Чувашская республика
Официальный портал органов власти
ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Уважаемый пользователь.

Данный сайт обновлен и вы находитесь на устаревшей версии. Чтобы просмотреть актуальную информацию, перейдите на новую версию сайта http://www.cap.ru/. Данная версия будет закрыта в ближайшее время. 

Спасибо за понимание.

2012.04.11 Иккĕ усал тăвиччен пĕрре ырă ту (Хресчен сасси)

«Ачалăхшăн, ачалăх ячĕпе» ыр кăмăллăх марафонĕн пухмачĕ кунсеренех пуянланать. Унта предприятисемпе организацисемсĕр пуçне уйрăм çынсем те хутшăнма тытăнчĕç. Сăмахран, счет çине Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан С.Павлова – 6100, Н.Абрамова – 4000, Л.Охотникова – 3500, Шупашкарти Афанасьевсен çемйи – 2500, Елчĕк хастарĕ О.Лазарев 5000 тенкĕ куçарнă.

Сăваплă ĕçре Вăрнарсем маттур пулни палăрать. Вĕсем марафон фондне 342 пин тенкĕпе пуянлатнă. Ку енĕпе çавăн пекех Шупашкар хулинче пурăнакансем те, Тăвайсем те палăраççĕ.

Вăрмар районĕнче 100 ытла сусăр, ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнă 118 ача пурăнать. Тепĕр 150-шĕ йĕркесĕр çемьесенче кун кунлать. Унсăр пуçне районта нумай ачаллă тата чухăн çемьесен шучĕ пин ытла.

Иртнĕ çул Вăрмарсем марафон вăхăтĕнче 150 пин тенкĕ пухнă. Халăх пулăшнипе ачасем тĕрлĕ конкурс-ăмăртăва хутшăнма пултарнă: çамрăк каратистсем Санкт-Петербургра тупăшнă, музыка шкулĕнче вĕренекенсем пĕтĕм тĕнчери «Созвездие талантов» фестивальте, республикăри «Мехел» конкурсра палăрнă. 30 пине яхăн укçана ачасен сывлăхне çирĕплетме тата канăвне йĕркелеме усă курнă. Çавăн пекех марафон укçи-тенкипе йывăр пурăнакан ачасене те пулăшнă.

Пĕр ăсчах: «Кайăк вĕçме пăрахсан – çуначĕ хăрать, çын ырă ĕç тума пăрахсан – чĕри тапма чарăнать», – тенĕ. Çапла, ырă ĕç ывăнтармасть. «Çынна иккĕ усал тăвиччен пĕрре ырă ту» тени те вырăнлă кун пек чухне.

 

Валентина ПЕТРОВА.

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика