Александровский территориальный отдел Комсомольского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ТĔРЛĔ ЫЙТУ СỸТСЕ ЯВРĔÇ

19 марта 2008 г.

Иртнĕ çула пĕтĕмлетсе Александровка ял поселенийĕнчи кашни ялтах граждансен пухăвĕсем иртрĕç. Март уйăхĕн 14-мĕшĕнче Киров поселокĕнче пурăнакансем те пухăва йышлăн пухăнчĕç. Чи малтанах Александровка ял поселенийĕн пуçлăхĕ В.Ф.Волков тухса калаçрĕ, пурнăçланă ĕçсемпе, малашнехи тĕллевсемпе туллин паллаштарчĕ. Ял урамне çул сарасси пирки хускатнă ыйтăва пур те пĕрле сỹтсе яврĕç. Поселени пуçлăхĕ патне те ыйту чылай пулчĕ. Кашнинех хумхантараканни пур. Клуб-музей заведующийĕ И.В.Григорьева тухса калаçрĕ. "Хамăр ялсем пĕлĕшсем", "Таньăн ỹкерчĕкĕсем", "Ал ĕçĕсен выставки" куравсемпе ял халăхĕ интересленсех паллашрĕ. Сăн ỹкерчĕксен выставкине йĕркелеме Н.К.Скворцов нумай пулăшрĕ. Выставкăна ачасем ăсталанă ĕçсенчен йĕркеленĕ. Кунта тăмран хатĕрленĕ кĕлеткесем те, тĕкрен, улăмран тунă чечексем те пур. Пухура район больницин инфекци уйрăмĕн тухтăрĕ Н.Н.Михайлова, социаллă хỹтлĕх пайĕн ĕçченĕ Н.Н.Зайцева, районти пенси фончĕн специалисчĕ М.В.Шашкина, район администрацийĕн ĕçĕсене пурнăçлаканĕ Ю.В.Скворцов сăмах илчĕç, ыйтусем çине туллин хуравларĕç. Ялта пурăнакансене хумхантаракан ыйтусем вара сахал мар пулчĕç.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429152, Чувашская Республика, Комсомольский район, д. Александровка, ул. Комсомольская, д.176
Телефон: 8(83539) 46-2-21, 8(83539) 46-3-00
Факс: 8(83539) 46-3-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика