Отдел образования администрации Янтиковского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çул-йĕр çинче йĕрке пултăр

01 июля 2008 г.

Патшалăхăн автоинспекцийĕн (ГАИ) ĕçне çĕршывра 1936 çулхи июлĕн виççĕмĕшĕнче йĕркеленĕ. Ун чухне асăннă инспекцин техосмотр тумалла тата регистраци ирттермелле, экзамен тыттармалла кăна пулнă. Çул-йĕр çинчи йĕркене ятарлă уйрăм пăхса тăнă.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçă пынă вăхăтра транспорт куçăмне йĕркелесе тăнисĕр пуçне пушарсене сÿнтерессипе, ишĕлчĕксем айĕнчен çынсене кăларассипе те ĕçленĕ ГАИ инспекторĕсем.
Аслă Çĕнтерÿ тунă хыççăн çарта пулнă техникăна кулленхи ĕçсене тума, вăрçă хыççăнхи йĕркесĕрлĕхе майлама хутшăнтарнă. Васкаварлă вĕреннĕ водительсене çул-йĕр правилисене хăнăхма çăмăл пулман. 50-мĕш çулсенче регулировщиксем çитмен, пуррисем те йывăррипе пăрахса кайнă. Авари пулнă тĕле çуран кайнă инспекторсем, хăйсен транспорт та пулман.
1961 çулта постра тăракансен жезлне аллисене тăхăнмалли сăран кунчасемпе улăштарса пăхнă. Малтанхи светофорсем ĕçлеме пуçласан, çул-йĕр милицийĕн ĕçĕ те чылай çăмăлланнă. Каярахпа ГАИре тăрăшакансене мототранспортпа, хăвăртлăха виçмелли приборпа тивĕçтернĕ, жезла тепĕр хут тавăрса панă.
Çулсем иртнĕ май автомототранспорт çĕнелсе нумайланнă, техникăн хăвăртлăхĕ те, паллах, улшăннă. Çавна май ГАИ ĕçченĕсен тимлĕхĕ те чылай ÿснĕ. Енчен те вĕсем ывăннине пĕлмесĕр вăй хуман пулсан, çул-йĕр çинчи лару-тăру тата йывăртарах пулнă пулĕччĕ.
Чăваш Енре ГАИ ĕçне 1937 çулхи октябрĕн 5-мĕшĕнче йĕркеленĕ. Районсенче те ĕçлеме пуçланă кĕçех çул-йĕр инспекторĕсем. Çулсем иртнĕ май вĕсен ĕç условийĕсем лайăхланса, автомототранспортпа çыхăннă инкексем пуласси чакса пынă. Темиçе çул каялла унăн ятне улăштарнă, çул-йĕр çинчи хăрушсăрлăхлă куçăмăн патшалăх инспекцийĕ (ГИБДД) теме пуçланă. Пирĕн районти çулсем çинчи йĕркешĕн тăрăшакан коллектива В.Походкин аслă лейтенант ертсе пырать. А.Васильев, И.Чумышев, В.Филиппов инспекторсем, А.Герасимов стажер хăйсен тивĕçĕсене аван пурнăçласа пыма тăрăшаççĕ. Вĕсене çул-йĕрĕн çамрăк инспекторĕсем те пулăшаççĕ. Тăвайри шкулта автомашинăпа çÿреме вĕрентекен Ю.Михайлов ку ĕçе чунĕпе парăннă. Вăл ачасене ку енĕпе чылай пĕлÿ парать. Юрий Витальевичăн вĕренекенĕсем районти тата республикăри “Хăрушсăр кустăрма” конкурссенче тăтăшах малти вырăнсене тухаççĕ. Çакăншăн ачасем Хура тинĕс хĕррине те канма кайса килнĕ. Кăçал та вĕсем хăйсен позицине никама та памарĕç. Районта çĕнтерÿçĕ пулса тăнă хыççăн, республикăри командăсем хушшинче иккĕмĕш пулчĕç. Д.Степанов, Р.Димитриев, О.Софронова тата И.Михайлова (Тăвай) ăнăçлă хÿтĕленĕ район чысне. Апла пирĕн çул-йĕр хăйсен çирĕппĕнех çăмăл мар ĕçне малалла тăсакансене шырамалла пулмĕ. Районти çул-йĕр çинче йĕрке яланах çирĕп пулĕ. Юлашкинчен ГИБДД уйрăмĕн ĕçченĕсене юбилейпе ăшшăн саламлатпăр, ĕçĕсенче ăнăçу сунатпăр. Тăвайри Ю.Михайлов вĕрентекенпе çул-йĕрĕн çамрăк инспекторĕсем те йышăнччăр çак ăшă сăмахсене.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Янтиково, пр. Ленина, 13
Телефон: 8 (83548) 2-15-41, 8 (83548) 2-14-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика