Чувашская республика
Официальный портал органов власти
ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Уважаемый пользователь.

Данный сайт обновлен и вы находитесь на устаревшей версии. Чтобы просмотреть актуальную информацию, перейдите на новую версию сайта http://www.cap.ru/. Данная версия будет закрыта в ближайшее время. 

Спасибо за понимание.

2011.11.23 Президент çырăвне хакласа (Хресчен сасси)

Николай Малов, ЧР Патшалăх Канашĕн Экономика политики, агропромышленность комплексĕ тата экологи енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ: Президент Çырăвне итленĕ май унта чи малтанах çыншăн тăрăшни тĕп вырăнта пулнине асăрхарăм. Çакă лайăх, ман шухăшпа, питĕ тĕрĕс. Президент тĕллев вырăнне палăртнă кăтартусем малашлăх тĕлĕшпе шанăç кÿреççĕ. Шăпах республика пуçлăхĕ ыранхи куна шанни пушшех пĕлтерĕшлĕ, çак шанăç пире те, депутатсен корпусне, Чăваш Енре пурăнакансене, çирĕплĕх кÿрет.

 

Николай Глухов, Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕ: Чи кирли – пĕтĕмпех çын валли, çыншăн. Чăнах та, паян эпир, пĕтĕм сыпăкри власть, çынсемшĕн ĕçлетпĕр. Вĕсен ырлăхĕшĕн çулсем тата ача сачĕсем тăватпăр, шкулсемпе сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсене çĕнететпĕр, бюджет учрежденийĕсен ертÿçисен шалăвне пысăклататпăр, инвесторсене явăçтаратпăр, ытти енĕпе ĕçлетпĕр. Республикăра пурăнакансем çĕршыв тата Чăваш Ен ертÿçисен çак пулăшăвне туясса шанатпăр.

 

Юрий Попов, «Вăрнарти аш-какай комбиначĕ» АУО директорĕ: Президент пирĕн ума пысăк пĕлтерĕшлĕ тĕллевсем лартрĕ. «Пушă шантарусем памастпăр» тени уйрăмах асра юлчĕ. Михаил Игнатьев ял хуçалăх тытăмĕнчи лайăх ĕçе палăртрĕ. Çак çитĕнÿсем пире, ял çыннисене, савăнтараççĕ. Хуçалăх ертÿçи пулнă май курăмлă пулăшăва туятăп. Паян çĕнĕ техника, оборудовани туянатпăр, производствăна çĕнететпĕр, продукци калăпăшне ÿстерсе пыратпăр. Çакă пĕтĕмпех патшалăх пулăшнипе пулса пырать.

 

Владислав Волков, Элĕкри И.Я.Яковлев ячĕллĕ вăтам шкул директорĕ: Çырура çак тĕллев уçăмлă янăрарĕ: ĕç рынокĕнче кирлине кура инженерипе техника професси вĕрентĕвне аталантармалла. Шел, ку енĕпе ырă улшăнусем пур пулин те физика, математика, хими çав-çавах хисепсĕр-ха. Маншăн, вĕрентекеншĕн тата директоршăн, обществăри кăмăл-туйăма улăштарас енĕпе ĕçлени пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика