Александровский территориальный отдел Комсомольского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ÇĔНĔСĔНТĔРСЕМ ЯЛ ЮБИЛЕЙĔНЧЕ САВĂНЧĔÇ

16 июля 2008 г.

Районта Октябрьти Аслă революци хыççăн пуçланса кайнă ялсем те чылай. Вĕсенчен пĕри — Çĕнĕ Сĕнтĕр ялĕ. 1928 çулта Кивĕ Сĕнтĕрти çемьесен пĕр пайĕ çĕнĕ çĕре куçса ларма кăмăл тунă. Унтанпа шăпах 80 çул çитрĕ. Çак юбилее кунта пурăнакансем, хăнасем июлĕн 12-мĕшĕнче анлăн паллă турĕç.

Уява «Родина» хресченпе фермер хуçалăхĕн ертÿçи Анатолий Потемкин уçрĕ. Ял çыннисене Питрав тата ялăн çуралнă кунĕ ячĕпе ăшшăн саламларĕ. Çавăн пекех салам сăмахĕсемпе район администрацийĕн культура пайĕн начальникĕ Василий Васильев, чăваш халăх поэчĕ, «Кĕтне» ентешлĕхĕн председателĕ Валери Туркай, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Семен Игнатьев фотограф тата ыттисем сцена çине тухрĕç, парнесем пачĕç.

Çĕнĕ Сĕнтĕр ялĕ йĕркеленсен кунта «Красное Сормово» колхоз туса хунă. Халь хуçалăх «Родина» ятлă. Хастар вăй хунăшăн, ĕçри çитĕнÿсемшĕн чылай ĕçчен хаклă парне, Хисеп грамоти илме тивĕç пулчĕ. Уява йĕркелекенсем ялпа пĕр çулти, 80-ри, çынсем çинчен те манман. Мария Ивановна Конторскаяна, Нина Афанасьевна Потемкинана тата Анастасия Ивановна Тарасовăна та ял-йыш юбилейĕсем ячĕпе саламларĕ.

Ял кунне Çĕнĕ Сĕнтĕрте иртнĕ çул пуçласа ирттернĕ. Малашне Питрав уявĕнче кашни çулах пĕрле пухăнса савăнас шухăшлă ял çыннисем. Паллах, хăна кĕтекен хуçа пирваях хăйĕн хуçалăхне тирпейлет. Урамсемпе тăкăрлăксене çÿп-çапран тасатнă, умри картисене сăрланă. Тата ялта уяв умĕн «Чи тирпейлĕ кил-çурт» смотр-конкурс йĕркеленĕ. Н.И.Кошкин, Л.Т.Архипова, П.Я.Филиппов хуçалăхĕсем çак конкурсра çĕнтерÿçĕсем пулса парнесене тивĕçрĕç.

Уяв концерчĕн программи те пуян пулчĕ. Сцена çине вырăнти художество пултарулăх коллективĕ, кÿршĕ ялсенчи артистсем, уйрăм юрăçсем те тухрĕç. Валерипе Александр Тарасовсем, Валерий Ванюркин шăрантарнă юрăсем куракансен кăмăлне хăпартлантарчĕç. Çемье ансамблĕсем те хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. Çамрăк хĕрсем акăшсем пек илемлĕ ташларĕç. Хаваслă кĕвĕ-çемĕ шăраннă май куракансем те чăтса тăраймарĕç, сцена çинчи артистсемпе пĕрле юрларĕç, ташларĕç.

Аякрах та мар вара 5 хуранпа така шÿрпи пĕçерчĕç. Техĕмлĕ те тутлă шÿрпепе, чăвашăн кăпăклă сăрипе пурне те сăйларĕç çĕнĕсĕнтĕрсем. Лавкка-магазинсем хăйсен таварне сĕнчĕç. Ялти ал ĕç ăсти-хĕрарăмсен тĕррисенчен курав йĕркеленĕ. Çыхнă, тĕрленĕ, чĕнтĕрленĕ япаласем куçа илĕртсе тăчĕç.

Яш-кĕрĕм спорт вăййисенче вăй виçрĕ. Арçынсем кире пуканĕ йăтрĕç, чăвашла-пушкăртла кĕрешрĕç. Хĕрарăмсем пĕрене çинче ларса пĕр-пĕрне михĕпе çапса ÿкермелле тупăшрĕç, канат туртрĕç. Куракансем вара вĕсене хавхалантарса тăчĕç.

Каçхине Кивĕ Сĕнтĕре чăваш эстрада юрăçисем концертпа килсе çитрĕç. Чăваш халăх артисчĕ Вячеслав Христофоров тата «Янра, юрă!» ушкăн, Оксана Ласточкина хаваслă юрăсемпе савăнтарчĕç. Программăна Вячеслав Оринов питĕ лайăх ертсе пычĕ. Уяв фейерверкĕ таврари ялсенче те илтĕнсе тăчĕ пуль.

Çавăн пек пысăк, çутă праçник туса панăшăн ял çыннисем «Родина» хресченпе фермер хуçалăхĕн дирекцине, культура ĕçченĕсене чĕререн тав турĕç.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429152, Чувашская Республика, Комсомольский район, д. Александровка, ул. Комсомольская, д.176
Телефон: 8(83539) 46-2-21, 8(83539) 46-3-00
Факс: 8(83539) 46-3-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика