Министерство здравоохранения
Чувашской Республики
ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2013.02.16 УЭК тата çын ирĕкĕ («Вести (Хыпар)», Чебоксары )

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://medicin.cap.ru/
Вырăс православи чиркĕвĕ патшалăха электрон идентификаторсене йышăнма килĕшмен граждансене йăлана кĕнĕ документсемпех усă курма май памашкăн чĕнсе каланă.

Вырăс православи чиркĕвĕ патшалăха электрон идентификаторсене йышăнма килĕшмен граждансене йăлана кĕнĕ документсемпех усă курма май памашкăн чĕнсе каланă. Сăмах - универсал электрон карттă /УЭК/ пирки. Вырăс православи чиркĕвĕн архиерей соборĕ 2013 çулхи нарăс уйăхĕн 4-мĕшĕнче йышăннă документра çын вăл е ку идентификаторпа усă курма пуçласси унăн ирĕкĕнчен килмеллине палăртнă.

«Православи чиркĕвĕ патшалăхăн граждансене шута илмеллине хирĕçлемест. Влаç мĕн авалтанпах халăх çыравне ирттернĕ тата çын кам пулнине ĕнентерекен документсем панă. Çак мерăсем йĕркене тата общество хăрушсăрлăхне сыхлама, экономика тата социаллă ĕç-хĕле пурнăçлама кирлĕ, - тенĕ çав документра. - Анчах обществăра пăшăрхану туйăмĕ сарăлса пырать. Сăлтавсăр мар: хальхи техника хатĕрĕсемпе пĕрлех идентификаторпа усă курни çынна хăй килĕшмесĕрех тĕплĕн тĕрĕслесе тăма - вăл ăçта кайнине, мĕн туяннине, медицинăн хăш процедурисем витĕр тухнине, социаллă, юридици тата ытти пулăшупа усă курнине, унăн тÿлевĕсене, çавăн пекех харпăр пурнăçне йĕрлеме - май парĕ. Пухăннă информаципе усă курма çеç мар, пайăр çын тĕлĕшпе татăклă йышăну тăвас тĕллевпе ăна тишкерме те пултараççĕ. Конституци прависене тĕпе хурса пин-пин çын, çав шутра православи тĕнне ĕненекенсем те, вăл е ку сăлтава пула идентификаци çĕнĕ тытăмне йышăнасшăн мар, электрон идентификаторлă /харпăр кодлă, штрих-кодлă, идентификаци номерĕсемлĕ/ документсемпе усă курасшăн мар. Чиркÿ шухăшĕпе, асăннă технологисем альтернативăсăр пулмалла мар тата вĕсемпе ирĕксĕр усă куртармалла мар».

Универсал электрон карттăпа усă курасси пирки Чăваш митрополийĕнче мĕн шухăшлаççĕ-ха? Шупашкар епархийĕн çамрăксемпе ĕçлекен уйрăмĕн ертÿçи Максим Курленко священник акă мĕн пĕлтерчĕ: «Çыннăн ирĕкĕ яланах сыхланса юлмалла. Универсал электрон карттăпа усă курассипе курмассине те унăн хăйĕн татса памалла. Ку ыйтăва Вырăс православи чиркĕвĕн архиерей соборĕ те пăхса тухнă. Чылайăшĕ УЭКри информаци ют çынсен аллине лекесрен шикленет. Çак карттăн хăрушсăрлăх шайĕ пăшăрхантарать. Банк карттисенех илер-ха. Вĕсемпе çыхăннă ултавсен шучĕ юлашки вăхăтра нумайлансах пырать. Ахальтен мар Уголовлă кодекса та киберпреступлени пирки калакан статьяна кĕртрĕç. Пĕр карттă çине питĕ нумай информаци пухни маншăн чăрмав пек туйăнать. Вăл ыттисен аллине лекрĕ тĕк ман пирки калакан информаципе ыттисем усă курма пултараççĕ-çке. Мускаври пасарсенче ÇÇХПИ, ытти орган, хушăран патшалăх шайĕнчисен те, даннăйсен базисене сутаççĕ. Вĕсене тивĕçлĕ шайра хÿтĕлемелле пек ĕнтĕ - пирĕн, шел те, хальлĕхе ун пек мар. Çапах та эпĕ УЭКра «антихрист пичетне» те, «виçĕ улттă» та курмастăп. Çак карттăн меллĕ енĕсем те пур.

Тĕне ĕненекенсем ку ыйтупа пирĕн пата та килеççĕ. Вĕсене икĕ ушкăна пайлама пулать: пĕрисем УЭКра нимĕн япăххине те курмаççĕ, теприсем вара ăна хирĕçлесе тем тума та хатĕр /митинга кайма, тĕрлĕ литература салатма/. Тĕне ĕненекенсен пуçтахланса йышăнусем тумалла мар, хĕрес йăтса тухса пикет йĕркелемелле мар, çула пÿлсе лартмалла мар. Кирек мĕнле утăма та саккуна пăхăнса тумалла. УЭКа хальлĕхе никам та ирĕксĕрлесе памасть: кăмăл çук тăк - ан ил. Эпир усă курма хăнăхнă хут укçасем, документсем пур чухне эпĕ темле пысăк хăрушлăхах курмастăп. Вĕсене туртса илни, каярахпа чипсемпе усă курма /вĕсем тата меллĕрех тесе/ хушни вара пĕтĕм саккуна, çав шутра кăмăл-сипетпе çыхăннисене те, пăсни пулĕ».

Универсал электрон карттăна 2014 çулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен обязательнăй майпа пурне те валеçес йĕркене пăрахăçлама пултараççĕ. Çакăн пирки Тутар Республикин Информатизаципе çыхăну министерствин коллегийĕн ларăвĕнче /вăл нарăс уйăхĕн 11-мĕшĕнче Хусанта иртнĕ/ РФ çыхăну тата массăллă коммуникацисен министрĕ Николай Никифоров пĕлтернĕ. Вăл палăртнă тăрăх - хальхи вăхăтра федерацин «Патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсене кÿрессине йĕркелесси çинчен» саккунĕнчен граждансене 2014 çул пуçламăшĕнчен вара УЭКа обязательнăй майпа парасси çинчен калакан саккуна кăларма планлаççĕ.

«Шел, ку проект чăнласах та тăкаклă пулчĕ. Федераци бюджетĕнчен субъектсене нимĕнле компенсаци пама та йышăнман», - тенĕ министр.

Аса илтерер: УЭК илесси пирки ыйтса çырнисене йышăнмалли кампани кăçалхи кăрлач уйăхĕнче пуçланнă. Паян Раççейре заявлени йышăнакан тата карттă паракан 300 ытла пункт ĕçлет. Раççей регионĕсенче кăрлач уйăхĕнче çеç 10 пин УЭК панă. Чăваш Енре кăçалхи нарăс уйăхĕн 13-мĕшĕ тĕлне 264 ыйту çырнă.

Изольда БЕЛОВА


  Яндекс.Метрика   

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика