Урмаевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » АКА ХЫÇÇĂН САВĂНАР САБАНТУЙРА

04 июня 2008 г.

Çулсерен ака-суха ĕçĕсене вĕçленĕ хыççăн чăвашсем Акатуй, тутарсем Сабантуй уявне ирттернĕ. Çак йăлана паянхи çынсем те тытса пыраççĕ. Пыраççĕ çеç мар, чун-чĕре каниччен савăнаççĕ, хавхаланаççĕ. Мĕншĕн хурланмалла; Мĕн акни-лартни шăтса тухнă. Каçхи сивĕсем хăратнă пулин те уй-хирсем, уйрăм çынсен анкартисем симĕс тумпа витĕннĕ. Ял халăхĕн кăмăл-туйăмне пĕлсех-тăр, çак кун çумăр çусах тăчĕ. Вăл çĕр ĕçченĕсемшĕн чи хаклă парне пулчĕ. Çумăр пулсан, витерсе çусан, тухăç пулатех.

Майăн 31-мĕшĕнче Урмаел ял халăхĕн ирхине ирех савăнăçлă кăмăл-туйăм пулчĕ. Хавасланмасăр мĕнле чăтăн; Унта республикăри тутарсен V-мĕш наци уявĕ Сабантуй иртет-çке. Урмаелсем, хаклă хăнасем ирхине 8 сехет тĕлнеллех уяв иртекен вырăна çул тытрĕç. Сабантуй вырăнĕ хатĕр ĕнтĕ. Вăл хăнасене, уява ирттерме, савăнас текенсене кĕтсе илме хапăл. Хăнасем тенĕрен, вĕсем йышлă. Республикăри тутарсен V фестивалĕ иртнĕ май, кунта районтан çеç мар, республикăри нумай районпа хуларан, Тутарстан Республикинчен, çĕршывăн тĕрлĕ хулисемпе облаçĕсенчен хăнасем килсе çитнĕ. Килсе çитнĕ тени çеç мар-ха, хăшĕ-пĕри хаклă парнепе килнĕ. Парнесем вара тĕрлĕрен. Сăвă-юрă, ташă, шÿтсем мĕншĕн ял халăхне, Сабантуя пухăннă çынсен кăмăлне каймĕç. Парне çакă мар-шим вĕсемшĕн; Çумăр лÿшкесе тăчĕ пулсан та халăх саланмарĕ. Вĕсене саламлама, ырлăх-сывлăх, телей сунма ЧР Президенчĕ Н.Федоров килнĕ. Хаклă хăнасем татах та пур. Чăваш Республикинчи мусульмансен муфтийĕ Альбир-хазрат Рифкатович Крганов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, «Чувашрегионгаз» тата «Чувашсетьгаз» ООО генеральнăй директорĕ К.С.Мифтахутдинов, ЧР Гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру патшалăх комитечĕн председателĕ В.Н.Петьков, Тутарстан Республикинчи Алькеево район пуçлăхĕ Ф.М.Давлетшин, Патăрьел район пуçлăхĕ Н.И.Глухов ăшă кăмăлтан уява пухăннисене саламлама килнĕ. Н.Федоров Президент Урмаелĕнче чăннипех те пуçаруллă, хастар çынсем пурăннине палăртрĕ. Вĕсем патшалăхăн ырă енĕсене тытса пыни пысăк пĕлтерĕшлине тĕслĕхсемпе илсе кăтартрĕ. Малашне те ку енĕпе ĕçлеççĕ. Çакă пархатарлине палăртнă президент. Пирĕн правительство ку енĕпе малашне те тăрăшасшăн. Уйрăмах ĕçре палăрнисене вăл тĕрлĕ наградăсем пачĕ. «Труд» ял хуçалăх кооперативĕн механизаторĕ М.Алимов тата районти искусство шкулĕн директорĕ Ф.Гибатдинов Тав çырăвĕсене тивĕçнĕ. ЧР Президенчĕ «Алга» ял хуçалăх предприятийĕн дояркине Ф.Азизовăна, çак хуçалăхри З.Диканеев водителе парнесĕр хăвармарĕ. «Нур» ял хуçалăх производство кооперативĕн тĕп бухгалтерĕ М.Зимакова та наградăна ил чĕç.

Уяв сцени çинче юрă-ташă чылайччен пулчĕ. Кунта тутар кĕвви-сăввисем çеç мар, чăваш, вырăс юррисем те янăрарĕç. Алькеево районĕнчен килнĕ артистсен пултарулăхĕ куракансен кăмăлне кайрĕ. Тутарстан Республикинчен килнĕ В.Усманов артист тухсан пурте тăвăллăн алă çупса ячĕç. Вăл çеç мар, вырăнти «Мишар», ялсенчи художество пултарулăх ансамблĕсем, уйрăм çынсем хăйсен ăсталăхне кăтартни мĕне тăрать. Пур, пур пирĕн тăрăхра талантлисем, ăстисем, пултарулли- сем!

Вăй-хал енчен çирĕпписем вăрăм шалча тăрăх улăхас, ми-хĕпе çапăçас, ал вăйне виçес енĕпе тупăшрĕç, канат туртрĕç. Кĕвентепе шыв йăтса чупса ăмăртасси те хăйнеевĕрлĕхпе палăрчĕ. Уявра тата ытти енĕпе те хăйсен ăсталăхне тĕрĕс-лерĕç. Ăмăртура яланах хастаррисем çĕнтереççĕ. Вĕсем кашниех хаклă парнене тивĕçрĕç.

«Кĕрешÿ» наци кĕрешĕвĕнче абсолютлă чемпион ята тата такана Тутарстан Республикинчен килнĕ хăна çĕнсе илчĕ. Кунта тĕрлĕ çĕртен килнĕ кĕрешÿ-çĕсем тупăшнине кура вăл татах та илем кÿчĕ.

Спорт ăмăртăвĕсенче ăçта, кам мала тухнине çырса та, каласа та тухма çук пулĕ. Куракансем хавхалантарса пычĕç, ăмăртакансем мĕн май килнĕ таран тупăшрĕç.

Сабантуй уявне хатĕрлекенсем тăрăшнă. Çакна уява килнисем те палăртрĕç. Уйрăм предпринимательсем те, организацисем те суту-илÿ турĕç. Кирек мĕнле тавара та туянма май пулчĕ.

Савăнчĕç, кăмăла кайиччен канчĕç çынсем республикăри тутарсен V Сабантуйĕнче.

Çитес çул вăл Патăрьел районĕнче иртĕ. Район пуçлăхĕ Г.Волков асăннă район пуçлăхне Н.И.Глухова Сабантуй ялавне пачĕ.

Малалла ĕçпе пĕрлех район çыннисене татах та уявсем кĕтеççĕ. Уявсем тенĕрен, пирĕн тăрăхра пурăнакан чăвашсем, тутарсем, вырăссем тăрăшса ĕçлесе тухăçлă тырпул, тымар-çимĕç, пахчаçимĕç çитĕнтерме те, выльăх-чĕрлĕх продукчĕсем туса илме те пултараççĕ. Çав вăхăтрах уявсем ирттерсе чун каниччен савăнаççĕ. Июнĕн 12-мĕшĕнче районта Акатуй уявĕ иртет. Июнĕн 24-мĕшĕнче вара Шупашкарта, Муркаш, Йĕпреç районĕсенче пĕтĕм халăх Республика кунне паллă тума пуçтарăнать.

Ĕçлесессĕн тăрăшса, кăмăл пур уявра савăнма.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

   
 

 

Система управления контентом
429153 Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Урмаево, ул.Центральная, д.51
Телефон: 8(83539) 34-2-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика