Отдел образования администрации Янтиковского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Татах каяс килет

01 июля 2008 г.

“Çăлтăр” ятлăччĕ Чутейри шкулти сывлăха çирĕплетекен лагерь. Эпир унта пурĕ 20 ача çÿрерĕмĕр. З.Иванова тата Е.Николаева воспитательсем, В.Шамбулин тренер пирĕн канăва интереслĕ ирттерме тăрăшрĕç. Тĕрлĕ спорт вăййисем, футболла выляма, гимнастика тума юрататтăмăр. Спортланди çĕршывне пиратпа (З. Иванова) пĕрле “карапсем” çине ларса кайса килтĕмĕр. Икĕ командăна пайланса тĕрлĕ ăмăртусенче тупăшрăмăр. Вырăс сăвăçи А.С.Пушкин çуралнă кунне те уявларăмăр. Юмахсенчи тĕрлĕ сăнарсем пулчĕç пирĕн патăрта хăнара. “Телейлĕ самант” вăйă та килĕшрĕ пире. Тĕрлĕ кăткăс ыйтусем çине хуравларăмăр. “Телейлĕ самант” тухсан, приз-шоколад илмелле. Анчах нихăшĕ те шоколад илесшĕн пулмарĕç. Кашни ыйтăва хуравланăшăн очко хушса параççĕ-çке. Шоколад пулсан очко çухалать.
Тройски умĕн хурăнлăхра “Шурă хурăн” уяв иртрĕ. Арçын ачасемпе хĕр ачасем вырăс тумĕсене (ĕлĕкхисене) тăхăнса уяв йăли-йĕркисене кăтартрĕç (хурăна тĕрлĕ хăюсемпе илемлетрĕç, хăналарĕç, пуç кăшăлĕ çыхрĕç). Уява хатĕрленсе тĕрлĕ юрăсем вĕренчĕç, хурăн çинчен сăвăсем, хайлавсем çырчĕç. Калав çырса М.Михайлова (3 кл.) мала тухрĕ, юмахпа – О.Цырульникова (4 кл.), В.Куприянова (3 кл.) 2 вырăна йышăнчĕ. Эпир шурă хурăн çинчен ÿкерчĕксем те ÿкертĕмĕр.
Çул çинчи хăрушсăрлăх çинчен те манмастпăр. Хăнана килнĕ Ашапатман-карчăка çул çинче мĕнле çÿремелли çинчен ăнлантартăмăр.
Асамат кĕперĕн тĕсĕсемпе çыхăннă ыйтусен конкурсĕ те питĕ килĕшрĕ пире. Е.Николаева ертсе пычĕ ăна. Доска çинче – 7 тĕслĕ шар. Юлашкинчен тĕрлĕ тĕслĕ çаврашкасенчен асамат кĕперĕ çыпăçтарса турăмăр.
Шăрăх кунсем пуçлансан пĕвене шыва кĕме çÿрерĕмĕр. Тинĕссен туррин, Нептун уявне ирттертĕмĕр. Пират пытарнă пуянлăха шырарăмăр. Тупма çăмăл пулмарĕ. Малтан картта пухмалла пулчĕ. Унтан пытарнă кĕленче ăшне хунă çырăва кăларса вулама тиврĕ. Унта пуянлăх ăçтине палăртнă. Эпир малтан ăшне шăмă хунă кĕленче тупрăмăр. Пират пирĕнтен куласшăн-ши; Нептун каланă тăрăх ку суя мул. Татах шырарăмăр. Тупрăмăр! Унта – пан улмисем! Пурин валли те çитрĕ. Шыв çинче тĕрлĕ вăйă вылярăмăр. Вутăш, Кикимора, шапасем выляттарчĕç вăйăсене. Нептун хăйĕн патшалăхне хăнана йыхăрчĕ. Киленсех шывра шăмпăлтатрăмăр, В.Шамбулин ишме вĕрентрĕ.
Шашкăлла выляса арçын ачасенчен Е.Петров çĕнтерчĕ, иккĕмĕшне Р.Петров тухрĕ, 3-мĕш вырăна – С.Яклашкинпа И.Юркин пайларĕç. Хĕр ачасенчен 1 вырăна Т.Походкина йышăнчĕ.
Лагерь пуçлăхĕ Н.Александров тата Л.Белова, Л.Антонова поварсем пире тутлă çитерме тăрăшрĕç.
Лагерьте “Караокепе” юрăсем юрлама вĕрентĕмĕр, ташăсем, кино куртăмăр.
Смена вĕçленес умĕн концерт лартрăмăр. Юлашки кун... Уйрăлу.... Кăвайт тавра çаврăнса юрăсем юрларăмăр.
18 кун хушшинче тĕрлĕ вăйăсемпе ăмăртусенче, конкурссенче çĕнтерсе мала тухнисене Хисеп грамотисемпе чысларĕç.
Пире лагерь пурнăçĕ питĕ килĕшрĕ. Тепĕр çулне татах çÿрĕпĕр унта.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Янтиково, пр. Ленина, 13
Телефон: 8 (83548) 2-15-41, 8 (83548) 2-14-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика