Питеркинское сельское поселение Красночетайского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çут çанталăк – пирĕн пĕрлехи пуянлăх

08 февраля 2008 г.

Паян урамра хĕл кунĕ. Акă, тÿпери хĕвел юрпа хупланнă тавралăха ылтăн тĕспе çупăрлать. Нумаях та вăхăт иртмест, çут çанталăк пăсăлать – çил тухать, юр вĕçтерме пуçлать. Кашни кунăн хăйне май илемĕ, тараватлăхĕ...

Ахальтен мар “Çут çанталăк – пирĕн пĕрлехи пуянлăх. Ăна упрасси, ÿстерсе пырасси – кашнин тивĕçĕ”, тетпĕр.

– 2007 çул хыçа юлчĕ, – каласа парать район экологĕ Владимир Иванович Романов. – Иртнĕ тапхăрта эпир çут çанталăк лару-тăрăвне лайăхлатас тĕлĕшпе мĕн тунă-ха;

Пĕлтĕрхи хĕл кунĕсенче сунарçăсемпе пулăçсен обществин членĕсем пĕвесемпе кÿлĕсем çинче 100 ытла вак каснă. Пулăсене сывлама условисем туса панă. Вĕренекенсем кайăк-кĕшĕк валли 50 сырăш туса çакнă. Ик уйăхлăх вăхăтĕнче çÿçепе тирекĕн 8 пин хуллине хатĕрленĕ. Çак ĕçре Тралькасси шкулĕн ачисем уйрăмах палăрнă. Вĕсем 3 пин хулă янтланă.

Шкула çÿрекенсем хушшинче Кайăксен кунĕ умĕн экологи викторини ирттернĕ. Унта 65 вĕренекен хутшăннă. Çавăн пекех 68 шăнкăрч вĕлли ăсталанă, 70-шне юсаса çĕнетнĕ. Йывăçсем лартмалли уйăхлăхра районĕпе 60 пин йывăç-тĕм лартса хăварнă. Ку ĕçре Хусанушкăнь ял тăрăхĕ активлă пулнă – 6 пин тĕп лартнă.

Вĕренекенсем нумай чухне пуçарулăх кăтартаççĕ. Сăмахран, вĕсем пĕлтĕр 31 тонна тимĕр-тăмăр пухнă. Ртутьлă лампăсене пуçтарассипе те аван ĕçленĕ. Пурĕ 165 пин штук пухнă, çав шутра Питĕркасси шкулĕ – 395, Мишеркасси – 209, Мăн Этмен шкулĕ 168 штук пуçтарса панă.

Çакна та палăртса хăварас килет. Хальхи вăхăтра полиэтилен кĕленчесемпе мĕн кăна сутмаççĕ пулĕ. Çавăнпах вĕсем кирек ăçта та йăваланса выртнине курма пулать. Çакна шута илнĕ, ку енĕпе вунăкунлăх ирттерме йышăннă. Питĕркасси шкулĕн ачисем çак тапхăрта 2 пин штук полиэтилен кĕленчи пухнă. Ку чи лайăх кăтарту.

Йăва çавăракан кайăксене тата вăлча сапакан пулăсене сыхлас енĕпе çулленех ик уйăхлăх ирттереççĕ. Çак тапхăрта ятарлă комисси 500 метр чухлĕ тетелсене юрăхсăра кăларнă.

Пĕтĕм тĕнчери эколог кунĕнче районта тава тивĕçлĕ вăрманçă М.А.Овчинников ячĕллĕ преми лауреачĕн хисеплĕ ятне парасси йăлана çирĕп кĕнĕ. Иртнĕ çул çак ята Шĕмшешре пурăнакан А.Н. Михеев тивĕçнĕ. Çут çанталăка сыхласси, йывăç-тĕм лартса чĕртесси – унăн çутă ĕмĕчĕ. Ăна вăл çулленех ăнăçлă пурнăçа кĕртсе пырать.

Паллах, экологи ыйтăвĕсенчен район хаçачĕ те аякра юлмасть. Ку енĕпе унăн страницисенче 42 статья пичетленнĕ.

Районти шалти ĕçсен пайĕпе пĕрле çут çанталăка хÿтĕлес енĕпе кăларнă саккун мĕнле пурнăçланса пынине тĕрĕслеме пĕрлехи план туса хатĕрленĕ. Çулталăкра ирĕк илмесĕр йĕркеленĕ 100 çÿп-çап вырăнне пĕтернĕ. Район территорийĕнчен пурĕ 1281 тонна кирлĕ мар çÿп-çап турттарса тухнă.

Тĕпрен илсен, районта экологи лару-тăрăвне лайăхлатса пырас тĕлĕшпе сахал мар ĕç туса ирттереççĕ. Патшалăхăн экологи политикине ăнăçлă пурнăçласа пырасси çак ĕçе халăха анлă явăçтарнинчен нумай килет. Экологи пĕлĕвĕсене сарасси пĕтĕм тĕнчипех çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ. Апла-тăк, халăхăн экологилле шухăшлавне тĕрĕс çулпа ярассишĕн пĕтĕм обществăн тăрăшмалла. Экологи воспитанийĕ культурăллă тата интеллектуаллă вăй пулса тăтăр, вăл çут çанталăкпа обществăн пĕрлехи аталанăвне шайлаштартăр.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429052, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Питеркино
Телефон: 8(83551) 2-19-84
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика