Испуханский территориальный отдел Красночетайского муниципального отделаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Марина Мокрована – хаклă парне

18 июня 2008 г.

Кăçалхи июнĕн 10-11-мĕшĕсенче Елчĕк районĕнчи “Прогресс” хупă акционерла обществăра машинăпа ĕне сăвакансен XXIX тата выльăхсене искусственнăй майпа пĕтĕлентерекенсен XXVII республикăри конкурсĕсем иртнĕ. Çак тупăшăва Республика Кунне халалланă.

Пирĕн район чысне “Коминтерн” производство кооперативĕн Трапайри комплексĕнчи Марина Мокрова операторпа “Нива” ЯХПК-н Карăкçырминчи ĕне ферминчи Елена Жукова осеменатор хÿтĕленĕ. Çак чыса вĕсем районти ăмăртура çĕнтерсе тивĕçнĕ.

Кĕрешÿ пуçланнине пĕлтерекен Ялава пĕлтĕрхи XXVIII конкурс чемпионки “Коминтерн” хуçалăхри ĕнесене машинăпа сăвакан Роза Зосимова оператор çĕкленĕ.

Ăмăрту çивĕч иртнĕ. Кĕрешĕве Чăваш Енри ял хуçалăх предприятийĕсенчи машинăпа ĕне сăвакан чи лайăх 22 оператор хутшăннă. Конкурс пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх “Çамрăксем хушшинче машинăпа ĕне сăвакан ăста” номинацире М.Мокрова пĕрремĕш вырăна тухнă. Ăна çĕнтерÿ тунă ятпа Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин Тав çырăвĕпе тата хаклă парне – тĕрлĕ тĕслĕ кăтартакан телевизор парса чыс тунă.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429043, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Испуханы
Телефон: 8(83551) 36-2-86
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика