Викторов Иван Викторович - поэт, писатель, прозаик. Унăн ячĕпе Хурамалта урам ятне панă. Хурамал масарĕ варринче Иван Викторов ячĕпе хăйне евĕрлĕ хитре те мăнаçлă палăк лартнă. Унăн автăрĕ –Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ художникĕ А.С. Розов. Иван Викторович Викторов 1901-мěш çулхи авăн уйăхěн (сентябěрěн) 14-мěшěнче Çěрпÿ усĕнчи Хурамал Туçара чухăн хресчен çемйинче çуралнă. 1912-1914 çулсенче кÿршĕри Шĕнерпуç (Сĕнтĕрвăрри районĕ) шкулĕнче, Унтан Çĕрпÿри икĕ сыпăклă шкулта вĕреннĕ. Вăл пěчěклех маттур ача пулса ÿснě: суха тунă, чěп куç çутипе кěнеке вуланă, сăвă хайланă. Пуçěнче çутă ěмěтсем калăпланă, мěн ачаран тăван тавралăх илемěпе киленнě. Çамрăксемпе чăваш вăййине хутшăннă, халăх юррисене шăрантарнă. Ашшěпе амăшě мěн ěлěкренех çěр ěçěпе ěçлесе пурăннă пирки ачисене те ěçе хăнăхтарнă, хут вěрентме тăрăшнă.
«Вěренни çутă, вěренменни тěттěм»,
«Вěренни çăкăр ыйтмасть» - тесе ăс панă ачисене.
Революци, вăрçă, выçлăх çулěсем
Тăрса ак юлчěç, пурнăç питě йывăр
Пичетленме пуçларěç сăввусем
Вěсенче çут пуласлăх пирěн пултăр
Мускав, литература институчě,
Эс ÿстерен пěлÿ шайне
Алран каймасть тем ручкăпа
шур хучě
сиснě тейěн пурнăç кěскине.
И.В.Викторов – Аслă Октябрь хыççăнхи çулсенче чăваш литературипе интересленекен çамрăксенчен пěри пулнă. Çěрпÿ уесěнчи чăваш ялěнчен Мускава вěренме каять. Унта вăл вырăс поэчě В.Брюсов пуçарнипе уçнă литературă институтěнче вěренет.
1926-мěш çулхине, аслă шкултан вěренсе тухнă хыççăн И.Викторов Мускаври тěп Чăваш секцине ěçлеме кěрет. Мускавра пурăнакан чăваш писателěсен организацине ертсе пырать, сăвăсемпе пьесăсем, критикăлла статьясем çырать. Çав çулсенче унăн сăввисен пуххи- «Ялти кěвěсем» тухать. Унтан «Çырмара» пьеса тата «Пирěн çул» альманахра çěнě произведенисем çырать. 1929-1932-мěш çулсенче .Викторов Мускавра тухса тăнă «Чăваш хресченě» хаçатăн ответлă секретарě пулать. 1932-1934-мěш çулсенче Куйбышеври чăваш хаçачěн «Колхозники» ответлă редакторě пулса ěçлет. Хăйěн ěçěнче тěрлě писательсемпе, поэтсемпе паллашать. Вырăсла та, чăвашла та çырма пултарнă ÿссе-çитěнсе пыракан талантлă поэт. Тăван çěршывăн ытарайми уй-хирěсем çинчен, ваттисем, ача-пăча савăнăçě çинчен, ирěккěн, хавассăн та телейлěн ěçлекен, вěренекен çынсем çинчен сăвăсемпе очерксем çырать.
Вăрçă, вилě тискер вăл
Çынна хирěç çын вăрçать.
Пиçсе çитнě çыншăн тăвăл
Чун-чěринче çуратать.
Çěршывра инкек тухсассăн
Пур çынсен те пěр тěллев
Пур çынсем те кар тăрсассăн
Пулě пирěншěн хěвел.
Вăрçă çулěсем татăлнă
Белоруси фронтěнче
Тыткăна лексен те тарнă
Килěшмен пуль леш тěнче.
Партизан пулса кěрешнě
Тăшманпа малти тылра
Отрядпа отряд пěрлешнě
Çыхăну ěçне пула.
Вăрçă çулě йывăр килнě
44-мěш çулта
Тăшмансен алне эс лекнě
Тарайман вара унтан.
Пăрлă шыв айне тăратнă
Сивěнтернě чěрÿне
Тěрěс мар вěсем шутланă
Сивě шыв шăнтмасть чуна.
Тăван çěршывăн Аслă вăрçи пуçлансанах И.В.Викторов фронта каять. Тăван çěршыва юратса хăйне шеллемесěр И.Викторович алла пăшал тытса нимěç фашисчěсене хирěç çапăçăва кěрет. Ун чухне те, йывăр самантра та, вăл хăйěн тивěслě ěçне, хěçпăшалсăр пуçне тата хăйěн çивěч сăмах пуррине манмасть.
Сăмахран «Ирěклěхшěн çапăçакансем» драма, вырăсла «Сердце пробитое пулей» ятлă сăвă çырать. Вăл Белорусси территорийěнчи партизансен пěр отрядěнче çапăçать. Унта вăл чăн-чăн коммунист патриот, совет халăхěн пархатарлă ывăлě пулнине кăтартать.
Фашистсене хирěç пыракан аслă кěрешÿре, пěррехинче вăл заданирен отряда таврăнаймасть, ăна тăшман тыткăна илсе Борисов хулинчи концлагере хупса лартать. Унтан И.В.Викторов тарма тăрать, анчах фашистсем ăна хăваласа çитеççě, хытă асаплантарса вěлереççě. Сапла вăй питти, маттур чăваш писателěн ěмěрě татăлать.
Энěш херринчи хăвалăх,-
Ватă, ватă йăмрасем
Астăваç епле хастарлă
Пулнă эсě пěчекрен
Шыв сассийě шăнкăр-шăнкăр
Пурăнмашкăн йыхăрать
Сивě шывě чăпăр-чăпăр
Сивěтсе сана шырать
Тăшмансен тискер асапě
Нимте мар, чăтма пулать
Кěске пурнăçěн чăн илемě
Халăхра тăрса юлать.
Тěнчере çыравçă, сăвăç
Вилěмсěрлěх хăварать.
Санăн пурнăç – çамрăк йывăç
Евěр хыттăн хумханать.
Çапла пирěн ентеш, писатель патриот ирěк саманашěн, юратнă тăван çěршывшăн паттăррăн çапăçса вилет. Вăл тÿрě кăмăллă та, таса чěреллě совет çынни пулса тăрать. Унăн пархатарлă пурнăçě пур халăхшăн те, çамрăк ăрушăн те тěслěх пулса тăрать. Вăл пурнăçшăн çапăсса вилнě, совет халăхě çěнтерессе ěмěтленнě, вăрçă хыççăн мирлě пурнăç тăвасси çинчен, этеме нихçанхинчен ытла телейлě тăвассси çинчен шухăшланă.
Вăл вырăс, чăваш юррисене юратнă. Хăй тěллěн хуткупăспа вырăс
халăх тата чăваш халăх юррисене выляма вěреннě. Вăл вăйăра хěрсемпе каччăсем мěнле ташланине, юрланине тěплěн сăнанă. Хăйěн сăввисенче çав вăхăтсене сăнласа панă.
Иван Викторов çуралнă
Çěр çул ěлěк çěр çинче
Ун хайлавěсем хаваслă
Халь те халăх асěнче.
Çěрпÿре вăл ăс пуçтарнă
Шкула уншăн пысăк тав.
Хурамал ăна хěм панă
Чăваша кÿме-мухтав.
Янăранă ун сассийě
Самартан та Мускавран.
Ырлăх кунě кěнекийě
Пурнăçа васкатнăран.
Хăй çеç мар ыттисене те
Тек парсан чун ăшшине
Шăпчăк, Трубина, Эльгер те
Тухайса тěнче умне.
Тапăнсассăн Гитлер харрăн
Сыхласа Совет çěрне
Ваня çапăснă хастаррăн
Хěрхенмесěр-çке хăйне.
Анчах çак Герой хăвачěн
Вěçě çуккă тěнчере
Иван Викторовăн ячě
Ĕмěр пирěн чěрере.