Александровский территориальный отдел Комсомольского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ПАЯНХИ КУНА ТИВĔÇТЕРЕТ

09 февраля 2008 г.

Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕн пĕрремĕш çумĕ Д.МЕДВЕДЕВ: "АПК аталанăвĕ" наци проекчĕ ялти пĕчĕк формăллă хуçалăхсене аталанма лайăх май туса пачĕ. 2006 çулта ку тĕлĕшпе пурĕ 40 миллиард тенкĕ укçа уйăрнă, 2005 çулта ку кăтарту 13 хут пĕчĕкрех пулнă. 100 пин çын е организаци çăмăллатнă кредитпа усă курнă. Килти хушма хуçалăха аталантарас тĕллевпе кредит илес текенсен хисепĕ уйрăмах пысăк пулнă. 8 çуллăха паракан çăмăллатнă кредита пурĕ 50 миллиард тенкĕ уйăрнă. Çакă малтан палăртнă калăпăшран 20 процента яхăн ытларах. Кредитпа усă курса выльăх-чĕрлĕх усрамалли 1240 фермăна çĕнетнĕ". Выльăх-чĕрлĕхрен тулăх тата пахалăхлă продукци илесси ăшă та таса витерен, паянхи кун ыйтăвне тивĕçтерекен технологипе ĕçлеме май паракан оборудованисенчен, ăратран, апатран тата ытти факторсенчен килет. "Искра" колхозра халиччен те сăвăм япăх пулман, выльăхсем ỹт лайăх хушса пынă. Апла пулин те кунти ертỹçĕ, специалистсем ĕнерхи, паянхи кун ыйтăвĕсемпе çеç лăпланса ларман. Малашлăха ăнтăлса çĕнĕ вите тума шутланă. Шутланă та хăйсен ĕмĕтне пурнăçланă. Паянхи кун кăткăслăх чылай. Анчах та вĕсем хăраса тăман. Патшалăх та ĕçлекенсене, çĕнĕлĕхсем патне ăнтăлакансене алă тăсса парать. Раççейре "Агропромышленноçа аталантарасси" приоритетлă наци проекчĕ ĕçлет. Ял хуçалăх предприятийĕсене 8 çула выльăх-чĕрлĕх витисем тума, вĕсене çĕнетме, реконструкци тума кредитсем парать. Асăннă хуçалăх правленийĕ пĕр иккĕленмесĕрех кредит илсе çĕнĕ вите тума шут тытнă. Çак тĕллевпе "Россельхозбанк" ОАОн Чăваш Республикинчи регион бан-кĕнчен 9 миллион тенкĕ укçа илнĕ. Ку çеç çителĕксĕр пулнă май, ял хуçалăх предприятийĕ хăй те 6 миллион тенкĕ укçа уйăрнă. 200 пуç вырнаçмалăх вите тăвасси çăмăлах пулман паллах. Çапах та пĕр çулталăк çурăра ăна ĕçе кĕртме пултарнă. Çак кунсенче унта эпир те пулса куртăмăр. Тĕлĕнмелли чылай пулчĕ. Пире ферма заведующийĕ Ирина Павловна Воробьева кĕтсе илчĕ. Витене кĕрсенех тасалăх куç умне курăнчĕ. Ĕнесем МИКС-10 (ăна Германире туса кăларнă) кормосмеситель витĕр панă апата юратса кавлеççĕ. Асăннă агрегат выльăхсем валли пахалăхлă апат хатĕрлесе парать. Ĕнесем сăнчăрта мар, ирĕкре. Тăраниччен çиеççĕ те ятарласа сарса панă вырăна кайса выртаççĕ. Тислĕкĕ вĕсем апат çинĕ çĕртех юлать. Транспортер каяшсене пуçтарса илсе тухать. - Малтанлăха ĕнесем ятарлă сăвăм пỹлĕмне кĕме шикленетчĕç. Хăнăхман ĕнтĕ. Халĕ вара сума вăхăт çитсен хăйсемех унта кĕрес тесе талпăнаççĕ. Хăшĕ-пĕрин сĕчĕ те юха пуçлать, хăнăхрĕç. Тен, вĕсене килĕшрĕ те пулĕ. Пĕр харăс 12 ĕне сăватпăр. Кашни ĕнен хăйĕн вырăнĕ. Унччен темиçен ĕçленĕ пулсан, халĕ сăвакан 120 ĕнепе 2 доярка та ĕлкĕрет. Пирĕн витресем çук. Сĕт тỹрех пăрăхсем тăрăх пĕр çĕре пуçтарăнать. 4 тонна сĕт вырнаçмалăх "SАС" (Данире туса кăларнă) сивĕтекен машина вырнаçтарнă. Вăл сĕте Ç4 градуса çитерет. Халĕ эпир сĕте пысăк сортпа çеç сутатпăр,- каласа парать Ирина Павловна. Ĕне сăвакан цехра ăшă. Унта ăшă паракан пăрăхсем вырнаçтарнă. Эпĕ çакна юлашки çулсенче районти нихăш фермăра та курманччĕ. Дояркăсем çиелти тумтире хывса ĕçлеççĕ-мĕн. Аппаратурăна çума та ăшă шыв килет. Ĕнесене лĕп шыв ĕçтереççĕ. Ку вите хута кайнăранпа вăхăт нумаях иртмен-ха. Малашне ĕнесен продуктивлăхĕ, сĕт пахалăхĕ татах та ỹсессе шанма май пур. Хуçалăх кăçал выльăх апачĕ çителĕклĕ хатĕрленĕ. Кашни условнăй выльăх пуçне 30 ытла апат единици чухлĕ выльăх апачĕ пур. Апла пулсан, хырайĕнелсем сăвăм енĕпе районта малашне те палăрса тăрĕç. Районти ытти хуçалăхсен те вĕсенчен тĕслĕх илмелли пур. 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429152, Чувашская Республика, Комсомольский район, д. Александровка, ул. Комсомольская, д.176
Телефон: 8(83539) 46-2-21, 8(83539) 46-3-00
Факс: 8(83539) 46-3-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика