Испуханский территориальный отдел Красночетайского муниципального отделаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Утă çи сарăлсах пырать

09 июля 2008 г.

“Нива” ял хуçалăх производство кооперативĕн ĕçченĕсем кăçал обществăлла выльăх-чĕрлĕх валли апат нихçанхинчен ытларах янтласа хăварас тĕллев лартнă. Чăнах та, вĕсем утă çине лайăх хатĕрленсе тухнă. Хальхи вăхăтра çак ĕç анлă сарăлса пырать.

“Нива” ял хуçалăх производство кооперативĕн ĕçченĕсем кăçал обществăлла выльăх-чĕрлĕх валли апат нихçанхинчен ытларах янтласа хăварас тĕллев лартнă. Чăнах та, вĕсем утă çине лайăх хатĕрленсе тухнă. Хальхи вăхăтра çак ĕç анлă сарăлса пырать.

Ку таранччен хуçалăхра 220 гектар çинчи курăксене çулнă. Вĕсене пухса кĕртес тĕлĕшпе КРН-2, 1 йышши роторлă икĕ косилкăпа, “Волга-2” агрегатпа, икĕ пресс-подборщикпа усă кураççĕ. Çапла вара 20 тонна утă, 360 тонна силос хывса хăварнă.

– Кăçалхи çанталăк выльăх апачĕ хатĕрлес ĕçре чăрмавсем кăларса тăратать, – теççĕ хуçалăх ертÿçисем. – Çапах та механизаторсем вăхăтăн кашни сехечĕпе усă курма тăрăшаççĕ.

Сăмах май, районти ытти хуçалăхсенче те “симĕс ĕç çи” хĕрсех пырать. Акă, “Коминтерн” ЯХПК 190 гектар çинче курăк çулнă, 100 тонна утă, 350 тонна силос янтланă. “Асаматра” 140 тонна утă, 550 тонна силос хатĕрленĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429043, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Испуханы
Телефон: 8(83551) 36-2-86
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика