Большеяниковский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

09.02.2018 г. «Иван Яковлевич Яковлев чăваш халăхне çутта кăларакан» краеведени сехечĕ

Чăваш халăхĕшĕн Иван Яковлевич Яковлев чăннипех те нихăçан манăçми çын. Вăл - чăваш алфавитне никĕсленĕ, вĕрентекен, ăсчах. Кăçал  И.Я.Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитнине чăваш халăхĕ çеç мар, пĕтĕм Раççей халăхĕ паллă тăвать. Аслă Вĕрентекенĕмĕр пурнăçĕпе тата пултарулăхĕпе çамрăк ăрăва паллаштарма Пысăк Енккасси ял вулавăшĕнче «Иван Яковлевич Яковлев чăваш халăхне çутта кăларакан» ятлă краеведени сехечĕ йĕркеленĕ. Библиотека ĕçченĕ Н.Никонорова 5-мĕш класра вĕренекенсене «Кăвак çут чаршавне уçнă Улăп» кĕнеке куравĕпе паллаштарчĕ. И.Я.Яковлев пултарулăхĕ литература ĕçĕнче те пысăк вырăн йышăнать. Унăн «Ача-пăча калавĕсем» ятлă кĕнеки ăса вĕрентекен хайлавсемпе пуян. Ачасем «Кулачă», «Кахалпа Юлхав», «Йăлăнтарни» калавсене вуларĕç, «Сармантей», «Тилĕпе тăрна», «Тилĕ тус» юмахсене тимлесе итлерĕç. Çавăн пекех унăн «Чăваш халăхне панă халал» та çав тери пĕлтерĕшлĕ. Ачасем çак халалри ăслă сăмахсемпе те паллашрĕç. «Чăвашсен çĕр пин сăмах, çĕр пин юрă, çĕр пин тĕрĕ», - тенĕ И.Я.Яковлев. Куравра тăратнă чăваш тĕрриллĕ алшăллисем, илĕмлĕ хушпу тухъя та çамрăк ăрушăн кăсăклă пулчĕ. «Тăван чĕлхесĕр чăн-чăн пĕлÿ çук»,- тенĕ Чăваш Улăпĕ. Ачасем çак сăмахсемпе килĕшсе тăван чĕлхене манмастпăр тесе пĕтĕмлетÿ турĕç.

Система управления контентом
429412, Урмарский район, д. Большое Яниково, улица Карла Маркса, дом 75
Телефон: 8(83544) 45-2-31
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика