Чувашская республика
Официальный портал органов власти
ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Уважаемый пользователь.

Данный сайт обновлен и вы находитесь на устаревшей версии. Чтобы просмотреть актуальную информацию, перейдите на новую версию сайта http://www.cap.ru/. Данная версия будет закрыта в ближайшее время. 

Спасибо за понимание.

2012.03.07 Марафон вăй илет (Чăваш хĕрарăмĕ)

“Ачалăхшăн, ачалăх ячĕпе” ыр кăмăллăх марафонĕ нарăс уйăхĕн 22-мĕшĕнче черетлĕ хутчен вăй илчĕ. Çулсерен вăл хутшăнакансен йышĕ ÿснипе те, ырă тĕллевпе пухăнакан мул пысăкланнипе те палăрать. Акă 2011 çулта марафона 1400 ытла организаципе предприяти хутшăннăччĕ. “Ачалăхшăн, ачалăх ячĕпе” пухмачи 7,5 млн тенкĕлĕх пурлăхпа тулнăччĕ. Асăннă ыр кăмăллăх акцине йĕркелени обществона ачалăхăн ыйтăвĕсене тимлĕх уйăрма хистет. Кун пек чухне мĕн чухлĕ пани те мар, май пур таран алă тăсма хатĕр тăни, паллах, темрен паха. Тепĕр чухне пĕчĕккинчен те пысăк пулăшу йĕркеленет-çке.

Ыр кăмăллăх марафонне кăмăл пуррисем пурте хутшăнаяççĕ. Пархатарлă пуçаруран айккинче пăрăнса юлас мар текенсен “Раççей ача-пăча фончĕн” Чăваш Енри уйрăмне пымалла. Вăл Шупашкарта, Петров урамĕнчи 7-мĕш çуртра вырнаçнă. 62-89-42 телефонпа шăнкăравласа ыйтса пĕлме пулать. Çавăн пекех ыр кăмăллăх акцине хутшăнас тесен çак счетпа укçа куçарма юрать:

Расчетный счет № 40703810075220160067 в Отделении № 8613 Сбербанка России г. Чебоксары, БИК 049706609, к/с 30101810300000000609, ИНН 2128005408, КПП 213001001. Получатель ЧРО ООБФ «Российский детский фонд».

 

Татьяна НАУМОВА.

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика