Чувашская республика
Официальный портал органов власти
ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Уважаемый пользователь.

Данный сайт обновлен и вы находитесь на устаревшей версии. Чтобы просмотреть актуальную информацию, перейдите на новую версию сайта http://www.cap.ru/. Данная версия будет закрыта в ближайшее время. 

Спасибо за понимание.

2012.04.24 Тантӑшӗсене пулӑшаҫҫӗ (Хыпар)

Ака уйӑхӗн 21-28-мӗшӗсенче пирӗн республикӑра "Ҫурхи ыр кӑмӑллӑх эрни" иртет. Унӑн тӗллевӗ: "Пӗрлехи вӑйпа хамӑрӑн пуласлӑха йӗркелетпӗр".

Асӑннӑ мероприяти пӗтӗм тӗнчери ҫамрӑксен ырӑлӑхшӑн ӗҫленин /ака уйӑхӗн 20-22-мӗшӗсем/, Раҫҫейӗн ҫамрӑк доброволецӗсен /ака уйӑхӗн 24-мӗшӗ/ кунӗсемпе, РФ Президенчӗн пуҫарӑвӗпе паллӑ тӑвакан Истори ҫулталӑкӗпе килӗшӳллӗн иртет. Паянхи кун тӗлне Чӑваш Енре волонтерсен пӗр пин ытла бригади шутланать. Вӗсен ӑнтӑлӑвӗ аслӑ ӑру ҫыннисене, ветерансене, хевтесӗрсене, йывӑр шӑпаллӑ ачасене пулӑшассипе ҫыхӑннӑ. Ватӑсене халалласа "Тав тӑватпӑр...", экологие упрама чӗнсе "Симӗс шӑмат кун" акцисем, массӑллӑ донорлӑха пропагандӑлассипе тата общество тӗлӗшӗнчен хавхалантарассипе ҫыхӑннӑ мероприятисен комплексне ҫуллен йӗркелеҫҫӗ. Республикӑри ҫамрӑксен пӗрлӗхӗ ҫине тӑнипе "Ҫамрӑк доброволецсен отрячӗсем" проект ӑнӑҫлӑ пурнӑҫланать.

Сӑваплӑ ӗҫе Шупашкарти вӑтам пӗлӳ учрежденийӗсенче вӗренекенсем те пуҫарулӑх кӑтартаҫҫӗ. 38-мӗш шкулти ҫамрӑксем тавралӑха тирпей-илем кӗртме хутшӑнаҫҫӗ, "Ырӑлӑх хӗлхемӗ" акципе килӗшӳллӗн тетте, кӗнеке, ручка-кӑранташ пухаҫҫӗ. Ҫак кунсенче вӗсем Калинин районӗнчи ҫемьене тата ачасене социаллӑ пулӑшу паракан центрта пулчӗҫ, ҫул ҫитменнисене портфельсемпе кӗнекесем парнелерӗҫ. Сӑмах май, кунта хӳглӗх илекенсене тумта, апатпа туллин тивӗҫтереҫҫӗ, шкул хатӗрӗсем вара ҫитсех каймаҫҫӗ. Ҫакна тӗпе хурса 38-мӗшсем "Портфеле -иккӗмӗш пурнӑҫ" акци пуҫарса центра ӑна 26 таранах парнелерӗҫ.

 

В.ИЛЬИНА

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика