Отдел образования администрации Янтиковского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕсем Мускавра вĕренеççĕ

31 марта 2008 г.

Вĕсем Мускавра вĕренеççĕ:

Андрей математик пуласшăн

Пурнăç нихăçан та пĕр вырăнта тăмасть. Вăл малаллах аталанать. Кашни саманан хăйĕн лайăх енĕсем пулнипе пĕрлех йывăрлăхĕсем те пур. Çавăнпа тепĕр чух ватăрах е çулланнă çынсем хальхи çамрăксене пĕр пĕтĕмĕшле ÿпкевлĕ эпитетпа сăнланипе "...ĕçлеме ÿркенеççĕ ...çăмăлттай ...ватăсене хисеплемеççĕ ... кăнттам тата ыт.те" килĕшесех килмест. Пурнăçра идеалсем пулмаççĕ, тĕнче хире-хирĕçлĕхĕсенчен тăрать, тен, пурнăç çавăнпа кăсăклă та?

Паянхи çамрăксем хушшинче те харсăр чун-чĕреллĕ, ĕçчен, ăслă-тăнлă, ырă кăмăл-туйăмлă, вĕçĕм малашлăха ăнтăлакан çамрăксем пур. Çак шухăша пĕр-икĕ тĕслĕхпе çирĕплетсех парасшăн.

Акă Тăвайра çуралса ÿснĕ Андрей Албутов. Кăçал июльте 20 çул тултарать. Икĕ çул каялла Тăвайри вăтам шкултан ылтăн медальпе вĕренсе тухнă. Ашшĕне те, амăшне те нумайранпа пĕлетĕп. Петр Андреевич васкавлă пулăшу уйрăмĕнче водительте ĕçлерĕ. Чире пула вăхăтсăр çĕре кĕчĕ. Çавăнпа та тăлăха тăрса юлнă ачисене Валентина Георгиевнан ура çине тăратма тиврĕ. Валентина Георгиевна 30 çул ытла районти тĕп больницăра медсестрара ĕçлет. Пирвай сурансене çыхакан кабинетра тăрăшрĕ, халĕ, чылайранпа, процедура сестри. Ĕçĕ çăмăлах мар, кăткăс, анчах хăй ăна килĕштерет. Стационарта выртса сипленнисем те Валентина Георгиевнан алли çăмăл пулнине пĕлеççĕ, ăна ырăпа кăна аса илеççĕ. Çынсен асапне чĕрене çывăх илнĕшĕн те кăмăллаççĕ ĕнтĕ ăна.

Андрей те характерĕпе ашшĕ пек лăпкă, амăшĕ пек тÿсĕмлĕ. Шкулта çăмăллăн, кăсăкланупах вĕренчĕ вăл. 7 класс хыççăн Шупашкара Лебедев ячĕллĕ лицее вĕренме кĕчĕ. Амăшĕ хистенипе икĕ çултан каялла Тăвайне таврăнчĕ, лицей класра вĕренме тытăнчĕ. Математикăпа физика унăн чи юратнă предмечĕсем пулса тăчĕç. Вĕсемпе вăл республикăри олимпиадăсене хутшăнчĕ. Хăйĕн пĕрремĕш учительне Валентина Васильевна Лабзинана, Светлана Ивановна Васильевапа Мария Егоровна Николаева математиксене, Елена Гавриловна Скворцова физика чи ăшă туйăмсемпе аса илет çамрăк. С.Васильева хăй те Албутовсен класне çав тери ырлать, Андрейпе Александр Сучкова – уйрăмах.

–Андрее эпĕ 5-7 тата 9 классенче вĕрентнĕ. Çав тери тĕллевлĕ, пуçтарăнчăк ачаччĕ, вăхăта пĕр минут та сая ямастчĕ. Программăра çук йывăртарах задачăсене мĕн чухлĕ шутлаттарман-ши ăна? Килтен кĕнекесем илсе кайса хушма заданисем параттăм, разборсем тутараттăм, – тет Светлана Ивановна. Çавăнпа ĕнтĕ 11-мĕш класра вĕренекен Андрей Албутов алла аттестат иличчен 2-3 уйăх маларах республикăри математика олимпиадин результачĕсем тăрăх Мускаври Халăхсен Туслăхĕн университечĕн студенчĕ пулса тăчĕ темелле. Тата вĕренме те чи йывăр çĕре – физикăпа математика тата çутçанталăк ăслăлăхĕн факультетне кĕчĕ.

–Вĕренме, вăхăт нумай кирлĕ пулсан та, килĕшет. Вăйлă преподавательсем патĕнче вĕренме те интереслĕ. Акă В.Савчин профессор, ученăй-секретарь, 3 ют чĕлхе пĕлет, ăна матанализпа экзамен патăмăр. Пирĕн пулас специальность – прикладной математика, информатика – ĕç рынокĕнче яланах кирлĕ. Диплом илме çăмăл мар. Кашниех тÿсеймест, чылайăшĕ 2-3 эрне вĕренсе пăхсанах пăрахать. Кĕнисенчен 50 проценчĕ пăрахса каять е урăх çĕре куçать, – каласа панăччĕ мана Андрей, хĕллехи сесси хыççăн тăван киле таврăнсан.

Вăл малтан Мускав патшалăх университетне кибернетика енĕпе е Бауман ячĕллĕ института вĕренме кĕме ĕмĕтленнĕ. Университета ĕлкĕреймен, ăна Халăхсен Туслăхĕн университетне сĕннĕ те – вăл килĕшнĕ.

Йывăр пулсан та, çамрăкăн ĕçсем ăнăçсах пыраççĕ. Пĕлĕве çĕнĕ системăпа хаклаççĕ. Семестр тăршшĕнче студентсем коллоквиумсене, конференцисене хутшăнаççĕ, балсем, рейтинг пухаççĕ. Зачетсемпе экзаменсене вăл йĕркеллех парать. Тульккăш факультетра пĕр отличник та çук, терĕ Андрей. Чăн та, унăн хăйĕн те “3” паллăсем çук, “пиллĕксем” ытларах, анчах физматра “отличник” пулма йывăрах пуль çав.

Пирвайхи çулне вĕсене акăлчан чĕлхине эрнере 22-24 сехет вĕрентнĕ. Ку ĕнтĕ нулевой курс шутланать, ют чĕлхене лайăх пĕлни пулас специалистшăн çав тери пĕлтерĕшлĕ. 4 çул вĕреннĕ хыççăн бакалавр ятне параççĕ, магистра 6 çул вĕренмелле. Çавăн хыççăн наукăна малалла çул уçма май пулать. Андрейăн та ĕмĕтсем пурах ĕнтĕ, анчах хальлĕхе унăн çак çулсене чăтса тухмалла. Ял ачишĕн, килтен пысăк пулăшу кĕтмелли çук-тăк, çакă пĕрре те çăмăл мар. Çавăнпа та унăн канмалли кунсенче пĕр кунлăх ĕç шырама, каникулсенче стройкăсенче ĕçлеме тивет.

Хăшпĕрисем шутлаççĕ пуль, Андрей наукăсăр пуçне урăх нимĕн те пĕлмест тесе. Йăнăшаççĕ. Андрей вăтам шкултах спортпа туслă пулнă, “Зарница”, “Орленок” çарпа спорт вăййисене хутшăннă. Çуран чупма, футболла, баскетболла выляма юратнă, кире пуканĕ çĕклекенсен секцине çÿренĕ. Физкультурăпа спорт валли халĕ те вăхăт тупма тăрăшать. Эрнере виçĕ хутчен спортзалра пулать, футбола та манмасть. Иртнĕ çул, ав, 1000 метра чупассипе университетра мала тухрĕ.

Студент общежитире пурăнать. Пÿлĕмре – виççĕн: Брянск каччи, Египетран стажировкăна килнĕ преподаватель "малтанхи çулсенче Бангладешран килнĕ аспирантпа пĕрле пурăннă". Илемлĕ литература вулама вăхăт çитмест, библиотекăра ытларах ларма, наука кĕнекисене “кăшлама” тивет. Анлă пĕлÿ параççĕ студентсене 6 çулта. Вĕсем социологипе те, философипе те, культорологипе те паллашаççĕ, Тăван çĕршыв историне те вĕренеççĕ.

Юлташ нумай унăн, Андрейпа хутшăнма çăмăл. Вăл уçă кăмăллă, сăпай каччă. Чăвашран килнĕ ытти вĕренекенсемпе, Шупашкарта лицейра пĕрле вĕреннĕ юлташĕсемпе тĕл пулать. Вăрмар районĕн каччипе, ав, спорт тренировкинче паллашрĕ. Шел, студентсем хушшинче ентешлĕх çук. Халĕ унпа пĕр университетрах экологи факультетĕнче Светлана Кузьмина, дизайнпа технологи университетĕнче Кристина Владимирова "иккĕшĕ те Тăвайран", инженерипе экологи университетĕнче Татьяна Турханова "Чÿкçырми" вĕренеççĕ. Тăвайри вăтам шкулти лицей класран вĕренсе тухнă 3 хĕр иртнĕ çул Мускаври аслă шкулсене вĕренме кĕнĕ. Çакă вăл тăрăшуллă ĕçĕн "вĕренÿ те çамрăксемшĕн ĕçех" паха çимĕçĕ, шкулăн, унта вĕрентекенсен мухтавĕпе чапĕ.

Кристина – пулас инженер-технолог конструктор

–Малтанхи çулсенче Кристина вăтам шкул хыççăн хăй кам пулассине, мĕне вĕренессине уççăнах суйласа та илменччĕ. Эпĕ ăна медицина енĕпе вĕрентме ĕмĕтленеттĕм. Анчах Светлана Васильевна Захарова ирттерекен технологи урокĕсене килĕштерсе пăрахрĕ те çак предметпа кăсăкланса кайрĕ. Олимпиадăсене хутшăнма тытăнчĕ, малти вырăнсем йышăнчĕ. Тамбова Пĕтĕм Раççейри олимпиадăна кайса килчĕ, тăваттăмĕш вырăна юлнăшăн макăрчĕ те, çавах та хăйĕн ĕмĕтĕнчен пăрăнмарĕ. Ашшĕ те витĕм кÿчĕ пулас. Çавăнпа та Мускаври патшалăх дизайнпа технологи университетне "академине" суйласа илчĕ, – каласа парать Кристина Владимирован амăшĕ Ольга Алексеевна. –Халиччен хамăртан хăпса курманскерне йывăр та пулчĕ пуль пысăк хулара малтанхи вăхăтра. Пăрахса килесрен те шиклентĕмĕр. Çавах та хăнăхса çитрĕ пулас.

–Вĕренме çав тери интереслĕ. Пĕтĕм тĕнчипе паллă модельерсемпе В.Зайцевпа, В.Юдашкинпа тĕл пулатпăр. Ушкăнра 23 çамрăк вĕренетпĕр, вĕсенчен иккĕшĕ кăна каччăсем. Питĕ туслă, тăрăшуллă пирĕн ушкăн. Пуçа каçăртакансем çук, сăпай. Чăвашсемпе тĕл пулса чунтан калаçатпăр. Канаш хĕрĕпе пĕр курсра эпир. Шупашкартан 2 хĕр пур. Хальлĕхе тĕп предметсене вĕренетпĕр. Вĕсенчен пĕри – аслă математика. Ÿкерме, композицисем, проектсем тума хăнăхатпăр. Тĕрлĕ специалистсене хатĕрлеççĕ. Эпĕ инженер-технолог, çĕвĕ производствин конструкторĕ пулма хатĕрленетĕп, – тет Кристина.

Специальноçне кура унăн модăпа вĕçĕм интересленмелле, çавна май театрсене, парксене, музейсене, тĕрлĕ тусовкăсене çÿреме тивет. Кристина çакна хаваспах тăвать. Унта такама та куратăн, такама та итлетĕн. Третьяковка галерейи вăл вĕренекен университетран виçĕ утăмра тенĕ пек. Университетра мюзикл, ташă кружокĕ, мода шкулĕ ĕçлеççĕ, хăйсен “çăлтăрсен фабрики” пур. Пушă вăхăта темле те ирттерме пулать, анчах Кристинăшăн чи пĕлтерĕшли – вĕренÿ. Пĕтĕм вăхăта вăл минутсем тăрăх пайласа тухать. Сессисене хальлĕхе йăлт “5” паллăсемпе кăна парса пырать, пысăклатнă хушса тÿлекен стипенди илет. Хăйсене паллă академиксем, профессорсем вĕрентнишĕн савăнать, вĕсенчен ытларахăшĕ хăй вăхăтĕнче М.В.Ломоносов ячĕллĕ Мускаври патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнă, тарăн пĕлÿ илнĕ специалистсем. Кристина вĕренекен университетра çĕршывăн тĕп экономисчĕ Герман Греф, çĕршывĕпе паллă ытти çынсем вĕреннĕ. Пулас професси пурнăçра куллен кирлĕ, çавăнпа та Кристинăн пысăк малашлăх.

Вĕсене эрнере 5 кун кăна вĕрентеççĕ. Çавăнпа та унăн пушă вăхăт тупма пулатех. Ăна вара каллех вĕренÿшĕн усăллă ĕçпе çыхăнтармалла, артистсем, писательсем хушшинче пулмалла. Кристина вара пурнăçра темпе те интересленет. Илемлĕ литература, поэзи – уншăн чун апачĕ. Уйрăмах Марина Цветаева, Сергей Есенин пултарулăхне килĕштерет. Хăй те сăвăсем çырса пăхать, анчах хальлĕхе çынна кăтартмасть.

Пĕр сăмахпа, паянхи çамрăксем хушшинче тулли пурнăçпа, ырă ĕмĕтсемпе пурăнакансем, тăвалла, çавах малалла утакансем сахал мар пирĕн. Вĕсем ÿссе çитĕнекен ăрушăн çутă тĕслĕх пулма тивĕçлĕ. Ăнăçу сунар вĕсене пурнăçăн анлă ишевĕнче.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Янтиково, пр. Ленина, 13
Телефон: 8 (83548) 2-15-41, 8 (83548) 2-14-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика