă. Етĕрне район администрацийĕн пуçлăхĕн çмĕ - Веренӳпе социаллă политика пайĕн ертӳçи Анатолий Филимонов çирĕплетнĕ тăрăх – çав укçапа районти шкулсенче çĕнĕ вĕренӳ çулĕнче сахал тупăшлă çемьесенчи ачасене тӳлевсĕр апатлантарма тытăнаççĕ.

Республикипе илес тĕк "Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн" марафон счечĕ çине 5874175,07 тенкĕ куçарнă.

Ыр кăмăллăх акцийĕ малалла пырать. Унта кашниех хăйĕн тупине хывма пултарать.

Хакла вулаканăмăрсем, эсир ырă чунлă пулнине ĕненетпĕр, марафон пухмачне пуянлатма хутшăнасса шанатпăр

Сире çак адреспа кĕтеççĕ: 428003, Шупашкар хули, Петров урамĕ, 7-мĕш сурт, тел.: /8352/ 62-89-42.

Реквизитсем:

Расчетный счет 40703810075220160067 в Отделении 8613 Сбербанка России г. Чебоксары, БИК 049706609, к/с 30101810300000000609,

ИНН 2128005408, КПП 213001001. Получатель ЧРО ООБФ "Российский дет­ский фонд".

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика