Александровский территориальный отдел Комсомольского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЮРРА-ТАШША ĂСТА

05 апреля 2008 г.

Александровка ял поселенийĕнче пурăнакан ачасем вĕренÿре маттур, юрра-ташша ăста. Талантлисене палăртас тесе çак кунсенче Александровка культура çуртĕнче пĕчĕк ачасем хушшинче «Икĕ çăлтăр» эстрада юррисен конкурсĕ иртрĕ.

Ачасен пултарулăхне ял поселенийĕн пуçлăхĕ В.Ф.Волков, районти ача-пăча искусство шкулĕн директорĕн çумĕ Л.А. Петрова тата Çĕнĕ Сĕнтĕр почтальонки В.П.Тарасова жюри членĕсем хакларĕç.

Конкурса Киров поселокĕнчен килнĕ хăнасем, Надия Абиновăпа Максим Григорьев уçрĕç. Çак ялти Иван Филипповпа Сергей Никифоров «Волшебник недоучка» юрра шăрантарчĕç. Настя Филипповăпа Катя Иванова «Шансамччĕ» юрă парнелерĕç.

Çĕнĕ Сĕнтĕр пикисем, Таня тата Катя Тарасовăсем, хăйсен репертуарне «Солнышко в руках» юрра кĕртнĕ. Хырай Ĕнелĕн маттур чиперккисем Юлия Бариновăпа Юлия Зайцева куракансене «Детство» юрă парнелерĕç.

Александровка ялĕнчи пĕртăван Ланăпа Любовь Пудовкинасем «Чарăн, каччă» юрăпа курса ларакансен чĕрисене тыткăна илчĕç. Надежда Петрушкинапа Юлия Алексеева «Урокра» юрă шăратрĕç. Юля Алексеевăпа Антон Поляков вара Юрий Шатунов репертуарĕнчи «Детство» юрра юрларĕç. Алена Зайцевăпа Алена Павлова «Çăлкуç» юрăпа савăнтарчĕç. Наташа Воробьевăпа Самат Галляутдинов чи пĕчĕк юрăçсем пулчĕç. Вĕсем «Маленькая страна» юрра питĕ çепĕç те илемлĕн шăрантарчĕç.

Пĕчĕк юрăçсем сцена çинче хăйсене чăн-чăн артистсем пекех тытрĕç. Конкурсра тупăшса, ачасем ăсталăхне кăтартрĕç. Кашниех илемлĕ, маттур, пултаруллă.

Лена Пудовкина «Золотая свадьба» юрăпа конкурса вĕçлерĕ. Жюри членĕсем конкурса пĕтĕмлетрĕç. 3-мĕш вырăна Александровка ялĕнчи Наташа Воробьевăпа Самат Галляутдинов тухрĕç. Малти вырăнсене Александровка ялĕнчи Алена Зайцевăпа Алена Павлова, Çĕнĕ Сĕнтĕрти Таньăпа Катя Тарасовăсем тивĕçлĕ пулчĕç.

Конкурса хутшăннисене парнесем, грамотăсем парса чысларĕç. «Ачасен эстрада юррисен конкурсне кашни çулах ирттермелле»,— терĕç курса ларакансем. Çакна шута илсе, культура ĕçченĕсем тепĕр çул та март уйăхĕнче конкурс йĕркелесси пирки пĕлтерчĕç.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429152, Чувашская Республика, Комсомольский район, д. Александровка, ул. Комсомольская, д.176
Телефон: 8(83539) 46-2-21, 8(83539) 46-3-00
Факс: 8(83539) 46-3-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика