Большеяниковский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

25.04.2018 г. «Аслă Улăп пархатарĕ» информаци кунĕ

Пысăк Енккасси ял вулавăшне 10-мĕш класра вĕренекенсем «Аслă Улăп пархатарĕ» информаци кунне пуçтарăнчĕç. Библиотека ĕçченĕ ачасене ака уйăхĕн 25- мĕшĕ  чăваш енре И.Я.Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитнипе  тата чăваш чĕлхе кунне уявланипе  палăрса тăрать терĕ, Аслă Вĕрентекенĕмĕр пурнăçĕпе, пархатарлă ĕçĕпе паллаштарса хăварчĕ. Вĕренекенсем тимлĕ итлесе ларнă хыççăн  И.Яковлев пурнăçĕпе çыхăнтарнă викторина ыйтăвĕсем çине  тĕрĕс хурав пачĕç. Çак кун «Кăвак çут чаршавне уçнă Улăп» кĕнеке куравĕпе паллашма май пулчĕ. Вулавçăсем Иван Яковлев «Чăваш халăхне панă халала»  тимлĕ итлесе ларчĕç. «Чăваш чĕлхи – пирĕн тăван чĕлхе» кĕнеке куравĕнче тăратнă хайлавсемпе усă курса ачасем Петĕр Çăлкуçăн «Чĕлхем», Николай Сандровăн «Тăван чĕлхе» тата Митта Ваçлейĕн «Тăван чĕлхене» сăввисене мăнаçланса вуларĕç, атте-анне  чĕлхине упратпăр тесе сăмах пачĕç.

Система управления контентом
429412, Урмарский район, д. Большое Яниково, улица Карла Маркса, дом 75
Телефон: 8(83544) 45-2-31
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика