Чувашская республика
Официальный портал органов власти
ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Уважаемый пользователь.

Данный сайт обновлен и вы находитесь на устаревшей версии. Чтобы просмотреть актуальную информацию, перейдите на новую версию сайта http://www.cap.ru/. Данная версия будет закрыта в ближайшее время. 

Спасибо за понимание.

2011.11.25 Вĕренÿпе производствăн тачă çыхăнура тăмалла (Ҫамрӑксен хаҫачӗ)

Чÿк уйăхĕн 17-мĕшĕнче Шупашкарти ачасемпе çамрăксен пултарулăх çуртĕнче республикăри çамрăксен "Пĕрремĕш утăм малалла" ăслăлăхпа вĕренÿ форумĕ уçăлчĕ. Унта студентсен пĕрлешĕвĕсен ертÿçисем, наукăпа тĕпчев ĕçĕнче çитĕнÿ тунă хĕр-упраçпа яш-кĕрĕм, çамрăк ăсчахсем хутшăнчĕç. Савăнăçлă лару-тăрăва ЧР вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕн çумĕпе Елизавета Казаковăпа тăватă хут Олимп чемпионĕ, вун пĕр хут тĕнче чемпионĕ, вун тăхăр хут çĕр-шыв чемпионĕ ята çĕнсе илнĕ Александр Тихонов уçрĕç.

Ун хыççăн "Ăнăçу историйĕ" пленарлă пай пуçланчĕ. Унта "Химпром" АУОн ертÿçисенчен пĕри Юрий Ефимов, «Гален» ООО директорĕ Валерий Николаев, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн медицина ăслăлăхĕсен докторĕ Глеб Стручко, коммерцисĕр организаци директорĕн тивеçĕсене пурнăçлакан Алексей Табаков хăйсем вăй хуракан предприятисен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕç. Çамрăксене ăнăçăвăн çулне мĕнлерех хывнин вăрттăнлăхĕсене уçса пама тăрăшрĕç. Залра ларакансем кăсăклантаракан ыйтусен хуравĕсене тупма пултарчĕç.

Пленарлă пай вĕçленсен калаçу вĕренÿ лапамĕсенче тăсăлчĕ. "Инженер класĕсенчен – пысăк технологиллĕ производствăна" ятлă "çавра сĕтеле" ЧР вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕн çумĕ Елизавета Казаковăпа ЧР суту-илÿпе промышленноç палатин президенчĕн çумĕ, "Реон-техно" фирма директорĕ Анатолий Князев ертсе пычĕç.

Елизавета Казакова ЧР Президенчĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырăвне аса илчĕ, инженерипе техника професси вĕрентĕвне тĕллевлĕн аталантармалли çинчен каларĕ. Министр çумĕн шухăшĕпе - çакă кашни çамрăках техника специальноçне суйлама хистени мар. Гуманитари енĕпе е ытти профессие алла илнĕ чухне инженерипе техника пĕлĕвне аталантарма май тупмалла. Елизавета Казакова пухнă пĕлÿ кирек хăш тытăмра та кирлине палăртрĕ.

Акă Шупашкарти 2-мĕш лицейри инженери класĕнче вĕренекен çамрăк эрнере 5 сехет физика предметне шĕкĕлчет. Çав вăхăтрах пĕр сехет çеç хими урокĕнче ларать. Шкул ачин çак предмета ытларах вĕренес килет, анчах вĕренÿ программипе килĕшÿллĕн ypăxлa юрамасть. Факультатив занятийĕсем тÿлевлĕ. Ача амăшĕпе кăна çитĕнет. Çавăнпа çемьере укçа-тенкĕ çукрах.

"Çавpa сĕтеле" пухăннисенчен пĕри каччăнă хăй тĕллĕн вĕренме сĕнчĕ. Тепри çав вăхăтра ун хутне кĕрсе ачана пĕччен мĕн пур япалана ăнланма йывăррине пĕлтерчĕ. Аслăрах çултисем вĕреннĕ вăхăтрă шкулсенче, пултарулăх çурчĕсен çумĕнче тĕрлĕ кружок ĕçлени пирки аса илчĕç. Çав пĕрлешÿсенче ачасем чун киленĕçне тупма пултарнă, килĕшекен ĕçпе аппаланнă. Халĕ вара кунашкал кружоксем шутлă, вĕсен витĕмĕ те курăмсăр.

Елизавета Казакова теорие шкулта вĕреннĕ чухнех практикăпа çыхăнтарма сĕнет. Ĕçпе тивĕçтерекенсене шкул ачисем кирлĕ мар, вĕсем аслă вĕренÿ заведенийĕнче юлашки курссенче ăс пухакансене илĕртеççĕ. "Çавpa сĕтел" ертÿçи Вĕренÿ министерстви пурнăçа кĕртме хатĕрлекен тепĕр шухăшпа паллаштарчĕ: "9-мĕш класс пĕтернисенчен пĕр пайĕ професси вăтам пĕлĕвĕ паракан учреждение ăс пухма кăйсан аслă шкула вĕсем ППЭ тытмасăрах кĕреççĕ, кĕске программăпа вĕренсе тухаççĕ. Çамрăк çăмăл çула та суйлама пултарать. 11-мĕш класс пĕтерсен тин аслă шкула кайма пултарать. Кунашкаллисенчен чылайăшĕ диплом илсен хăйсен профессийĕпе вăй хураймасть.

Сăлтавĕ - специальноçпа туллин паллашманни".

Пулас программăна ырлакан та, хурлакан та тупăнчĕ. 9-мĕш класс хыççăн ачасене тÿрех професси суйлама йăвăртарах. Çавăнпа вĕсем иккĕленсе ашшĕ-ăмăшĕн сĕнĕвне итлесе вĕренме каяççĕ. Кăйран вара çак ĕçре чун киленĕçне тупайманран урăх çĕрте тăрăшаççĕ. Ăслă-тăнлă çамрăксем чылай чухне предприяти е фирма ертÿçинче вăй хураймаççĕ. Вĕсене ертÿлĕх çукки пĕтерет.

"Инженер класĕсем республикăри предприяти-организацисене кирлĕ специалистсемпе тивĕçтерсе тăрсан тем пекехчĕ. Техника профессине илнĕ çынсем валли тăван тăрăхра ĕç вырăнĕ тупăнатех", - çак сăмахсемпе "çавра сĕтел" вĕçленчĕ.

Форум уçăлнă кун "Пысăк технологисен тытăмĕнчи бизнес" ăсталăх класĕ, "Çамрăк инженерсен пултарулăхĕ" семинар, "Хальхи этнокультура аталанăвĕ" "çавра сĕтел тата Ÿ.М.Н.И.К. программăн гранчĕсене çĕнсе илессишĕн тупăшакансен конкурсе иртрĕ.

"Пĕрремĕш утăм малалла" форум ăслăлăха, вĕренĕве тата производствăна пĕрлештерчĕ. Экономикăшăн виçĕ çак япалана çыхăнтарса ĕçлесси пĕлтерĕшлĕ. Предприятисемпе аслă шкулсем пĕр-пĕрне ăнланса вăй хурсан кăна çитĕнÿ тума май пур.

 

Любовь ПЕТРОВА.

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика