Отдел образования администрации Янтиковского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăвай артисчĕсем те хутшăнаççĕ

20 июня 2008 г.

Республика кунĕнче Шупашкарта, Йĕпреçре, районти ялсенче иртекен мероприятисенче пирĕн артистсем те хăйсен пултарулăхне кăтартĕç. Акă, çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче ачасен юрă пултарулăхĕн республикăри фестиваль-конкурсĕн лауреачĕ Катя Арапова, “Тайна” ансамбль (ача-пăча искусствăсен шкулĕнчен) Шупашкар хулинчи Хĕрлĕ лапамра “Чи хаваслă кун” тата “Ой, чăн та мар-и çав“ юрăсене шăрантарĕç.
Районти купăсçăсем тата “Тăвай Ен” ансамблĕ “Лакрей вăрманĕ” культурăпа канăвăн тĕп паркĕнче, “Мега Молл” суту-илÿ çурчĕ умĕнчи вырăнта уяв концерчĕсене хутшăнаççĕ. Çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче çак икĕ ансамбль Йĕпреç поселокĕнче 2 концерт парать.
Пирĕн артистсене республика тулашĕнче иртекен уявсене кайма та йыхрав килнĕ. Сăмахран, Тăвай районĕ Кемĕр облаçĕпе нумайранпа тачă çыхăну тытать. Кăçал Прокопьевск районĕнчи Михайловка ялĕ 100 çул тултарать. Пĕтĕм Кузбасри Чăваш культура центрĕ юбилее уявлама Тăвай район ертÿçисене, артистсене чĕнсе янă.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Янтиково, пр. Ленина, 13
Телефон: 8 (83548) 2-15-41, 8 (83548) 2-14-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика