Алдиаровский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕрентекенĕн чыс-сумĕ – ачасенче

07 марта 2008 г.

Çак кунсенче Эльпуç шкулĕнче математика вĕрентекен Надежда Николаевна Игнатьева 55 çул тултарчĕ. Вăл 34-мĕш çул Эльпуç шкулĕнче ĕçлет. Ачасем ырă кăмăллă вĕрентекене чунтан юратаççĕ, ĕçтешĕсем, вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕ хисеплеççĕ. Шкултан вĕренсе тухнăранпа чылай çул иртсен те воспитанникĕсем хăйсен вĕрентекенне манмаççĕ, уявсен ячĕпе открыткăсем ярса саламлаççĕ, çырусем çÿретеççĕ. Урокра та, класпа шкул тулашĕнче те Надежда Николаевна ачасене ыррине кăна вĕрентнĕ, пурнăçра кирлĕ пулма пултаракан ырă канашсем панă.

–Мĕншĕн Надежда Николаевна районти “Чи лайăх класс ертÿçи” конкурса хутшăнмасть-ши( Уншăн вăл ăнăçлă пуласса шанатпăр, –çыраççĕ хăй вăхăтĕнче Н.Игнатьевапа çума-çумăн ĕçленĕ А.Павлова, В.Павлов, Т.Васильева педагогсем.

“Ÿссе çитĕнсен, эпĕ Надежда Николаевна пек вĕрентекен пулатăп, – тесе çырнине Эльпуçĕнчи вăтам шкултан пирĕн ÿсĕмре вĕренсе тухнă чылай çамрăкăн сочиненийĕсенче курма пулнă.

Унăн урокĕсем халĕ те пирĕн асрах. Тухăçлă ĕçре иртетчĕ урок. Класра кичем сăнлă пĕр ача та çукчĕ, пурте тимлĕ ĕçлеттĕмĕр, хамăра тĕпчевçĕсем пек туяттăмăр. Йывăр чух пире Надежда Николаевна пулăшасса шанаттăмăр. Вăл урока тĕрлĕ формăпа ирттеретчĕ, пире задача тупсăмне шырама хавхалантарса пыратчĕ. Кирек мĕнле ĕçе те тĕплĕн шухăшласа, чунтан тăватчĕ класс ертÿçи. Вăл ачасен чунне лайăх ăнланатчĕ. Уншăн пĕлтерĕшсĕр ĕç çукчĕ. Епле хисеплемĕн-ха ĕçчен те тăрăшуллă, хавхаланчăк кăмăллă, анчах хăйĕнчен те, ачасенчен те ыйтма пĕлекен, кирек хăçан та хамăра пулăшма хатĕр вĕрентекене( Эпир ăна çав тери хисеплетпĕр, юрататпăр, çирĕп сывлăх, ĕçре ăнăçусем сунатпăр”, – çыраççĕ 1982 çулта Эльпуç шкулĕнчен вĕренсе тухнисем.

Надежда Николаевна обществăлла ĕçсенче те хастар. Вăл чылай вăхăт хĕрарăмсен канашĕн председателĕ, суйлав комиссийĕн секретарĕ пулнă.

Вĕрентÿпе воспитани ĕçĕнчи çитĕнÿсемшĕн вăл аслă учитель ята, “Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ работникĕ” паллăна, КПСС обкомĕпе Чăваш АССР Министрсен Совечĕн Хисеп грамотине тивĕçнĕ.

Хăйĕн мăшăрĕпе, РФ шкулĕн тата ЧР тава тивĕçлĕ учителĕпе Василий Николаевич Игнатьевпа, икĕ хĕр пăхса çитĕнтернĕ, вĕсем ашшĕ-амăшĕн çулне суйласа илнĕ, педагогсем пулса тăнă. Коллективра Надежда Николаевна пек харсăр çынсем пурришĕн савăнатпăр.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика