Шибылгинское сельское поселение Канашского района ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

ГРИГОРЬЕВ Алексей Григорьевич

ГРИГОРЬЕВ Алексей Григорьевич (1921, с. Шибылги Канашского района - 1974, г. Красноярск) - передовик производ­ства, Герой Социалистического Труда. Участник Великой Отечественной войны 1941 – 45 гг. В послевоенное время работал слеса­рем на заводах оборонно-промышленного комплекса городов Казани, Челябинска и Красноярска. Звание Героя Социалистического Труда присвоено Григорьеву за успешное вы­полнение специального правительственного за­дания (1962).

Награждён орденами Ленина, Крас­ной Звезды (дважды).

 

И.Н. Мадебейкин.

Чувашская энциклопедия: В 4 т. – Чебоксары: Чуваш. кн. изд-во, 2009. – Т.1: А-Е. –590с.

 

ГРИГОРЬЕВ Алексей Григорье­вич (1922 - 1977) родился в селе Шибылги Канашского района Чу­вашской Респуб­лики в семье кре­стьянина. Обучался в Шибылгинской школе колхозной моло­дежи. После окончания Шибылгинской семилетней школы в 1936 году некоторое время работал в родном колхозе "Герой", затем до Великой Отечественной войны работал на Казанском авиационном заводе.

Участвовал в Великой Отечествен­ной войне, несколько раз ранен. На­гражден боевыми медалями и орде­нами.

После войны сначала в Казани, за­тем в Челябинске работал по старой довоенной специальности на авиа­ционном заводе. В последние 15 лет жизни работал в Красноярске. Спе­циалист в области ракетостроения, в 1962 году был удостоен звания "Ге­рой Социалистического Труда".

В.М.Волков «Подвиг шибылгинцев бессмертен»

 А.П.Лазарева: Из Интернета 

ГРИГОРЬЕВ Алексей Григорьевич, слесарь гидрометаллургического завода горно-химического комбината. Горно-химический комбинат (ГХК) — предприятие по производству оружейного плутония в г. Железногорске Красноярского края, находится в собственности корпорации «Росатом». Ранее г. Красноярск-26  

Строительство комбината началось в 1950 году. В 1958 году был запущен первый реактор «АД», в 1961 году — второй реактор «АДЭ», в 1964 году — третий реактор «АДЭ-2». Все три являются реакторами на тепловых нейтронах канального типа с водяным охлаждением. «АД» и «АДЭ» были предназначены только для наработки плутония: вода, охлаждающая их, сбрасывалась в Енисей. «АДЭ-2» также использовался для выработки электроэнергии, горячей воды и отопления для города Железногорск. Кроме реакторов в состав комбината входят радиохимический завод, завод по регенерации отработавшего ядерного топлива, ремонтно-механический завод, центральная заводская лаборатория, завод полупроводникового кремния, «сухое» и «мокрое» хранилища отработавшего ядерного топлива, радиационно-технологический центр, нейтринная подземная лаборатория.

Первым директором реакторного завода (завод “А”) был назначен В.П. Муравьев, имевший большой опыт работы на реакторном производстве в Челябинске-40. Следует отметить, что весь первый состав руководства завода (главные специалисты, начальники смен) был укомплектован работниками из Челябинска-40. Много приехало оттуда и рабочих, которые стали бригадирами и наставниками молодых рабочих. Такое решение о комплектовании кадров помогло ускорить пуск первого реактора АД и обеспечить его практически безаварийную эксплуатацию.

В 1962 году за образцовое выполнение специального задания Указом Президиума Верховного Совета СССР большая группа работников комбината была награждена орденами и медалями. За большой вклад в выполнение правительственного задания слесарю реакторного завода Алексею Григорьевичу Григорьеву было присвоено звание Героя Социалистического труда. Это первый Герой Соцтруда на комбинате.

 

Герой çăлтăрě

 

 

Алексей  Григорьевич  Григорьев  1921  çулхи  де­кабрěн  8 – мěшěнче  Энтрияль  ялěнче  нумай  ачаллă  çемьере  çуралнă.  Григорий  Семеновичпа  Екатерина  Анисимовна  ырă чун-чěреллě ашшě-амăшě кăна  мар,  ачасене  ěçе  явăçтаракан  хастар  вěрентекенсем  те  пулнă.  Вěсем  çамрăксене  йывăрлăхсене  çěнтерме,  пěр-пěрне  вăхăтра  пулăшма  ăс  парса  тăнă.

Алексей  1937  çулта  Энтрияль  тулли  мар  вăтам  шкулне  вěренсе  пěтернě.  Вěренÿрен  пушă вăхăтра  "Герой"  колхозра  ěçленě.

Шкул  çулěсене  А.Григо­рьев  тěлěнмелле  ăшшăн,  пысăк  хавхаланупа  аса  илетчě.  Хăйне  вěрентнě  учительсене  Александр  Александрович  Мефодьева,  Георгий  Васильевич  Асанова,  Екатерина  Федо­ровна  Асановăна,  Василий  Александрович  Рыжова,  Гаврил  Григорьевич  Лас­точкина,  Василий  Филиппович  Каховские  чěререн  тав  тăватчě.  Вěсем  уншăн  пурнăç çулне  кăтартакансем  пулнă.

Алексей  Григорьевич  рабочи  профессине  суйласа  илнě.  1937  çулхи  июнь  уйăхěнчен  пуçласа  1941  çулхи  апрель  уйăхěччен  Алексей  Канашри  вакунсем  юсакан  заводра  учетчик  пулса,  кайран  ревизи  слесарěнче,  парк  мастерěнче  ěçленě.

   1941  çулхи  апрель  уйăхěнче  унăн  çара  кайма  ят  тухнă.  Воронеж  хулинче  48-мěш  уйрăм  çыхăну  батальонěнче  телефонист  пулнă.  Тăван  çěршывăн  Аслă вăрçи  пуçлансан  Хěвел  анăç фронтěнче  48-мěш  танк  дивизийěн  йышěнче,  август – декабрь  уйăхěсенче  Çурçěр  Хěвел  анăç  фрончěн  йышěнче  çапăçусене  хутшăннă.  1941  çулхи  декабрěн  2-мěшěнче  Мускав  хули  патěнчи  çапăçусенчен  пěринче  аманнă.  Пилěк  уйăх  Новосибирскри  эвакогоспитальте  сурансене  сипленě.

Сывалса  тухсан  Алек­сей  Григорьевич  кěçěн  авиаспециалистсен,  унтан  Мускаври  иккěмěш  авиаци  шкулěнче  вěреннě.  1943  çулхи  сентябрь  уйăхěнчен  пуçласа  Хěвел  анăç 34-мěш  авиаци  полкěн  йышěнче,  1944  çулхи  июнь  уйăхěнчен  пуçласа  вăрçă пěтиччен  503-мěш  авиаци  штурм  бригадинче  авиаприбор  механикě пулса  çапăçнă.

Тăван  яла  Алексей  Гри­горьев  вăрçă чарăнсан  тепěр  çултан  таврăннă.  Тÿрех  ěçе  кÿлěннě.  "Герой"  колхоз  ěçченěсене  çур  аки  ирттерме  пулăшнă.

Çарти  паттăрла  ěçсемшěн  Алексей  Григорьевича  икě хутчен  Хěрлě Çăлтăр  орденěпе,  "1941 - 1945  çулсенчи  Тăван  çěршывăн  Аслă вăрçинче  Германие  çěнтернěшěн",  "Мускава  хÿтěленěшěн",  "СССР  Хěç-пăшаллă Вăйěсем  50  çул  тултарнă ятпа"  медальсемпе  наградăланă.

Ĕçе  вырнаçса  ал-ура  çавăрса  ярас  тěллевпе  Алексей  Хусана  çул  тытнă.  Авиаприборсен  специалистне  Хусанти  авиаци  заводне  ěçе  илнě,  унта  вăл  1949  çулхи  апрель  уйăхěччен  слесарьте  вăй  хунă.  Ăста  çынна  кирек  ăçта  та  тÿрех  асăрхаççě.  Алексей  Григо­рьевича  Челябинскри  пред­приятие  куçарнă,  1958  çулта -  Красноярскри  сăрт-ту  хими  комбинатне.  Кунта  вăл  ытти  специалистсемпе  пěрле  правительствăн  ятарлă  хушăвěсене  пурнăçланă.

СССР  Верховнăй  Совечěн  Указěле  правитель­ствăн  ятарлă  хушăвне  ăнăçлă  пурнăçланăшăн  Алексей  Григорьевича  Социализмла  Ĕç  Геройě  ятпа  чысланă.

Вăрçăпа  ěç  ветеранě  А.Григорьев  паттăр  салтак,  ěçчен  çын  çеç  мар,  юратакан  мăшăр,  ачисемшěн  çунакан  ашшě,  йěркеллě  çемье  пуçě  пулнă.  Мăшăрěпе  Вера  Игнатьевнăпа  иккěшě  виçě  ача  çуратса  ÿстерсе  пурнăç  çулě çине  тăратнă.  Сергей  Краснояр­скри  промышленноçпа  гражданла  строительство  техникумне  вěренсе  пěтернě,  архитектор.  Крас­ноярск  крайěнчи  Железногорск  хулинче  пурăнать.

Леонид  çак  хулари  тех­нологи  институтěнче  аслă  пěлÿ  илнě.  Виçев  приборěсемпе  ěçлекен  специалист.  Ингалинскри  атом  электростанцийěнче  ěçленě.  Литвара  пурăнать.

Борис  Красноярскри  тěслě  металл  институтěнче  вěренсе  металлург  инженер  профессине  илнě.  Çемйипе  Волгодонск  ху­линче  тěпленнě.  Ывăлсем  пурте  çемьеллě,  ача-пăчаллă,  халě  ěнтě  мăнукěсем  те  çитěнсе  пыраççě.

Алексей  хăй  çуралса  ÿснě тăрăха,  унта  пурăнакансене,  тăван  чěлхене,  культурăна,  йăла-йěркене  юратнă.  Пушă вăхăт  тупса  çулленех  тăван  ялне  килсе  курнă,  тăванěсемпе,  юлташěсемпе  тěл  пулнă.

Пěринче  вăл  тутăхман  тимěртен  тунă  çăлтăр  илсе  килнě.  Ăна  вăрçăра  çапăçса  пуçěсене  хунă ентешсене  асăнса  лартнă  палăк  çине  вырнаçтарнă.  Обелиск-палăк  пире  паян  та  вăрçă  паттăрěсене  аса  илтерсе  тăрать.

"Эпир 120-ěн.  Тăван  çěршывăн  ирěклěхěпе  никама  пăхăнманлăхěшěн  чи  хаклине  -  пурнăçăмăра  патăмăр,  тăванла  масарсенче  е  ятсăр  вил  тăприсенче  канăçлăх  тупрăмăр.  Обелиск-палăк  туса  лартса,  ун  çине  Паттăр  çăлтăрне  вырнаçтарса  пирěн  ятăмăрсене  вилěмсěрлетрěр.  Пирěн  ята,  чыса,  астăвăма  тивěçлě  пулăр",  -  тенěн  туйăнать.

Энтрияль  ял  тăрăхěн  пуçлăхěн  йышăнăвěпе  Социализмла  Ĕç  Геройě,  вăрçă ветеранě Алексей  Григорьевич  çуралса  ÿснě  урама  унăн  ятне  панă.

Викентий  ВОЛКОВ,  учитель,  тавра  пěлÿçě.

2015 сулхи су уйахен 8-меше, 32 №

Охрана труда в Чувашской Республике    
Фонд поддержки социальных и культурных программ Чувашии 

Администрации городов и районов Чувашской Республики
Администрации сельских поселений Канашского района
Система управления контентом
429314, Чувашская Республика, Канашский район, с. Шибылги, ул. Павлова, д. 33
Телефон: 8(83533) 64-8-54
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика